Комментари хушас

31 Пуш, 2016

«Чĕресĕр никам та пурăнаймасть»

Пиллĕкмĕш класри Аня Иванова — республика шайĕнчи «Чĕрĕ сăмах» конкурс çĕнтерÿçи, «Сăвва чи лайăх вулакан» номинацире пĕрремĕш вырăна тухнă вăл.

— Сетнер рольне выляканĕ мана Хисеп хучĕпе чысларĕ ун чухне, «Маттур, Аня, малалла та çавăн пек пул!» — терĕ. Куншăн, паллах, питĕ савăнтăм, — тет хĕрача.

Иван Иванович Иванов артист, режиссер тата преподаватель мухтани те уншăн çав тери пысăк пĕлтерĕшлĕ. Аньăн пуласлăхĕ артист ĕçĕпе çыхăнасси пирки ăна пĕлекенсенчен пĕри те иккĕленмест пулĕ. Спектакльсенче ăста вылять вăл, сăвва хитре вулать. Ăна тăтăшах тĕп сăнар калăплама шанаççĕ.

— Шкулта тата клубра «Пурăнас килет» юрăпа кĕвĕ композицийĕ хатĕрлерĕмĕр. Вăрçă вăхăтĕнчи ачалăхпа çыхăннă вăл. Ача-пăча улăхра вылять. Сăнара ытлашши кĕрсе кайрăм пулĕ, хама чăн вăрçă вăхăтĕнчи пекех туйса илтĕм, чĕтреме пуçларăм, — пĕлтерет Аня хумханăвне пытармасăр.

Вĕрентекенĕ те вăл пур сăнара та чунтан калăпланине палăртать, чăн куççульпе макăрнинчен тĕлĕнет.

Эх, çĕр çинче мĕн чухлĕ професси… Пĕрисен нихăшĕ патне те чунĕ турт-масть, теприсен вара харăсах темиçе ĕç пурнăçлас килет. Мĕнпе çыхăннă-ши ку? Аня, сăмахран, артист та, тухтăр та пуласшăн. Шкултан вĕренсе тухнă тĕле йывăр суйлав уçăмланĕ-ха.

Пĕррехинче хĕрачан амăшĕ хаçат вуланă, унта кардиолог-хирург пирки çырса кăтартнă имĕш. Çав професси пирки ăнлантарса пама ыйтнă ун чухне хĕрĕ хаклă çыннине. Вара унăн пуçĕнче пархатарлă шухăш çуралнă.

— Кардиолог-хирург пулса çынсене пулăшас килет манăн, — чунне уçать Аня. — Чĕресĕр никам та пурăнаймасть вĕт-ха. Вилĕме куçран пăхаканăн чĕрине сыватса иккĕмĕш пурнăç парнелес килет. Çав çынсенчен тав сăмахĕ илтесчĕ.

Ĕмĕтсене пурнăçа кĕртес тесен, паллах, лайăх вĕренмелле, нумай пĕлме тăрăшмалла. Аня çакна яланах асра тытать, çавăнпа «5» паллăпа ĕлкĕрсе пырать. Йывăрлăха лекнисене пĕрремĕш пулăшу пама пĕлет вăл, вĕренÿ кĕнекинче йăлтах çырса кăтартнă-çке.

Пĕр шухăшлă юлташ пулсан мĕнле аван. Аньăн та ун пекки пур — Рита. Вăл та тухтăр пулма ĕмĕтленет. Хĕрачасем пĕр-пĕрне хавхалантарсах тăраççĕ.

Хĕрачан амăшĕ Зинаида Ермогеновна «Хĕрлĕ ялав» район хаçачĕн тĕп редакторĕ. Аня унăн ĕçĕнче пулса курнă, хаçат кăларас ĕç теветкеллĕхне ăнланать, çавăнпа амăшне май пур таран пулăшма тăрăшать. Кил хуçалăхĕнчи ĕçсене пурнăçлама пĕрре те ÿркенмест вăл: апат пĕçерет, выльăх-чĕрлĕхе пăхать. Каçсерен вара амăшĕпе пĕрле урайне сарма кавир çыхаççĕ.

Амăшĕн çирĕп сăмахĕ, мĕн пĕчĕкрен ĕçе хăнăхни хĕрачана пурнăçра хăйĕн вырăнне тупма пулăшĕ. Ырă чĕреллĕскер çынсен чĕрине те сыватма пуçлĕ-ха.

Лариса ПЕТРОВА.

Вăрмар районĕ,

Чупай шкулĕ.

 

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.