Ăс-тăн хушнипе юратакан пур-и?

18 Çĕртме, 2016

Çеçпĕл Мишши ячĕллĕ Чăваш патшалăх çамрăксен театрĕнче каллех — премьера. «Ален Делон е... кĕске телей çинчен» пьесăна паллă прозаик, публицист, драматург Ольга Туркай çырнă. ЧР Культура министерстви йĕркеленĕ наци хальхи драматургийĕн конкурсне пĕтĕмлетекенсем ку ĕçе чи лайăххисен йышне кĕртнĕ. Театр репертуарне «Чи кирли, чи юратни...» /Ален Делон.../ ятпа кĕчĕ вăл.

«Конкурс çинчен пĕлсен шухăша кайрăм: мĕн çинчен çырмалла-ха? Эпĕ — хĕрарăм, çавăнпах этемлĕхĕн черчен çуррин чунне лайăх ăнланатăп. Унăн кирек мĕнле хăтланăшне тÿрре кăларма пултаратăп. Манăн ĕçри тĕп сăнарсем те — хĕрарăмсем», — сăмах илчĕ Ольга Николаевна.

Ку мелодрамăра кĕске телей саманчĕсене сăнласа кăтартнă. «Чăваш драматургĕсен ĕçĕсем пур. Анчах та вĕсене, сцена çине кăларас пулсан, кĕскетмелле, улăштармалла. Ольга Тургайăн пьесипе ĕçлеме çăмăл пулчĕ. Ăна эпир тĕкĕнменпе пĕрех», — палăртать Иосиф Дмитриев режиссер.

Спектакль сцена çинче мĕлке /Евгений Петров/ çÿренипе пуçланать. Кам вăл? Мĕн тума килнĕ Полина Аркадьевнăн /Чăваш халăх артистки Светлана Савельева/ килне? Çакă хăех куракана тыткăнлать. Пирĕн, паллах, ĕç-пуç мĕнпе вĕçленнине пĕлес килет. Кайран, чаршав хупăнсан, мĕлке тавра та калаçу пулчĕ. Залра ларакансене хăратмасть-и вăл? Çук, асамлăх туйăмĕ кăна çуратать. Театр чĕлхине ăнланакан çын стена çинчи хут кайăксем те тăвансен чунне сăнланине уйăрса илĕ.

Полина Аркадьевна ĕмĕр тăршшĕпех журналистра ĕçленĕ. Хăш чухне хурине шурă пек кăтартма тивнĕ унăн. Тĕрĕсмарлăх чунне пăлхатнă. Çавăнпа тивĕçлĕ канăва тухсанах ĕçрен кайнă вăл. Халĕ ун çинчен маннă тейĕн — тĕлпулăва чĕнмеççĕ, шăнкăравламаççĕ. 70-ти хĕрарăм мăнукĕпе Линăпа /Надежда Полячихина/ йăпанса пурăнать. Ăна амăшĕ йышăнман.

«Çылăхсемшĕн хамăнах явап тытмаллаччĕ», — йĕрет Полина Аркадьевна. Упăшки пур çĕртех Ален Делонпа /Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ артисчĕ Александр Степанов/ явăçнă иккен вăл. Унран ача çуратнă.

Француз актерĕ пек илĕртÿллĕ театр ĕçченне Ален Делон хушма ят панă хĕрарăмсем. Ăна нумайăшĕ, çав йышра Полина Аркадьевнăн юлташĕ Люсьена Ивановна /Чăваш халăх артистки Лидия Красова/ та килĕштернĕ. Çав арçына пулах никама та качча тухман вăл. Ален Делон журналиста суйласа илнĕ. Хăй вара ача çураличченех хуларан тухса кайнă. Чун çунтармăшĕпе тĕл пулнă самантсене çаплипех асра тытать Полина Аркадьевна. Ан тив, ывăлне пĕчченех çитĕнтернĕ хĕрарăм. Темĕн чухлĕ вăхăт иртсен те Ален Делон уншăн — чи кирли, чи юратни.

Амăшне пĕртен-пĕр тĕпренчĕкне ыталаса илме пÿрмен. Шăпах ывăлĕн чунĕ таврăннă тăван киле.

Ален Делон Полина Аркадьевнăна пăрахса кайсан урăххисен пуçне çавăрнă. Линăна та куç хывнă вăл.

«Пурнăçра çапла пулма та пултарать-и? Вĕсем ăсран тайăлман-и?» — пĕлесшĕн пулчĕç куракансем. «Эсир ăс-тăн хушнипе юратса пăрахнă хĕрарăмсене курнă-и? Эпĕ — çук», — хăйĕннех перет автор. Çапла, туйăма пула пуçа çухататпăр...

«Арçын режиссер хĕрарăмсен шалти тĕнчине уçса пама пултарни тĕлĕнтерчĕ», — тет Ольга Туркай. Иосиф Дмитриев вара ку ĕç пурнăç чăнлăхне кăтартнине çирĕплетет.

Артистсем мелодрамăра выляма çăмăл пек туйăнсан та спектакле сцена çине кăлариччен самай тăрмашнине палăртрĕç, мĕншĕн тесен кунта пурнăç тĕсĕ, кăмăл улшăнса, шайлашăнса пырать.

Марина ТУМАЛАНОВА.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.