ÇУТ ÇАНТАЛĂКРАН ПУЛĂШУ ЫЙТАТПĂР
Хырăмлăхпа вуник пумăклă пыршă язви аптратсан хушма сиплевре халăх медицинин мелĕсем паха витĕм кÿреççĕ. Çут çанталăк ырлăхĕ — эмел курăкĕсем — пулăшнипе сывлăха чылай лайăхлатма пулать.
Аир тымарĕ
Унăн препарачĕсем лăплантаракан витĕм кÿреççĕ. Ÿсен-тăранри хытаракан япаласем язвăсене ÿт илме пулăшаççĕ.
Аир тымарĕн шĕвекĕпе вар-хырăм чирĕсенчен, язвăран сипленнĕ чухне усă кураççĕ. 2 чей кашăкĕ вĕтетнĕ типĕ чĕртавара тин вĕренĕ 1,5 стакан шыва ямалла, вăйсăр çулăм çинче 20 минут вĕретмелле, сивĕнсен сăрăхтармалла. Ирхине выç хырăмла тата каçхине çуршар стакан ĕçмелле. Курс — сывлăх лайăхланиччен.
Шăпăр курăкĕ
Шăпăр курăкĕн /алтей\ препарачĕсем хырăмлăхри лăймака сийе хупласа вĕчĕрхентерекен япаласен витĕмĕнчен хÿтĕлеççĕ. Çак лăймака сий айĕнче шыçă процесĕн активлăхĕ чакать, эрозисемпе язвăсем хăвăртрах тÿрленеççĕ.
Вĕтетнĕ типĕ 2 апат кашăкĕ тымара вĕри 1 стакан шыва ямалла, 20 минута вĕрекен шыв мунчине лартмалла. Илсен 10 минутран сăрăхтармалла. Малтанхи виçине çитерме вĕренĕ шыв хушмалла. Сивĕре икĕ талăк упрама юрать. Язвăран сипленме кунне 3-4 хут апат хыççăн çуршар стакан ĕçмелле. Курс — сывлăх лайăхланиччен.
Сысна курăкĕ
Сысна курăкĕн /горец птичий, спорыш/ препарчĕсене ĕçсен хырăмлăхпа пыршăлăхăн лăймака сийĕ шыçни чакать кăна мар, пыршăлăхри нумай инфекцие саракан бактерисем те хăватне çухатаççĕ.
3 апат кашăкĕ типĕ курăка вĕри 1 стакан шыва ямалла, шыв мунчине лартса 15 минут вĕретмелле. Илсен 45 минутран сăрăхтармалла. Малтанхи виçине çитерме вĕренĕ шыв хушмалла. Кунне 2-3 хут апат умĕн çуршар стакан ĕçмелле. Курс — сывлăх лайăхланиччен.
Йĕтĕн вăрри
Йĕтĕн /лен/ вăррин лăймаки хырăма лекнĕ апата тата вар-хырăм çулĕн лăймака сийне хуплать, ăна хырăмлăх сĕткенĕн йÿçекĕ сиенлесрен хÿтĕлет.
1 чей кашăкĕ йĕтĕн вăррине тин вĕренĕ çур стакан шыва ямалла, 15 минут лăкамалла. Марля витĕр сăрăхтармалла. Кунне 3 хут апат умĕн 2-шер апат кашăкĕ ĕçмелле. Курс — сывлăх лайăхланиччен.
Йÿçеклĕх пĕчĕк
Вĕтетнĕ типĕ шăнăр курăкĕн /подорожник/ çулçине, сар çип утине /зверобой/, шурă армутине /полынь горькая/, эмел шур курăкне /шалфей лекарственный/, пĕтнĕке /мята перечная/, эмел курăкĕн /ромашка аптечная/ чечекне, календула чечекне, хăлха çакки курăкĕн /одуванчик/ тымарне, аир тымарне пĕр виçепе илсе хутăштармалла.
2 апат кашăкĕ пухха тин вĕренĕ 3 стакан шыва ямалла, вăйсăр çулăм çинче 30 минут вĕретмелле, сăрăхтармалла, сивĕтмелле. Хырăмлăх сĕткенĕн йÿçеклĕхĕ пĕчĕк чухне кунне 3 хут апатчен 30 минут маларах çуршар стакан ĕçмелле. Курс — сывлăх лайăхланиччен.
Йÿçеклĕх пысăк
Вĕтетнĕ типĕ çăка чечекне, пылак тымара /солодка голая/, аир тымарне, пĕтнĕк çулçине, фенхель вăррине, йĕтĕн вăррине пĕр виçепе илсе хутăштармалла.
1 апат кашăкĕ пухха тин вĕренĕ 1,5 стакан шыва ямалла, шыв мунчине лартса 20 минут вĕретмелле. Сăрăхтармалла. Хырăмлăх сĕткенĕн йÿçеклĕхĕ пысăк чухне кунне 3 хут апатчен 20 минут маларах чĕрĕкшер стакан ĕçмелле. Курс — сывлăх лайăхланиччен.
Анăс курăкĕ
Çÿллĕ анăс курăкĕн /девясил высокий/ препарачĕсем ыратнине, хутлатнине ирттереççĕ, хырăмлăх ыратсан, пыршăлăх чикенĕ аптратсан пулăшаççĕ.
3 апат кашăкĕ типĕ тымара вĕренĕ сивĕ 1 литр шыва ямалла, 7 сехетрен сăрăхтармалла. Кунне 3 хут апатчен 25 минут маларах стаканăн виççĕмĕш пайĕ чухлĕ ăшă шĕвеке кăштах пыл хушса ĕçмелле. Курс — сывлăх лайăхланиччен.
Комментари хушас