Хаваслă пулăç — Алексей
Ашшĕ пек ылтăн алăллă, ырă кăмăллă пулма ăнтăлать улттăмĕш класра вĕренекен Алексей Кашкаров.
— Йывăçран тĕрлĕ япала каскалама ăста манăн юратнă çыннăм. Сĕтел-пуканĕ те, алăкĕ, чÿрече харшакĕсем те чуна илĕртмелле пулса тухаççĕ унăн. Аллинче ĕç вĕресе тăнине пăхкаласа тăма юрататтăм унччен. Халĕ хам та алла мăлатук-сава тытатăп. Манăн та атте пекех халăха хитре япаласемпе савăнтарас килет, — тет Алексей. — Ытти чухне те пĕрле эпир: сунара васкатпăр, çулласерен кăмпа-çырлана та çÿреме юрататпăр. Вăрмана питĕ кăмăллатпăр çав. Уçă сывлăшра чун та савăнать.
Пулла çÿресси — хобби. Амăшне ирех вăратма хушать вăл.
— Эх, хам пулсан ыйха татса çавăнта кайса лармастăпах. Çывăрасчĕ тăраниччен. Тепĕр чухне нимсĕрех таврăнни те пулать. Вăхăта сая яни кăна ĕнтĕ, — текелет амăшĕ ывăлне тепĕр чухне.
— Анне, каяс килет-çке чун туртнă вырăна. Вăлтана пулă кĕресси çанталăкран та килет. Е тата кашни хулккан хăйĕн характерĕ, майĕ-палăртăшĕ пур. Пĕри чĕкеç пек çăмăллăн вылять, тепри лÿппер, виççĕмĕшĕ наян... Ун çине пăхас та килмест. Чунлă пек туйăнать хулкка. Ăна пулă туртсан çеç хăйне евĕр чун кĕрет. Пĕлетĕн-и, анне, çавăн чухне тин вăл пĕтĕм илемĕпе йăлтăртатма тытăнать. Манăн чун та хăпартланать, кунĕпех çыран хĕрринче ларас кăмăл çуралать, — палăртать хăй шухăшне Алексей самант-рах.
Улатăр районĕнчи Кивĕ Эйпеç шкулĕн улттăмĕш класĕнче вĕренекенскер спортпа та туслă. Уйрăмах вăл волейболла, баскетболла ăста вылять. Ахальтен мар ăна тус-юлташĕ, пĕрле вĕренекен чунтан хисеплет.