ПАХА МАÇ ХАТĔРЛЕТПĔР
Хур çăвĕ тĕрлĕ чиртен сипленме пулăшнине пĕлетĕп-ха. Чăх çăвĕ мĕнрен те пулин усăллă-и?
Ю. ЕФРЕМОВА.
Муркаш районĕ.
Фитотерапевтсен сĕнĕвĕсемпе паллаштаратпăр. Сиплĕ маçсен рецепчĕсем кашнинех кирлĕ пулма пултараççĕ.
Чăх çăвĕ
Унра хăйне евĕр чăх белокĕ пептид тата экстрактивлă япаласем пур. Йывăр чир, операци хыççăн иммунитета çирĕплетме яшкана, шÿрпене чăх çăвĕ кăштах хушсан аван.
Хур çăвĕ
- Ĕçкĕ-çикĕре ытларах сыпсан çывăрма выртас умĕн 1 чей кашăкĕ ирĕлтернĕ хур çăвĕ ĕçме сĕнеççĕ. Ирхине пуç та ыратмĕ, мухмăр та аптратмĕ.
- Ÿте хытах мар пĕçертсе ярсан сиенленнĕ тĕле хур çăвĕ хулăн сийпе сĕрмелле, çиеле марля хумалла, çыхăпа çирĕплетмелле. Çыхха кунне 2 хут çĕннипе улăштармалла. Курс — хĕрелни иртиччен.
Сысна çăвĕ
Сиплев валли сысна ăш çăвне ирĕлтерсе вăйлăрах витĕм кÿрекен япалапа хутăштармалла.
- Амалăх пырĕн эрозийĕнчен сипленме сысна ăш çăвне календулăн вĕтетнĕ типĕ чечекĕпе çурмалла хутăштармалла. 40 минута шыв мунчине лартмалла. Илсен 30 минутран сăрăхтармалла. Çĕрлене хирĕç çак маçра йĕпетнĕ тампона амалăх пырне чиксе çаплах çывăрмалла. Курс — кашни кун сывлăх лайăхланиччен.
- Çăпан, трофика язви аптратсан вĕтетнĕ чĕрĕ сухана ăшăтнă сысна ăш çăвĕпе пĕр виçепе хутăштармалла. Сиенленнĕ вырăна çак маçа кашни кун сываличченех сĕрсе сипленмелле.
Пурăш çăвĕ
Унпа организма пĕтĕмĕшле çирĕплетме, шыçнинчен сипленме, иммунитета лайăхлатма усă кураççĕ.
- Манкана çемçетсе кăларма 1 апат кашăкĕ ирĕлтернĕ пурăш çăвне 1 стакан вĕри сĕте ямалла. Çĕрлене хирĕç ĕçмелле, Курс — сывлăх лайăхланиччен.
- Хытах шăнса пăсăлсан кунне 3 хут апатчен 1 сехет маларах 1 апат кашăкĕ ирĕлтернĕ пурăш çăвĕ ĕçмелле. Курс — 2 эрне.
- Типĕ ÿт валли — маска. Шыв мунчинче йÿçĕ шăккалата /какао 70 процентран кая мар пултăр/ ирĕлтермелле. 1 чей кашăкĕ пурăш çăвĕ хушмалла. Çăра хăйма пек пуличчен пăтратмалла. Ăшă маскăна пите тата мăя 10 минута сĕрмелле. Курс — эрнере 2 хут ÿт йĕркене кĕриччен.