Вăрлăх хатĕрлетпĕр

31 Пуш, 2016

Ака уйăхĕн пуçламăшĕнче çĕрулми вăрлăхне тĕпсакайĕнчен е нÿхрепрен кăлармалла. Вăрлăха суйламалла: çĕрме пуçланисене, ытти чир палли пуррисене уйăрмалла. Çĕрулмине çутă, хĕвел тÿрремĕн ÿкмен, Œ5... Œ10 градус ăшă çĕре çÿхе сийпе сарса хумалла. Çиелтен лутрасилпа е спандбон текен витмелли материалпа хуплама юрать.

Çу уйăхĕн пуçламăшне, çĕрулми лартма вăхăт çитнĕ тĕле, вăрлăх папкаланать. Парка папка тăпрана лартсассăн хăвăрт шăтса тухать.

Тĕрлĕ çĕрĕк чирĕнчен хÿ­тĕлеме вăрлăха лартас умĕн Фитоспорин-М /10 г 5 л шыва 20 кг çĕрулми валли/, Максим /40 мл 1 л шыва 100 кг çĕрулми валли/ препаратсемпе пульверизаторпа пĕрĕхни аван.

Çĕрулмине тăпра +8 градус ăшăнсан лартмалла.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.