Хĕрарăм тĕнчи

4 Çĕртме, 2016

“Микеланджело витĕмĕ”

Дэвид Бекхэм пултаруллă футболист пулни пирки кам иккĕленет? Анчах та ĕçтешĕсем мĕншĕн-ха чап енĕпе унпа танлашаймаççĕ? Мĕншĕн тесессĕн вĕсен Виктория Бекхэм пек арăм çук. Хĕрарăм тăрăшнипех çемье кичем Англирен Америкăна куçнă. Унта футбол виççĕмĕш разрядра кăна пулни кама пăлхантарать? Чи кирли, Дэвид халĕ Голливуд çăлтăрĕсемпе туслă, реклама енĕпе миллионĕ-миллионĕпе ĕçлесе илет. Унсăр пуçне, Дэвид Бекхэм — Голливудри чи паллă ашшĕсенчен пĕри: вĕсем Викторийăпа иккĕшĕ — тăватă ача ашшĕпе амăшĕ.

28 Çу, 2016

“Микеланджело витĕмĕ”

Арçынпа хĕрарăм, пĕр-пĕрне пулăшсан, тăва та тепĕр майлă çавăрса лартма пултараççĕ. Психологире “Микеланджело витĕмĕ” текен ăнлав пур. Пĕлтерĕшĕ ансат. Калăпăр, пĕр-пĕр Вася пурăннă. Пĕррехинче вăл Машăна тĕл пулнă. Хĕр ăна качча тухма мĕншĕн килĕшнине никам та ăнланмасть. Анчах авланнă хыççăн Вася йăлт улшăнать — лайăх еннелле. Унра кĕтмен çĕртен шÿт туйăмĕ вăранать. Бизнес аталанать. Лайăх çынсемпе паллашать. Çынсем ăна ăсĕшĕн хисеплеççĕ. Мĕн пулса иртет? Сăлтавĕ — Машăра. Вăл тăм таткинчен, скульптор евĕр, хăйне кирлĕ çынна ăсталать. Психологи ăнлавĕ шăпах çакăнпа çыхăннă та.

28 Çу, 2016

54-мĕш хыçĕнче савăшу та, юрату та пур

Тесс Холидей — хăй çинчен тĕнчипех калаçтаракан plus-size модель. Вăл 60-мĕш размер çи-пуç тăхăнать. Кĕлетки йывăрăшĕ — 155 килограмм. Биографийĕ — Америкăри self-made-men йĕркипе килĕшÿллĕ. Самăр та хитре мар хĕрачана шкултах никам та юратман.

7 Çу, 2016

Йăл кулăллă паттăр хĕрарăм

Ишме пĕлмесен те — путакана пулăш

Ирена Сендлер 1910 çулхи нарăс уйăхĕн 15-мĕшĕнче Варшавăра Польша католикĕсен çемйинче çуралнă, каярахпа кил-йыш Отвоцк хулине куçнине пула унта ÿснĕ. Ашшĕ Станислав Кржижановски тухтăр пулнă, хĕрне те çынна яланах пулăшма вĕрентнĕ — путакана курсан çăлма тăрăшмаллах, хăв ишме пĕлместĕн пулсан та... Сăмах май, арçын 1917 çулхи нарăс уйăхĕнче черетлĕ пациентне тифран сипленĕ май чир ернине пула вилнĕ, унăн ĕçтешĕ ку çынна пулăшма хирĕçленĕ-мĕн.

Pages