Archive - Пуш 2016 - Хыпар

март 31st

31 Пуш, 2016

Ветерансем - шкулта

Паттăрлăх урокĕсем пирĕн шкулта иртесси йăлана кĕчĕ ĕнтĕ. Ĕç ветеранĕсем, офицерсем вĕренекенсем патĕнче тăтăшах пулаççĕ. Хальхинче ачасемпе тĕл пулма В.М.Лабутов полковник, В.В.Курманин подполковник хаваспах килĕшрĕç.

31 Пуш, 2016

Çут çанталăк тусĕ — Сергей

Сергей паян тăхăр сехет тĕлнелле вăранчĕ те хăйĕнчен хăй тĕлĕнчĕ! «Мĕнле-ха ку таранччен çывăрнă-ха эпĕ? Тепĕр тесен юрать-çке. Çуркуннехи каникул вĕт. Канмалла». Темĕнле кирлĕ ĕç алă пымасăр юлнă, вăл пуçран тухма пĕлмест пек.

31 Пуш, 2016

«Ачасем халь урăхрах...»

Вулавăш, лавкка çÿлĕкĕсем çинче çĕршер, пиншер кĕнеке вулаканне кĕтсе выртать. Кашниех хăйне евĕрлĕ те интереслĕ. Пĕри пăтăрмахлă çулçÿревсемпе асра юлать тĕк, тепри асамлă юмах тĕнчипе тыткăнлать. Виççĕмĕшĕ çапăçу хирне те ертсе çитерме пултарать. Суйла та вула.

март 30th

30 Пуш, 2016

"Сывлăх", 12 /879/ №, 30.03.2016

о Ӳслĕкрен — тутлă сироп.
о Чĕре сывă мар пулсан.
о Гастрит вĕрĕлсен.
о Невритран — бальзам.
о Çурăм шăмми валли.
о Йăлтах — укроп вăррипе.
о Курăксем арçынсене сиплеççĕ.
о Хĕрлĕ кăшман усăллă.
о Алă систерет.

30 Пуш, 2016

Шăл чирĕсенчен сиплес енĕпе пысăк опыт пухнă

Наталия Николаева 2008 çулта республикăри чи лайăх стоматолог ятне тивĕçнĕ. Вăл республикăн стоматологи поликлиникинче ĕçлет, шăл чирĕсенчен сиплес енĕпе пысăк опыт пухнă. Наталия Вениаминовна — терапевт-стоматолог, аслă квалификаци категориллĕ тухтăр.

Pages