Вăрлăх хатĕрлетпĕр
Ака уйăхĕн пуçламăшĕнче çĕрулми вăрлăхне тĕпсакайĕнчен е нÿхрепрен кăлармалла. Вăрлăха суйламалла: çĕрме пуçланисене, ытти чир палли пуррисене уйăрмалла. Çĕрулмине çутă, хĕвел тÿрремĕн ÿкмен, Œ5... Œ10 градус ăшă çĕре çÿхе сийпе сарса хумалла. Çиелтен лутрасилпа е спандбон текен витмелли материалпа хуплама юрать.
Çу уйăхĕн пуçламăшне, çĕрулми лартма вăхăт çитнĕ тĕле, вăрлăх папкаланать. Парка папка тăпрана лартсассăн хăвăрт шăтса тухать.
Тĕрлĕ çĕрĕк чирĕнчен хÿтĕлеме вăрлăха лартас умĕн Фитоспорин-М /10 г 5 л шыва 20 кг çĕрулми валли/, Максим /40 мл 1 л шыва 100 кг çĕрулми валли/ препаратсемпе пульверизаторпа пĕрĕхни аван.
Çĕрулмине тăпра +8 градус ăшăнсан лартмалла.
Комментировать