Шăнкăрав кулли, çăмăл утти - куç умĕнчех
Тĕлĕнмелле илемлĕ тăрăхра вырнаçнă Патăрьел районĕнчи Пăлапуç Нурăс ялĕ. Вăрман çумне йăпшăнса ларнă вăл. Тÿпенелле кармашакан ĕмĕрхи хырсен ытамĕнче хÿтлĕх тупнăн туйăнать. Çак пĕчĕк ялта, сăмахпа каласа кăтартма çук ытарайми хитре вырăнта, çуралса ÿснĕ те ЧР тава тивĕçлĕ артистки Ольга Почалкина. Шел, питĕ йывăр пулин те, ун пирки малашне иртнĕ вăхăтра калаçма тивет. Никама та тиркемен вилĕм, йывăр та хăрушă чир ăна ытла та ир илсе кайрĕ. 41 çултах. Темĕн чухлĕ кĕрешсен те усал шыççа çĕнтереймерĕ вăл. Ĕнер тăванĕсемпе пĕлĕшĕсем Ольга Почалкина пирĕнтен ĕмĕрлĕхех уйрăлса кайнăранпа 40 кун çитнине асăнчĕç.
Пăлапуç Нурăс тăрăхĕнчи Ишлĕ Шетмĕри 9 çул вĕренмелли шкулта Ольга Почалкина ятне асăнсанах вĕрентекенсен куçĕсем шывланчĕç.
- Эпир нимĕн те пĕлмен, вăл 4 çул чирлесе пурăнни çинчен илтмен, пирĕншĕн кĕтменлĕх пулчĕ, уяр кун çиçĕм çиçнĕ евĕрех. Хурланатпăр, хамăр çемьери инкек пекех йышăнатпăр. Ĕненес килмест, хĕвел куллиллĕ чипер Оля, унăн шăнкăрав кулли, çăмăл утти куç умĕнчен каймасть, - терĕç. Учительсем вăл вылянă спектакльсенчен чылайăшне вырăнта мар, Шупашкара килсе курнă, унăн кашни çитĕнĕвĕшĕн хĕпĕртенĕ.
- Шкулта чухнех артистран кая мар вылятчĕ. «Судра» спектакльте - Ухтеркеччĕ. Алима та лайăх сăнарлатчĕ. Сцена çинчи самантсем халь те куç умĕнчех. Питĕ хаваслăччĕ Оля, тепĕр чухне чунĕнче йывăр пулсан та кулатчĕ. Хурланнине кăтартман вăл. Аслă классенче чухне артиста вĕренме каяс ĕмĕт-шухăшлăччĕ. Вăл шкул пĕтернĕ çул шăпах «Коммунизм ялавĕ» хаçатра пĕлтерÿ тухрĕ, еплерех хĕпĕртерĕ Оля. Аттестат илсенех Ленинграда вĕренме тухса вĕçтерчĕ. Кăçалхи çурлан 29-мĕшĕнче ăна юлашки хут куртăм. Аппăшĕн кумăшĕ патне килчĕç. «Людмила Алексеевна, салам», - аякранах кăшкăрса сывлăх сунчĕ мана. Яланхи пекех йăл кулать хăй. Ман мăшăр, Вячеслав Софронович, вĕсен класс ертÿçиччĕ. Уншăн та кĕтменлĕх пулчĕ, юлашки çула ăсатнă чухне куçĕ шывланчĕ, сасси чĕтренипе масар çинче пĕр сăмах калаймарĕ. Питĕ хисеплетчĕ Ольăна, унăн çитĕнĕвĕсемшĕн, тапса тăракан пултарулăхĕшĕн, вăл ыттисенчен урăхларах пулнишĕн çав тери савăнатчĕ, - каласа кăтартрĕ Людмила Чернышева вĕрентекен.
- Волейболла выляма юрататчĕ. Кĕске сарă çÿçне турани халь те асран каймасть. Класĕпех лайăх вĕренетчĕç, ăмăртусене, конкурссене хастар хутшăнатчĕç, пĕринчен тепри маттурччĕ. Эпир унăн сывлăхĕ япăххи пирки пĕлмен. Вилес умĕн ялан сехет çине пăхнă теççĕ. Театра кая юласран пăшăрханнă вăл. Куçне ĕмĕрлĕхе хупичченех чунтан парăннă ĕçĕ пирки шухăшланă мăнтарăн. Çапла, тÿпере çутă çăлтăр йăлтăр çуталчĕ те сÿнчĕ, - терĕ ассăн сывласа математика учителĕ Алина Геннадьевна.
Тăватă çул каялла Оля чирлĕ ашшĕне хулана больницăна илсе кайнă. Хăйĕн те сывлăхĕ япăххи, вăйĕ çукки пирки, тепĕр виçĕ кунтан йывăр операцие каясси çинчен ялта никама та, амăшне те, пĕлтермен вăл.
Ишлĕ Шетмĕри ача садĕнче кĕçĕн воспитательте тăрăшакан чи çывăх тантăшĕ Светлана Митяева ачаран пĕрле выляса ÿснĕ юлташĕ пирки куççуль витĕр каласа кăтартрĕ.
- Пĕр касра выляса ÿснĕ эпир. Клуба яланах виççĕн çÿреттĕмĕр: Оля, эпĕ тата Ирина. Ишлĕ Шетмĕрен ялан юрласа таврăнаттăмăр. Ыйхă килменнипе çĕрĕпе сак çинче шăкăлтатса лараттăмăр. «Çывăрма памастăр, мĕншĕн хытă кăшкăрса юрлатăр», - чÿречине уçса вăрçатчĕ Укçине аппа. Ырă вырăнта вырттăр кинеми, тахçанах вилчĕ вăл. Ун хыççăн Ольăн амăшĕ Марье аппа: «Оля чарăн, хытă кулатăн, сан сассу кăна», - ятлама пикенетчĕ. Ман анне те тăрса юлмастчĕ. Иринăна та амăшĕнчен ят тиветчĕ. Виçсĕмĕр те юрлама юрататтăмăр çав. Ольăн ашшĕпе амăшĕ - ирçесем. Килĕнче вĕсем ытларах вырăсла калаçатчĕç. Оля та ирçе чĕлхине лайăх пĕлетчĕ, - куççульне шăла-шăла аса илчĕ тантăшне Светлана. - Çурла уйăхĕнче ялта икĕ эрне пурăнса кайрĕ Оля, пĕрре те тĕл пулаймарăмăр. Эпĕ вăл чирленине пĕлмен. Пахчара çĕрулми кăлараттăмăр, пĕр-пĕрне аякран алă султăмăр. Эпĕ пырса кайма ыйтрăм. Çурлан 29-мĕшĕнче. «Ыран хулана каятăп, ывăнтăм, пырса çÿреместĕп», - терĕ. «Сан ялан вăхăт çук» тесе кÿрененçи те турăм çавăн чухне. Пĕлмен çав нимĕн те, чирленине калас килмен ĕнтĕ унăн, савăнăç мар-çке. Амăшĕн хăлхине кĕресрен те шикленнĕ паллах.
Çамрăксен театрне тантăшĕ вылянине курма чылай çÿренĕ Светлана. «Вăрмана юлнă çамрăклăхри» ăсран кăшт тайăлнă Санюк халĕ те куçĕ умĕнчех.
- Пĕррехинче тата Оля йыхравланипе пĕр автобус тиенсе Шупашкара çитрĕмĕр, пĕр артист тăрук чирлени пирки спектакль пулмасть-мĕн. Оля унта та кăмăла çавăрчĕ, пире, хула тăрăх саланса пĕтнĕскерсене, пурне те пуçтарчĕ те драмтеатра илсе кайрĕ. Оля чирленине амăшне Шупашкара илсе кайнинчен çеç пĕлтĕмĕр. «Оля начар», - теççĕ ялта. Ĕненес килмерĕ. Тантăшăм Ирина та кайса курнă килне. Ун чухне йывăрланса çитнĕ Ольăна уколсемпе пĕрмай çывăратнă пулнă. Вăранса куçне уçсан: «Ой, Ирина, эсĕ те килтĕн-и, эпĕ чирлине ăçтан пĕлтĕн?» - тенĕ. Ирина куççульне чарайман. «Мĕншĕн йĕретĕр, кама мĕн пулнă, кам та пулин вилнĕ-им?» - тенĕ хайхискер. Вилес умĕн темиçе кун маларах юлашки юрă, «Не жалею, не зову, не плачу» юрланă, - чи çывăх тантăшĕпе çыхăннă самантсене пĕр вĕçĕм куçĕ умне кăларчĕ Светлана.
Пурнăçран ытла та хăвăрт уйрăлса кайнă ăста та пултаруллă, халăх юратакан артисткăн амăшĕпе тĕл пулассинчен кăштах шикленнĕччĕ те. Ахаль те ыратакан, çĕрĕн-кунĕн куççульпе çăвăнакан мăнтарăн амăшĕ патне кĕрсе чунне татах хурлантарас теменччĕ. Шкултан тухас умĕн: «Ольăн амăшĕ патне кайса килĕр, тĕл пулса калаçăр, вăл пĕччен пурăнать, питĕ ăшă чунлă хĕрарăм, тата хăçан кайса куратăр-ха» - хистерĕç вĕрентекенсем.
Картишĕнче те, тăпăл-тăпăл пÿртĕнче те тап-таса та тирпейлĕ, ниçта пĕр ытлашши япала çук. Малти пÿртри сĕтел çинче çурта çунатчĕ.
- Тăватă çул каялла чирленĕ хĕрĕм, эпĕ вара нимĕн те пĕлмен те, сисмен те. Вăл манăн чи кĕçĕнни. Тăваттăнччĕ, пĕри акă пăрахса кайрĕ. Сцена çинче выляс, çынсене савăнтарас вырăнне хура йывăр тăпрапа витĕнсе выртрĕ. Манăн каймаллаччĕ, ватă ĕнтĕ эпĕ, 79 çулта. Нимĕн те тума çук-çке, эх, хамăн чĕрене кăларса парăттăм, япала мар çав, улăштараймастăн, - хуллен те лăпкăн калаçать Мария Федотовна. - Мĕнле чĕре пулнă-ши унăн, епле чăтрĕ-ши: нимĕн те систермерĕ. Виличчен темиçе кун маларах çеç пĕлтĕм. Мăнук авланчĕ, Оля унта каймарĕ, вăйĕ пулман мĕскĕнĕн. Телефонпа час-часах шăнкăравлатчĕ, вăрах калаçатчĕ манпа. «Укçу пĕтет, хур-ха телефонна», - теттĕм. «Анне, укçа вăл татах пулать», - тетчĕ хирĕç. Хĕрĕм вилес умĕн темиçе кун маларах кăшкăрсах макăртăм, çав вăхăтра Оля шăнкăравлать. «Мĕншĕн йĕретĕн, мĕн пулчĕ, анне?» - тет. Суйрăм, радиопа хурлăхлă юрă юрлаççĕ терĕм. Оля вутă купалать-и, çурать-и, пахчара ĕçлет-и, пĕрмай юрлатчĕ. «Ырра мар ĕнтĕ çакă», - теттĕм ăшăмра. Салхуллине курман ăна, ялан хаваслăччĕ, кулса çеç çÿретчĕ. Япăххи, усалли пирки нихăçан калаçман. Çурлан 29-мĕшĕнче çĕрулми кăлартăмăр. Вăл кулни халь те хăлхара янраса тăрать. Ăçта вăйĕ тупăнчĕ-ши, пĕр канмасăр ĕçлерĕ. Мăнукăма Ромăна шеллетĕп. Шкула каять-и, шкултан таврăнать-и - килте амăшĕ çук-çке. Хĕрарăм ачана арçын пек мар, çавах урăхла пăхать.
Елена АТАМАНОВА.
Комментари хушас