Чăвашла калаçтараймарăм

18 Çĕртме, 2016

Тин кăна, çĕнйĕркелÿ тапхăрĕччен, тĕнчере тăнăçлăх çĕнтерчĕ теттĕмĕр. Анчах этемлĕх хирĕç-тăрусăр пурăнаймасть. Тĕнче усалланса пырать. Мĕншĕн çапăçатпăр? Пирĕн нимĕн те пайламалла мар. Хĕç-пăшал кăларма пысăк укçа кирлĕ. Хамăр вара чирлĕ ачана сыватма çĕршывĕпех нухрат пуçтаратпăр. Инкеке лекнĕ çав тĕпренчĕкĕн ашшĕ-амăшĕ вырăнĕнче пулса пăхăр-ха пĕр самантлăха. Мĕнле йывăр вĕсене! Е хĕç-пăшал валли уйăракан çав укçана медицинăна хывса онкологи чирне çĕнтерекен эмел шухăшласа кăларасчĕ.

Чечекĕн, лĕпĕшĕн, кăпшанкăн хăш-пĕр тĕсĕ пĕтме пуçласан пĕтĕм тĕнче ура çине тăрать. Çакна хĕрÿ сÿтсе яватпăр. Вĕсемсĕр, чăнах, чухăнланса юлать çĕр пичĕ. Упраса хăварас тесе çак тĕссене çийĕнчех Хĕрлĕ кĕнекене кĕртетпĕр. Çав вăхăтрах чăваш йышĕ чакса пырать. Халăх тăван чĕлхепе калаçасшăн мар. Чăваш хĕрарăмĕ хăйĕн тĕпренчĕкне наци пуянлăхĕнчен, чĕлхинчен, культуринчен пистерет. Хулара та, ялта та сисĕнет çакă.

Пĕрре туйра видео ÿкеретĕп. Çамрăк мăшăра чăвашла калаçтарасшăнччĕ. Упăшки тăван чĕлхепех хутшăнчĕ манпа, арăмне ÿкĕте кĕртеймерĕм. Унран та ытла, çамрăк хĕрарăм мăшăрĕ чăвашла калаçнине хуратма ыйтрĕ.

Шуршăлти ача садĕнчи воспитательсемпе те çивĕч çак ыйту тавра сăмах хускатрăм. «Эпир пĕчĕксерсемпе чăвашла калаçатпăр, килте ашшĕ-амăшĕ ачи-пăчипе вырăсла пуплет», — терĕç вĕсем. Тĕлĕнмелле... Эпĕ ют çĕршывра нумай хут пулнă. Мана чăваш пулса çуралнăшăн хисеплеççĕ унта. Кашнинчех тăван тăрăха çунатланса таврăнатăп. Манăн хамăр халăхшăн тата тăрăшсарах ĕçлес килет. Эпир, чăнах, чăваш пулнипе тĕнчешĕн кăсăклă.

Шупашкарта йĕркеленĕ Пĕтĕм тĕнчери кинофестиваль эпир фильм ÿкерес тĕлĕшпе кая юлнине кăтартса пачĕ. Сахал йышлă ытти халăхсене вырăнти влаç укçа уйăрни аталанма пулăшнă. Халĕ пирĕн патра та лару-тăру лайăх енне улшăнасси куçкĕрет. Культура министрĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Константин Яковлевпа курнăçнă хыççăн çирĕпленчĕ çак шухăш. Кинематографистсен пĕрлĕхне патшалăх пулăшма хатĕр.

Çитес эрнере «Атăл пăлхавçисем» чăвашсен пĕрремĕш фильмĕ экран çине тухнăранпа 90 çул çитнине паллă тăвăпăр. Çурла уйăхĕн вĕçĕнче кино каçĕ йĕркелеме хатĕрленетпĕр. Унта хамăр тăрăхпа çыхăннă паллă актерсене чĕнсе илесшĕн.

Олег ЦЫПЛЕНКОВ,

Чăваш Республикинчи кинематографистсен пĕрлĕхĕн ертÿçи

 

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.