Пулĕ-ха вăл тухтăр

31 Пуш, 2016

Ĕлĕкхи вăхăта сăнлакан ача-пăча кĕнекисене шĕкĕлчеме кăмăллать Диана Эрень. Вуласа тухсан темчченех шухăша каять.

— Тумхахлă саманара тухтăрсем, больницăсем те пулманран мĕн чухлĕ ача пурнăçĕ вăхăтсăр татăлнă. Мĕн тери шел... Авă Трубина Мархви çырнă «Ача чухнехи» повеçне те куççульсĕр вулаймăн. Тĕрлĕ чирпе нушаланнă халăх шурă халатлă тухтăрсем пирки ĕмĕтленеймен те. Вăхăт çитсен вара эпĕ урăх ниçта та мар, медицина енĕпе кайăп. Йывăр самантра çынсене сиплесси — маншăн тĕп тивĕçсенчен пĕри пуласса ĕненетĕп, шанатăп, — терĕ вăл кĕнеке страницисене уçкаласа хупнă май.

Пиччĕшĕ Андрей çарта пулнине асра тытса паттăр салтаксем çинчен те вуласа пĕлме тăрăшать.

— Салтак атти тăхăнма юрăхлă пулнă пиччемпе мăнаçланатăп, мухтанатăп! Ара, ĕлĕкех çара кайса килнĕ çамрăка кирек ăçта та хисепленĕ. Эпĕ вара пиччешĕн питĕ-питĕ тунсăхлатăп, вăл тăван тăрăха ырă-сывă таврăнасса чăтăмсăррăн кĕтетĕп. Вăхăчĕ хăвăрт шăвать-ха... унччен кĕнеке вулăп, тĕрĕ тĕрлĕп, кил-тĕрĕшре аслисене пулăшăп. Шкулта та яланхиллех тăрăшса, хавхаланса вĕренĕп. Анчах çĕр çинче нимĕнле вăрçă-харçă çеç ан пултăрччĕ, — тет Вăрмар районĕнчи Шăхаль шкулĕн улттăмĕш класс вĕренекенĕ Диана Эрень.

 

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.