Пӳлĕмри чечексене тымарлантаратпăр
Нарăс уйăхĕ çитрĕ. Кун вăрăмланма тытăнни палăрть. Пӳлĕмре ӳсекен чечек-курăк тĕнчи те вăранма пуçлать. Хăшĕ-пĕри папкаланма, çулçă кăларма тытăнать. Шăпах пӳлĕмри ӳсен-тăрана тымарлантарса ĕрчетмелли вăхăт вăл. Чечексене ĕрчетесси пӳлĕмри ӳсен-тăрана пăхас ĕçре чи кăсăкли. Туратран тымарлантарса ĕрчетнĕ çамрăк хунава тус-юлташпа ылмаштарма, килте çук çĕнĕ, сайра тĕл пулакан экземплярлă пулма май парать. Паллах, тымарлантарас ĕç йĕркине пĕлсессĕн чечек-курăка ĕрчетме çăмăлрах. Хăшпĕр курăк турачĕ 4-5 уйăх тымар ямасăр ларма пултарать.