Пÿлĕмри чечексем

17 Раштав, 2015

Бегони

Бегони - çак чечеке нумайăшĕ пĕлет, килти чÿрече умĕнче тахçанах вырăн тупнă вăл. Чечек юнтармăш мар, манса каймасан, шăваркаласа тăрсан хăйне пăхнăшăн савăнтаратех: çулсеренех çеçке çурса вăрах ларать.

Хальхи вăхăтра бегони 900 тĕрлĕ сортне палăртаççĕ, гибридсем те нумай. Хăш-пĕр бегонине çулçишĕн - хитрен ешернĕшĕн - ÿстереççĕ. Пÿртре тата ирĕкре çитĕнтермеллисем пур.

5 Чÿк, 2015

Сенполия - фиалка

Çак хитре чечеке Вальтер фон Сен-Поль барон 1892 çулта Танзани çĕрĕнче /Хĕвелтухăç Африка/ Узомбар тăвĕсем таврашĕнче тĕл пулнă. Унăн ячĕпе çыхăннă та чечекĕн «Сенполия» ячĕ. Халĕ çĕр чăмăрĕ çинчи пур материкра та ÿсет сенполия. Çĕре, çутçанталăка юратакан кашни чăваш килĕнчех вырăн тупнă пулĕ вăл, кашнин - тĕрлĕрен.

Кăткăс та юнтармăш марришĕн, час-часах çеçке çурса савăнтарнăшăн, ĕрчетме ансат пулнăшăн юратаççĕ те ăна. Вырăн та нумай кирлĕ мар. Тĕрĕс пăхсассăн пĕр чÿрече янаххи çинче вырнаçтарнă сенполин тĕрлĕ сорчĕ çулталăкĕпех илемĕпе илĕртĕ.

16 Утă, 2015

Хăçан куçармалла?

Чÿрече янахĕнче çулла та, хĕлле те чечек ешерет. Халĕ алă айĕнче тăпра пур чухне вĕсене куçарса лартасшăнччĕ. Анчах куршакри чечексене куçарма иртерех тесе ăнлантарчĕ кÿршĕ.

Нина Михайлова.

Муркаш районĕ.

Пÿлĕмри чечексене час-часах куçарса лартмаççĕ. Çамрăк, хăвăрт ÿсекен чечексене кăна çулсерен куçармалла. Пысăккисене, уйрăмах вăрах çитĕнекеннисене, темиçе çултан пĕрре куçараççĕ. Сăмахран, пальма, кактус, мирт тата ытти те пĕр куршакрах 3-5 çул е ытларах ÿсме пултараççĕ.

30 Ака, 2015

Цикламен

Цикламен - кĕркунне-хĕлле çеçке çуракан чечексенчен пĕри. Цикламен çулçисем 15 см яхăн, чĕре евĕрлĕрех. Çулçăсем тĕксĕмрех симĕс тĕслĕ, çулçă шăнăрĕ тавра шурăрах е кĕмĕл тĕслĕрех эрешсем. Цикламен вăрах вăхăт чечекре ларать. Çурас вăхăт - ноябрь-март уйăхĕсем. Чечек тымарĕнчен /кăшман евĕр вăл/ тÿрех çĕкленекен вăрăм туна çинче япшар çеçкеллĕ чечексем куçа илĕртеççĕ. Цикламенăн чечекĕсем шурă, кĕрен, хĕрлĕ тата икĕ тĕслĕ те пулаççĕ.

Pages