Куршакри хризантема

Хризантема — сивве чăтăмлă чечек. Унăн илемлĕ çеçкисем хĕл ларичченех балкона, пÿртумне илем кÿреççĕ. Куршака лартнă хризантемăна сивĕтнĕçемĕн ăшăрах çĕре куçарма меллĕ. Шел те, куршакри хризантемăна хăшĕ-пĕри пĕр хутчен чечекленекен ÿсен-тăран пек çеç хаклать, чечекленсе пĕтерсен куршакри чечек юлашкине тислĕке «ăсатать». Тĕрĕс пăхсан вара куршакри хризантема темиçе çул пурăнса чечекленсе савăнтарма пултарать.

Кĕркунне туяннă хризантемăна сивве чăтăмлă тесе палăртнă пулсан та хĕле хирĕç ирĕке куçарса лартма ан шутлăр. Вăл чечекленме пăрахса тымарланма, хĕле хатĕрленме ĕлкĕреймест. Чечеке пысăкрах куршака куçарса лартмалла. Тăпра кăпка, пулăхлă пулмалла. Хризантемăна чечекленнĕ вăхăтрах урăх куршака куçарма юрать. Малтанхи тăприпех, чăмаккана асăрханса кăларса пысăкрах куршака лартни ÿсен-тăраншăн усăллă çеç пулĕ.

Çанталăк сивĕтиччен пÿрт умĕнче лартнă пулсан сивĕсем килсен ăна верандăна е кантăклă балкона куçармалла. Хăрма пуçланă чечексене тÿрех касса илмелле — ыттисем вăрахрах ларĕç. Тĕм чечекленсе пĕтерсессĕн тунасене 7-15 см хăварса касмалла та Œ3...Œ8 градус ăшă пÿлĕме лартмалла. Ÿсен-тăран вăхăт çитичченех вăранса ÿсме пуçласран питĕ пусмапа е хутпа хуплама юрать. Ку тапхăрта хризантемăна уйăхра пĕр хутчен /тăпра йăлт типсе каясран/ шăварни çителĕклĕ. Çуллахи вăхăтра хризантемăна ÿссе аталанма Œ20... Œ23 градус кирлĕ, кĕркунне Œ15... Œ18, хĕлле Œ3... Œ8 градус ăшă. Кун тăршшĕ 8-10 сехет юлсан хризантема чечек çурма пуçлать.

Куршакри чечеке хĕл каçма нÿхрепе е тĕпсакайне антарма юрать. Унти температура 3 градусран пĕчĕкрех пулмалла мар. Тăпрана кăшт нÿретмелле, чечек тунине 10-15 см хăварса касмалла.

Хĕл иртнĕçемĕн куршака кăларса кантăк янаххи çине лартмалла, шăвармалла. Кĕркунне пысăкрах куршака куçарман пулсан — куçармалла, тĕме пайласан та аван. Чечек ÿсме пуçласассăн азотлă удобренипе апатлантармалла.

Пÿрте кăларнă куршакри хризантемăн тĕпсакайĕнчех çинçе, çутă симĕс хунавсем тухма пуçланă тăк вĕсене татса пăрахмалла. Çутăра, ăшăра паха, парка çĕнĕ хунавсем кĕçех тухĕç.

Ака уйăхĕнче хризантемăна верандăна, теплицăна лартмалла, унччен ăна пайлама е хунавлантарма юрать. Кĕркунне хăварнă тунана тĕпĕпех хăйпăтса илмелле те çĕнĕ куршака лартса тымарлантармалла. Çанталăк ăшăтсан хризантемăна куршакран кăларса ирĕке куçарса лартма юрать. Çу каçипе вăл аталанать, кĕркунне чечек çурса савăнтарĕ.

Пĕлмешкĕн. Куршакра сутакан лутра, йышлă чечеклĕ хризантемăсем ятарласа пĕр хут чечекленме, пÿртре лартма селекцилесе кăларнăскерсем мар. Вĕсене йăвă чечеклентерекен, çÿллĕшне ÿсме чаракан препаратсемпе шăвараççĕ. Препаратсен витĕмĕ пĕтнĕçемĕн çакскерсем ытти хризантемăсем пекех аталанма пуçлаççĕ. Çÿллĕшне кайма пултараççĕ. Çеçкеленĕвĕ те кăштах сайрарах пулĕ.

Ÿсме пуçланă тĕм йышлăрах чечек кăлартăр тесен çуркунне хунавсен тăррисене икĕ эрнере пĕрре татмалла. Кун пек чухне тунан çулçисем айĕнчен чечек турачĕсем аталанса тухаççĕ. Пĕр туна вĕçне 2-3 хут татса кĕскетме юрать. Çу уйăхĕнчен туна вĕçĕсене татма юрамасть.

 

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.