Алоэ — килти сиплевçĕ

11 Çурла, 2016

Çурт-хуралтă юсассипе, тăвассипе вулакансен ыйтăвĕсене хуравлакан Василий Иванов инженер-строитель пӳлĕмре тĕрлĕрен чечек-курăк çитĕнтерме те ăста. Хваттерĕнче алоэ чечекне 30 çул ытла çитĕнтерет. 1,4 метр çӳллĕш вăл, çирĕп, парка. Юратнă чечекĕсем çинчен хаваспах калаçать вăл. Алоэ ӳстерес опытпа вулакансене паллаштарма кăмăл турĕ.

— Алоэ тăван çĕршывĕ Кăнтăр Африка. Унта алоэ ирĕкре ӳсет, 4 метр çӳллĕш çитĕнет. Çулçисем сарлака, 30-40 см вăрăмăш. Алоэне килте çитĕнтересси тахçанах йăлана кĕнĕ. Вăл сиплĕ. Тĕрлĕрен чиртен сипленме усă кураççĕ ăна. Çавăнпах килте ӳстерекен анлă сарăлнă ӳсен-тăран пулса тăнă та, — калаçăвне пуçларĕ хастар строитель-чечекçĕ. — Алоэ хăвăрт ӳсет, ăна лартма тӳрех пысăкрах савăт хатĕрлемелле. Кун пек чухне вăл çӳллĕшне каять. Чӳлмек тĕпне вак чул, хăйăр сармалла, кăпка тăпрана чӳлмек хĕррине 3-4 см çитермесĕр тултармалла. Тăпрана çапларах хатĕрлесен аван: 4 пай пахча тăпри, 4 пай лайăх çĕрнĕ тислĕк, 2 пай хăйăр. Тăпрана хутăштармалла, вĕрекен шывпа пăшăхласа илмелле, сивĕнсен чӳлмеке тултармалла. Алоэ лайăх тымар ярать. Çуллахи вăхăтра ăна тăтăшрах — кашни кун е кун сиктерсе шăвармалла. Çырма е çăлкуç, е çумăр шывĕ пулсан аван. Хулари пăрăхран юхакан шыва шăварма çапла хатĕрлемелле: эмальленĕ савăта тултарса 50-60 градуса çити вĕрилентермелле, унтан уçă савăтра пĕр талăкран кая мар тытмалла. Кун пек тусан шыври хлор сĕвĕрлет, извеç савăт тĕпне анать. Чечеке сивĕ шывпа шăварма, пĕрĕхме юрамасть. Пӳлĕм температуриллĕ шыв кирлĕ. Тăтăш шăварнипе тăпра ытлашши нӳрелесрен асăрханмалла.

Çуллахи вăхăтра алоэне пахчана йывăçсен сулхăнне, балкона е лоджие, террасăна е верандăна кăларса лартма юрать. Хĕвел пайăрки тӳррĕн ӳкесрен сыхланмалла. Çуркуннепе çулла чечеке 3-4 хут тутлăхлă япаласемпе апатлантармалла. Ирĕкре чухне ĕне каяшĕн шывне хатĕрлесен аван. 1 кг каяша 7-8 литр шыва ярса 10 куна яхăн лартмалла. Йӳçсе пулнă шĕвекпе 0,5 литр пуçне 2 литр шыв хушса шăвармалла.

Минерал удобренийĕпе усă курас тесен инструкципе килĕшӳллĕн ĕçлемелле. Хĕлле-кĕркунне чечеке сайрарах шăвармалла — эрнере пĕр-икĕ хутчен.

Хваттерте алоэ чечеке ларнине час-часах кураймăн. Пӳлĕмре лайăх условисем пулсан вăл 5-6 çултан чечек çурать. Василий Васильевич хваттерĕнчи алоэ валли условисем лайăх тет, чечеке ларасса кĕтет.

Алоэ сĕткенĕпе тĕрлĕ препаратсем туса кăлараççĕ. Халăх медицининче унпа анлă усă кураççĕ. Суран-кĕсенсенчен, пиçсе кайсан, шăнса пăсăлсан, ăш чирĕсенчен те пулăшать вăл.

Çăварпа карланкă чирĕсем чухне — фарингит, стоматит, ангина чирĕсемпе аптрасан — çак меслетпе сипленме пулать. Алоэн ӳссе çитнĕ çулçисене татмалла, тасатса мясорубкăпа е блендерпа вĕтетмелле. Пĕр сехетрен сĕткенне кăлармалла. Ăна кăшт вĕретсе илмелле, сивĕнсессĕн çурмалла шыв хушса çăвара чӳхемелле. Вĕрилентернĕ хыççăн сĕткен йӳçеклĕхĕ чакать.

Вар-хырăм чирĕсенчен: пыла, олива çăвне, алоэ сĕткенне пĕр пек виçепе илмелле. хутăштармалла. Шыв мунчинче пĕр сехет тытмалла. Сивĕтнĕ хутăша холодильникра 3-4 эрне упрама юрать. Гастрит, язва чирĕсем чухне кунне 3 хутчен 2 апат кашăкĕ апат умĕн çур сехет маларах ĕçмелле.

Косметика тĕлĕшпе, шатраллă пит валли: çулçăран сĕткене пăчăртаса кăлармалла, шывпа çурмалла хутăштармалла та пăр катăкĕсен форминче шăнтмалла. Шăнсан катăксене урăх пластик савăта куçармалла. Ирпе е каçпа çак пăр катăккипе пите сăтăрмалла.

 

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.