Archive - Çĕртме 2016 - Хыпар

июня 4th

4 Çĕртме, 2016

Мехел çиттĕрччĕ!

Шупашкарта çулленех иртекен ача-пăча чăваш юррисен «Мехел» фестиваль-конкурса республикăн тĕрлĕ кĕтесĕнче пурăнакан 5-17 çулсенчи ачасем йышлăн хутшăнаççĕ. Çакă пултаруллă та ăста çамрăксене тупса палăртма, чăваш халăх йăли-йĕркине, культурине хаклама, ăна малалла аталантарма май парать.

4 Çĕртме, 2016

Кутамкка çакмах тивет-ши?

Юрий Никитинпа Етĕрне районĕнчи Кивĕ Тинкешре паллашрăм. Вăл урапапа картишне хăйăр турттаратчĕ. Ытти арçынсем васкасах кирпĕч хураççĕ. Темиçе кил урлă пурăнакансем те хăйсен çуртне хăтлăлатаççĕ. Çак икĕ ушкăн пĕр-пĕринпе ăмăртмалла ĕçлеççĕ тейĕн.

4 Çĕртме, 2016

Пирвайхи туйăмсем чĕререх

Елчĕк районĕнчи Патреккелте пурăнакан Валера Вершков шкулта вĕреннĕ чухне ытти мĕнпур ача пекех уй-хир ĕçĕнчен пĕр кун та юлман. Çуллахи вăхăтра иртен пуçласа каçчен тантăшĕсемпе колхоза пулăшнă, вырма вăхăтĕнче йĕтем çине васканă. Инкек куçа курăнса килмест теççĕ çав.

4 Çĕртме, 2016

Чун шыравĕ...

— Тĕлĕнтĕм санран хытах. Ку вырăна карттă çинче те кăтартман. Эсĕ вара ман пата шăнкăравласа ыйтса пĕлмесĕрех çитме пултарнă... — Машăна пÿлсех калаçать те калаçать Ваня.

— Чăнах та, эпĕ сана шырарăм. Макăра-макăра. Туятăп: эсĕ манран инçе мар. Анчах та йĕри-тавра халăх хĕвĕшет. Мана чĕнеççĕ, эпĕ вара сана шыратăп.

— Тупрăн вĕт! Юлташсем те тĕлĕнчĕç санран. Вĕсенчен ытла хам тĕлĕнтĕм, курсанах сăмах та чĕнеймерĕм тата.

4 Çĕртме, 2016

“Микеланджело витĕмĕ”

Дэвид Бекхэм пултаруллă футболист пулни пирки кам иккĕленет? Анчах та ĕçтешĕсем мĕншĕн-ха чап енĕпе унпа танлашаймаççĕ? Мĕншĕн тесессĕн вĕсен Виктория Бекхэм пек арăм çук. Хĕрарăм тăрăшнипех çемье кичем Англирен Америкăна куçнă. Унта футбол виççĕмĕш разрядра кăна пулни кама пăлхантарать? Чи кирли, Дэвид халĕ Голливуд çăлтăрĕсемпе туслă, реклама енĕпе миллионĕ-миллионĕпе ĕçлесе илет. Унсăр пуçне, Дэвид Бекхэм — Голливудри чи паллă ашшĕсенчен пĕри: вĕсем Викторийăпа иккĕшĕ — тăватă ача ашшĕпе амăшĕ.

4 Çĕртме, 2016

“Çемье — кашни çыншăн тĕп вырăнта” проект

Чăваш республикинчи Хĕрарăмсен союзĕ общество организацийĕ “Ырă ĕç” пĕрлĕх ирттерекен “Çемье — кашни çыншăн тĕп вырăнта” проекта хастар хутшăнать. Нумаях пулмасть çак проектпа килĕшÿллĕн Чăваш Енри шкул ачисен хушшинче пултарулăх ĕçĕсен конкурсне ирттернĕ. Вĕренекенсен хайлавĕсене ÿсĕме кура пайланă: 1-4, 5-8, 9-11 классенче ăс пухакансен ушкăнĕсене уйăрнă. Конкурс çĕнтерÿçисен ĕçĕсемпе “Чăваш хĕрарăмĕ” хаçат паллаштарать.

4 Çĕртме, 2016

Атте килĕ - лăпкăлăх утравĕ

Атте-анне килне халалланă юрра кунĕпе темиçе хутчен те илтетĕп. Асанне патне телефонпа шăнкăравлакан тупăнсан янăрать вăл. Ку таранччен çак юррăн сăмахĕсен пĕлтерĕшĕ пирки нихăçан та пуçа ватман эпĕ. Халĕ вара, шăпах çак темăна суйласа илнĕ май: “Мĕн тери аван вăл — кил пурри”, — ирĕксĕрех шухăша кайрăм. Чăнах та, мĕн тери аван вĕт-ха вăл — кил пурри.

Çĕнĕ хыпарсен кăларăмĕсем Сирире тата Украинăра пĕр айăпсăр мирлĕ çынсен кил-çурчĕ ишĕлнине тăтăшах пĕлтереççĕ. Ăçта пурăнмалла вĕсен халĕ? Юрать-ха çак çынсене тĕнчипех пулăшаççĕ.

4 Çĕртме, 2016

Пысăк çемье историйĕ

Манăн хамăрăн тĕлĕнмелле çемье çинчен каласа кăтартас килет. Пирĕн кил-йыша таврипех пĕлеççĕ, анчах та манăн республикипех пĕлтерес килет. Малтанах кĕскен — хам çинчен. Эпĕ Оля ятлă. 14 тултартăм ĕнтĕ. 7 çул каялла манăн пурнăçра асамлăх пулса иртрĕ — эпĕ харăсах аннеллĕ, аттеллĕ пулса тăтăм, çапла майпа пысăк та туслă çемьене лекрĕм.

4 Çĕртме, 2016

Пĕртен-пĕр илем - сывлăх

Ача чухне сывлăх пирки пачах шухăшламастпăр. Сывлăшпа хĕвел евĕр нихçан иксĕлми пурлăх вырăнне йышăнатпăр ăна. Палăртнă тĕллеве пурнăçлама чи малтан сывлăх кирлине мăн çын çеç чухлать. Ватă çыншăн вара вăл пурăнмашкăн чи-чи пĕлтерĕшли пулса тăрать.

4 Çĕртме, 2016

Юрă-ташăпа илемлĕ чăваш туйĕ

Тупкăч

Ĕлĕкхи туй йăли-йĕрки ялсенче манăçа тухса пырать. Халĕ уява кафере ирттерме тăрăшатпăр, тамада ертсе пырать. Çамрăк арăмсен туй çи-пуçĕ, ума çакмалли тенкĕ мĕнешкел хитре курăнатчĕ! Туй юррисене те асра тытасчĕ.

Pages