2015 çулшăн парăм çук
Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Раççей Федерацийĕн транспорт министрĕ Максим Соколов ирттернĕ селектор канашлăвне хутшăннă.
Пассажирсене пуйăспа хула çумĕпе илсе çÿрессине йĕркелес, «Раççей чукун çулĕ» АУОн хулаçум компанийĕсен умĕнчи парăмне пĕчĕклетессипе çыхăннă ыйтусене сÿтсе явнă. М.Соколов палăртнă тăрăх — 2015 çулта федераци субъекчĕсем компенсацие субсидилеме 9,6 миллиард тенкĕ куçарнă. Çав тĕллеве пурнăçлама 2016 çул валли регионсен хыснинче 9,8 миллиард тенкĕ пăхса хăварнă, 12,7 миллиард тенкĕ кирлĕ.
РФ Президенчĕ Владимир Путин çĕртме уйăхĕн 2-мĕшĕнче пассажирсене хуласен çывăхĕнчи чукун çулпа илсе çÿренĕшĕн хушма хакран тытакан налукăн нульлĕ ставкине 2017 çулхи раштав уйăхĕн 31-мĕшĕччен тăсасси çинчен калакан саккуна алă пусса çирĕплетнĕ. Ку çулçÿрев енĕпе лару-тăрăва çав шайрах тытса тăма май парать.
ЧР Конкуренци политикин тата тарифсем енĕпе ĕçлекен патшалăх службин шутлавĕпе килĕшÿллĕн 2015 çулта пассажирсене илсе çÿренĕшĕн «Содружество» АУОн тухса ÿкекен тупăшĕ 72 миллион тенкĕпе танлашнă. Чăваш Республикин 2015 çулшăн унăн умĕнче парăм çук. 2016 çулта компенсацие субсидилеме 67,9 миллион тенкĕ пăхса хăварнă.
Г.ВАСИЛЬЕВ.
Комментари хушас