ТИКĔТ СУПĂНĔ ÇИНЧЕН

Паянхи темĕнле паха шутланакан тасатакан хатĕрсем те тикĕт супăнĕпе танлашаймаççĕ. Вăл гигиена пахалăхĕпе кăна мар, сиплĕх енĕсемпе те палăрса тăрать.

  • Пĕчĕк шăйрăксемпе чĕртернĕ вырăнсене кашни кун тикĕт супăнĕпе çусан ÿт икĕ хут хăвăртрах сывалать. Вăл типĕтнипе сурана часах ÿт илет. Çак супăнь ÿте тухса тулнă пÿрлешке-шатрапа витĕмлĕ кĕрешет.

Енчен те сирĕн аллерги реакцийĕ палăрсан, ÿт хĕрелсен, шатра, пÿрлешке тухсан тикĕт супăнĕпе кăна çăвăнмалла.

  • Сиплев вăхăчĕ кашни çыннăн — хăйĕн. Пÿрлешкепе шатраран хăтăлма пĕрисене эрне те çитет, теприсене пĕр уйăх кирлĕ. Пăнчă компресĕсемпе усă курма пулать: супăньрен пĕчĕк катăк касса илмелле те суран е пÿрлешке çине хумалла, пластырьпе çирĕплетмелле.

Компреса куллен çĕрлене хирĕç сывлăх лайăхланичченех хумалла.

  • Ÿте шатра-пÿрлешке тухасран тата вырăнпа выртакан чирлĕ çынсен ÿчĕ шăтасран хÿтĕленме тикĕт супăнĕпе гигиена процедури ирттермелле. Типĕ ÿтлисен унпа — эрнере пĕр хут, çуллă ÿтлисен эрнере икĕ хут çăвăнмалла.
  • Тикĕт супăнĕ ÿте çапăнтарса кăвакартсан та лайăх пулăшать. Тÿрех унпа усă курма пуçламалла, кăвакарнă ÿте супăньпе кунне темиçе хут сăтăрмалла.
  • Интимлă гигиенăра та çак супăнь усăллă. Вăл хул айĕнчи тата чарари çÿçе хырнă хыççăн ÿт сиенленесрен витĕмлĕ хÿтĕлет.

Шута илме: тикĕте тата унăн компоненчĕсене аллерги пулсан, ÿт ытла çÿхе тата типĕ чухне çак супăньпе усă курмалла мар.

Супăне килтех хатĕрлеме пулать.

Чи ансат меслет: гипоаллергенлă супăне теркăпа хырмалла, аптекăра сутакан хурăн тикĕчĕпе 1:10 шайлашупа хутăштармалла, çаврвшкасем йăваламалла. Кăштах пыл, темиçе тумлам миндаль çăвĕ е чей йывăçĕн çăвĕ /вĕсене аллерги çук пулсан/ хушма юрать.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.