Комментари хушас

31 Пуш, 2016

Ӳссенех машина туянăп!

Ӳкерме ăста Руслан Яхшимов. Алла кăранташ тытсан яланах тăрăшса чăрăш ӳкерет. Йывăç çумнерех вара пысăк саспаллисемпе РУСЛАН тесе шăрçалать.

— Санăн альбомра мĕншĕн чăрăш кăна? Урăх йывăçсем те ӳсеççĕ-çке тавралăхра? Хурăн, йăмра, вĕрене, çĕмĕрт, пилеш, — тесе кăсăкланакан та пулман мар.

— Пĕлетĕп-ха, анне те çапла калать. Анчах мана чăрăш килĕшет. Мĕншĕн тесен Çĕнĕ çул каçхине шăп та шай çав йывăç айне Хĕл Мучи парнепе пылак кучченеçсем килсе хурать. Ырă кăмăллă вăл, çавăнпа ачасене савăнтарса çӳрет. Килес çул эпĕ унран машина тетте ыйтăп. Йăмăк валли пукане. Вăл та унашкал теттене хаваспах йышăнĕ, — йăл кулса калаçать Руслан.

Арçын ача Çĕрпӳ районĕнчи Паваркасси ача садне кăмăлтан çӳрет. Ирхине тусĕсем патне çитсенех тĕрлĕ вăйăпа киленеççĕ. Хĕрачасен пуканисене машинăпа ярăнтараççĕ, апатлантараççĕ. Тепĕр чухне хĕрачасем хăйсен шухăш-кăмăлне палăртмасăр хăвармаççĕ.

— Сирĕн пуканепе вылямалла мар, машинăрсем валли гараж тума хăйăр турттармалла. Хăма хатĕр-лемелле. Пирĕн аттесем çавăн пек тăваççĕ килте, — текелеççĕ вара.

Машина тенĕрен, Руслан та ӳссен машина туянасшăн. Пысăккине, хуп-хура тĕслине, хĕвелпе ялтăртатаканнине, пылчăк-ланкашкаран та хăвăрттăн тухса каяканнине.

— Юратнă çынсене пурне те лартса çӳрĕп ун чухне. Çуран ниçта та уттармăп, — мăнаçланать Руслан.

 

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.