Ветерансем - шкулта

31 Пуш, 2016

Паттăрлăх урокĕсем пирĕн шкулта иртесси йăлана кĕчĕ ĕнтĕ. Ĕç ветеранĕсем, офицерсем вĕренекенсем патĕнче тăтăшах пулаççĕ. Хальхинче ачасемпе тĕл пулма В.М.Лабутов полковник, В.В.Курманин подполковник хаваспах килĕшрĕç. Владимир Михайлович паттăрлăхпа паттăрсем çинчен, Тăван çĕршыв, хăюлăх пирки чуна уçса пурне те ăнлантарчĕ. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче вилĕмрен хăрамасăр çапăçнă З.Г.Колобанов, Д.Ф.Лавриенко, М.И.Лагунова тата Л.И.Калинина танкистсем çинчен интереслĕ каларĕ. Валентин Владимирович Курманин кашни çын Тăван çĕршыв кун-çулне пĕлме тивĕç пулнине ăнлантарчĕ. Ачаранах хамăр çуралса ÿснĕ ен çинчен пĕлни те усăллине пĕлтерчĕ.

Тĕлпулу интереслĕ иртрĕ. Ачасем хисеплĕ хăнасене хăйсем ăсталанă япаласене парса савăнтарчĕç.

Калиса ЯКОВЛЕВА,

пуçламăш классен вĕрентекенĕ.

Шупашкар,

14-мĕш кадет шкулĕ.

СĂНŸКЕРЧĔКРЕ: офицерсемпе тĕл пулнă хыççăн.

 

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.