Хĕрарăм тĕнчи

16 Кăрлач, 2016

Аист вĕçсе килчĕ...

Çак тĕнчене çĕнĕ чун килни яланах асамлăхпа çыхăннă. Анчах та физиологи енчен пăхсан çĕр-çĕр çул хушшинче те нимĕн те улшăнман темелле - ĕмĕрсен тăршшĕпех пĕр çулпа çуралать ача. Вăт унăн амăшне пулăшас меслетсем вара çĕнелсех-улшăнсах пыраççĕ. Акушерство малаллах аталанать.

12 Раштав, 2015

Президент арăмĕ пулма çăмăл-и?

Президент мăшăрĕн тивĕçĕсен яваплăхĕ юлашки çулсенче, протоколпа килĕшÿллĕн, Раççейре те ÿсрĕ. Ăна çĕршыв ертÿçин указĕсемпех çирĕплетеççĕ. Хĕрарăмăн ют çĕршывсен ертÿçисемпе упăшкипе пĕрле тĕл пулмалла, вĕсем Раççее килнĕ чухне пĕрле кĕтсе илмелле.

Президентăн мăшăрĕ общество пурнăçне, гуманитарлă тата социаллă ытти программăна хастар хутшăнать. Çав вăхăтрах унăн, ытти çĕршыври пек, хăйĕн офисĕ те, халăха йышăнмалли ятарласа палăртнă сехетсем те çук. Хĕрарăм официаллă мероприятисене, культура акцийĕсене хутшăнать, ача çурчĕсене, медицина учрежденийĕсене пулăшать.

7 Чÿк, 2015

Шăнкăрав кулли, çăмăл утти - куç умĕнчех

Тĕлĕнмелле илемлĕ тăрăхра вырнаçнă Патăрьел районĕнчи Пăлапуç Нурăс ялĕ. Вăрман çумне йăпшăнса ларнă вăл. Тÿпенелле кармашакан ĕмĕрхи хырсен ытамĕнче хÿтлĕх тупнăн туйăнать. Çак пĕчĕк ялта, сăмахпа каласа кăтартма çук ытарайми хитре вырăнта, çуралса ÿснĕ те ЧР тава тивĕçлĕ артистки Ольга Почалкина.

17 Юпа, 2015

Ирех тăрать, тумланать, тÿрех ĕçе пуçăнать...

Эпир хаçатăн кашни номерĕнчех тĕслĕх илмелли çынсемпе паллаштаратпăр. Вĕсем тăрăшнипе кăпăшка çăкăр пиçсе тухать, сĕтел çинчен сĕт-турăх, аш-какай татăлмасть, пахчаçимĕç ăнса пулать. Ирех тăрса ĕçе кÿлĕнекен ял хĕрарăмĕ, паллах, хисепе тивĕçлĕ.

1 Çурла, 2015

Пир тĕртекенрен - министра çити

1974 çулхи юпа уйăхĕн 24-мĕшĕнче пĕр кĕтмен çĕртен пурнăçран уйрăлнă вăл. Сывлăхĕ пирки нихăçан та ÿпкелешменскер. 64 çул тултариччен пĕр уйăх пурăнса çитеймен хĕрарăм. Мускав тăрăх сас-хура сарăлнă - культура министрĕ хăй çине алă хунă. Çывăх çыннисем ку версие шарт та март хирĕçленĕ. Чăн та, çемйине питех ĕненсех кайман - Екатерина Алексеевна маларах та хăйĕн юн тымарĕсене касса янă.

Йăлтах - амăшĕнчен

Pages