Комментари хушас

18 Çĕртме, 2016

Экологи тата информаци хăрушсăрлăхĕ тавра

Çĕртме уйăхĕн 14-мĕшĕнче Шупашкарта РФ Хăрушсăрлăх Канашĕн Секретарĕн Николай Патрушевăн тата Раççей Президенчĕн федерацин Атăлçи округĕнчи полномочиллĕ представителĕн Михаил Бабичăн пĕрлехи канашлăвĕ иртнĕ. Ку ĕçе округри субČектсен ертÿçисем, федераци министерство-ведомствин представителĕсем хутшăннă.

Унта производство каяшĕсемпе çыхăннă ĕçри экологи хăрушсăрлăхне чакарасси тата Интернетпа усă курнă чухне патшалăх органĕсене информаци хăрушсăрлăхĕпе тивĕçтересси тавра калаçнă.

Михаил Бабич округра компьютер «атакисен» шучĕ çулсерен ÿссе пынине палăртнă. Пĕлтĕр, сăмахран, 190 миллион тĕслĕх тупнă. Вĕсенчен 80% ытла патшалăх влаç органĕсен информаци ресурсĕсемпе çыхăннă. Çакна чикĕ леш енчи технологисемпе, информаци программипе, патшалăх органĕсен ĕçченĕсем ют çĕршыв тата «тÿпе» серверĕсемпе усă курнипе, çак тытăмри специалистсен квалификаци шайĕ çителĕксĕр пулнипе, информаци хÿтлĕхĕн системисене проектламаннипе, йĕрке тума укçа-тенкĕ уйăрманнипе сăлтавлать полпред.

Николай Патрушев РФ информаци хăрушсăрлăхĕпе кĕрешмелли ĕç-хĕле лайăхлатас, информацие хÿтĕлес енĕпе ĕçлекенсене вĕрентес, компьютер «атакипе» çыхăннă инцидентсене пĕтерессин регламентне йĕркелес тĕлĕшпе малалла ĕçлемеллине палăртнă.

Тепĕр ыйтăва сÿтсе явнă май çĕршывăн промышленноç комплексĕн тăваттăмăш пайĕ пирĕн округра вырнаçни, çавна май 2,5 миллиард тонна каяш пухăнни тавра сăмах пуçарнă Михаил Бабич. Хытă каяшсене ятарлă полигонсенче мар, свалкăсенче чавса чикнишĕн, вĕсем çĕре, сывлăша, шыва вараланăшăн пăшăрханса калаçнă.

Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев канашлăва пирĕн тăрăхра ирттернĕшĕн тав тунă. Чăваш Енре производство каяшĕсемпе ĕçленĕ чухне экологи хăрушсăрлăхĕпе тивĕçтерес тĕлĕшпе кирлĕ пĕтĕм саккуна йышăннă. Территори схемине те хатĕрленĕ. Каяшсемпе çыхăннă саккунсене пăхăннине тĕрĕслемешкĕн ятарлă мероприятисем йĕркеленине, штрафсене туллин шыраса илнине палăртнă Михаил Васильевич.

«2015 çулхи чÿк уйăхĕн 1-мĕ­шĕнчен çĕнĕ полигон ĕçлеме пуçланăран Шупашкар хулин ТБО свалкипе усă курма чарнă, ăна рекультивацилес ĕçе хатĕрленетпĕр. Ăна 2017 çулта Раççейре Экологи çулталăкне ирттермелли мероприятисен планне кĕртнĕ. Çакă санитарипе эпидемиологи шайне лайăхлатма пулăшĕ», — тенĕ республика Пуçлăхĕ.

Канашлăва хутшăнакансем экологи тата информаци хăрушсăрлăхĕн темиçе предприятине çитсе курнă.

Мария РОМАНСКАЯ.

 

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.