Комментари хушас

31 Пуш, 2016

Çут çанталăк тусĕ — Сергей

Сергей паян тăхăр сехет тĕлнелле вăранчĕ те хăйĕнчен хăй тĕлĕнчĕ! «Мĕнле-ха ку таранччен çывăрнă-ха эпĕ? Тепĕр тесен юрать-çке. Çуркуннехи каникул вĕт. Канмалла». Темĕнле кирлĕ ĕç алă пымасăр юлнă, вăл пуçран тухма пĕлмест пек.

Сергей вырăн çинчен сиксе тăчĕ, кăшт уткаласа урине çемçетрĕ. Тепĕр самантран пĕтĕм шăм-шак çăмăл пулнине туйрĕ те пит-куçне сивĕ шывпа çурĕ. Сĕтел хушшине вырнаçрĕ. Амăшĕн техĕмлĕ апатне çинĕ май чунĕ çав-çавах уялла, улăхалла туртрĕ.

Васкаса тухрĕ пÿртрен. Пахчана хыпаланчĕ. Унăн куçĕ кашни япала çинче вăрахчен чарăнса тăчĕ. Ним мар япала паян темшĕн асамлăн та ăнланма çук илемлĕн курăнчĕ. Темиçе çул каялла хăй лартнă йывăçсем те çулсерен вăй илсе çÿлелле кармашни чунне савăнтарчĕ.

Тÿпене талккăшпех шурă пĕлĕт хупăрласа илнĕ. Çанталăк ăшă, лĕп çеç. Сергей пахча витĕр уя тухрĕ. Анасем урлă вăрман енне çул илчĕ...

Çапла, çут çанталăк тусĕ Етĕрне районĕнчи Пĕрçырлан шкулĕн çиччĕмĕш класĕнче вĕренекен Сергей Охтеров, çакнашкал илемсемпе киленмесĕр пĕр кун та пурăнаймасть. Пушă вăхăт тупăнсанах уй-хир ытамне чăмма юратать вăл.

— Юрататăп уçăлса çÿреме. Тăван тăрăхри кашни кукăр, тÿпем, лапам, уй-улăх, ĕшне-ката ырă-ырă туйăм вăратать чун-чĕрере. Анчах хăш чухне чуна ыраттармалли ÿкерчĕксем те куç умне тухаççĕ. Вăрманта, çырмара çÿп-çап йăваланса выртнине куратăп та... чĕре ыратать. Мĕнле хăяççĕ-ши çут çанталăка çапла варалама? Кĕçех шашлăк пĕçерме тытăнĕç. Хаваслă уявĕ вĕсемшĕн аван иртет пулĕ-ха, анчах хăйсем хыççăн пуçтарма мĕншĕн ÿркенеççĕ? Ку вăл, паллах, хамăра хисеплеменниех пулать-çке. Нивушлĕ вĕсем килте те çаплах. Апатланнă хыççăн сĕтел шăлмаççĕ-ши, савăт-сапа çумаççĕ-ши? — чунтан пăшăрханса пĕлтерет хăй кулянăвне арçын ача.

Çут çанталăка юратнăранах биологи предметне кăмăллать Сергей. Нумай пулмасть районта иртнĕ экологи конференцийĕнче пĕрремĕш, республикăра вара виççĕмĕш вырăнсене йышăннă. Жюри унăн ĕçне лайăххисен шутне кĕртнĕ, Мускава ярса панă. Çакă арçын ачана калама çук хăпартлантарнă.

— Раççей ăмăртăвĕнче тăваттăмĕш вырăна тухни япăх мар. Малашне тата та ытларах тăрăшасчĕ, — ăнлантарчĕ çут çанталăк тусĕ.

Шкулта лайăх вĕренекен, спортра çитĕнÿ тăвакан, çут çанталăкшăн хыпса çунакан Сергей журналист пуласшăн. Ун чухне те чуна пăшăрхантаракан пулăмсем пирки хаçатра ытларах çырма ĕмĕтленет вăл.

 

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.