Ирех тăрать, тумланать, тÿрех ĕçе пуçăнать...

17 Юпа, 2015

Эпир хаçатăн кашни номерĕнчех тĕслĕх илмелли çынсемпе паллаштаратпăр. Вĕсем тăрăшнипе кăпăшка çăкăр пиçсе тухать, сĕтел çинчен сĕт-турăх, аш-какай татăлмасть, пахчаçимĕç ăнса пулать. Ирех тăрса ĕçе кÿлĕнекен ял хĕрарăмĕ, паллах, хисепе тивĕçлĕ.

Республикăри Хĕрарăмсен союзĕн Етĕрне районĕнчи уйрăмне 20 çул ытла Ирина Облинова ертсе пырать. Хăй пекех пултаруллă ертÿçĕсене, депутатсене пĕр йыша пуçтарнă вăл. Капла кирек хăш ĕçе те йĕркелесе пыма çăмăлрах. Ял тăрăхĕнче кăна мар, хулари пысăк предприятисенче, шкулсенче, ача сачĕсенче те хастар хĕрарăмсем пĕр ушкăна чăмăртаннă. Вĕсем - Ирина Леонидовнăпа пĕр шухăшлă çынсем, тĕрлĕ проекта пурнăçа кĕртме пулăшакансем. Çавăнпах хĕрарăмсен юхăмĕ йĕркелекен кирек хăш мероприяти çÿллĕ шайра иртнине хăнăхнă кунта.

Апат-çимĕç, ал ĕç куравĕсем, хаваслă стартсем йĕркелесси йăлана кĕнĕ. Хĕрарăмсен кашни тĕлпулăвĕ пысăк уява çаврăнать. Иртнĕ ĕмĕрĕн 50-мĕш çулĕсенчех Етĕрнере чечек куравĕ ирттерме пуçланă. 80-мĕш çулсенче, шел те, пăрахăçланă ăна. Куçа илĕртекен, чуна тыткăнлакан илем конкурсне манăçа кăларас темен хальхи ертÿçĕ. Çĕнĕрен пуçарса янă. Çак курава çуллен темиçешер хут йĕркелени те хăйнеевĕрлĕ. Çавна май çуркуннехи, çуллахи, кĕркуннехи чечексемпе киленме май пур. Етĕрнери Анна Ивановăн кил таврашĕ, тĕслĕхрен, кашни çулах асамат кĕперĕн тĕсĕсемпе витĕнет. «Çĕрĕн кашни сантиметрĕпе тĕллевлĕ усă курать вăл», - палăртать Ирина Леонидовна. Ку хитрелĕхе, паллах, халăха кăтартас килет. Çавнашкалах кашни тăрăхрах чи капăр ял таврашне, уйрăм çын пахчине, кил картишне палăртаççĕ.

Паян сăвă çыракан, кĕнеке кăларакан хĕрарăм нумай. Вĕсене те тĕлпулăва пуçтарасшăн Ирина Облинова. Пĕр-пĕрин пултарулăхĕпе паллашни пуриншĕн те усăллă пулĕ.

Юлашки çулсенче районта çуралакансен йышĕ мар, çут тĕнчерен уйрăлакансен шучĕ ÿсни уйрăмах канăçсăрлантарать хĕрарăмсене. Çавăнпах пулас амăшĕсене психологпа, Сергий аттепе, тĕрлĕ тытăм специалисчĕсемпе калаçтараççĕ вĕсем.

Мăшăрлану керменĕнче нумай çул пĕрле пурăнакансемпе тинтерех пĕрлешнĕ мăшăрсене чысланине те ырламалла çеç. Аслă çултисен пурнăç опытне çамрăксем ăша хываççĕ, вĕсенчен тĕслĕх илеççĕ.

Сăпка юррин конкурсне Чулхула телекуравĕ те ÿкерсе кайнă. Унăн сумĕ çулсерен ÿссе пырать. Унта чуна витерекен чăвашла, вырăсла юрăсем шăрантараççĕ. Çакăн çинчен Алексеевкăри нумай ачаллă Ильинсем те хăпартланса каласа кăтартнăччĕ. Иртнĕ конкурсра, сăмахран, 20 ытла çемье хăйĕн пултарулăхĕпе тĕлĕнтернĕ.

«Анне тата эпĕ» конкурса амăшĕсемпе пĕрле ачисем хаваспах хутшăнаççĕ.

Хĕрарăмсен юхăмĕ районти общество ытти организацийĕпе пĕрле сывă пурнăç йĕркишĕн тăрăшнине те асăнса хăвармалла. Çамрăксемпе, аслă ăру çыннисемпе, сусăрсемпе пĕрле вĕсем тата вăйлăрах. Пысăк йышпа форум йĕркелени витĕмлĕрех, пĕлтерĕшлĕрех. Çакăнта нумайăшне çивĕч ыйту хуравне тупма, сĕнÿ-канашпа пулăшма пулать.

Хастар хĕрарăмсем ял тăрăхĕн пуçлăхне суйланни - ырă пулăм. Çакăн тавра та сăмах пуçартăмăр Ирина Леонидовнăпа. Чăнах, пур çĕре те ĕлкĕрет кил хуçи арăмĕ. Ачи-пăчине пăхать, кил таврашне илем кÿрет, тĕрлĕ тытăмра вăй хурать, çав вăхăтрах общество ĕçне те хăйĕн тÿпине хывать.

Пĕтĕм тĕнчери ял хĕрарăмĕсен кунĕнче Етĕрнесем вăрçă ачисене, тыл ĕçченĕсене чысларĕç. Çавнашкалах ăшă салам сăмахĕсемпе, илемлĕ юрă-ташăпа, хаклă парнесемпе асра юлчĕ çак уяв.

Çăкăр-тăварпа, юрă-кĕвĕпе...

Лара-тăра пĕлмен ял хĕрарăмĕсене шыраса Пушкăрт ял тăрăхне çитсе тухрăм. Çăкăр-тăварпа, юрă-кĕвĕпе кĕтсе илчĕç мана кунта. Чăвашла тумланнă хĕрарăмсенчен куç илме çук. Сĕтел çине темĕн те пĕр янтăласа лартнă. Пĕçернĕ çĕрулми, тăварланă, ăшаланă кăмпа, маринадланă хăяр, икерчĕ, кукăль... Курăк чейĕ те вĕренĕ. Кунашкал апат-çимĕçпе кирек камăн кăмăлне тупма пулать. Тем тесен те хăна пăхма пĕлет чăваш халăхĕ. Çак йышри Валентина Тобоевăпа Надежда Белоусова апат-çимĕç конкурсĕнче мала тухнине палăртмалла. Вĕсем хуплу пĕçерме ăста. Тутлăрах пултăр тесе апата çĕрулми вырăнне рис хушаççĕ-мĕн. Хуплури хур е кăвакал тукмакĕ те ирĕлсе пиçет ĕнтĕ.

Юррисене итлесе тăранма çук: ĕлĕкхисем те, хальхисем те чуна çывăх. Вĕсен историйĕ те, репертуарĕ те пуян.

Юрăпа ташă «Пошкăрт» халăх ансамблĕ республикăра ырă ятлă. 1964 çулта вырăнти артистсене Мускава чĕнсе илнĕ. Мĕнешкел пысăк хисеп, савăнăç пулнă вĕсемшĕн çакă. Юрланине тĕп телекуравпа кăтартнă. «Ун чухне Пчелкинсен килĕнче тата ял клубĕнче кăна телевизор пулнă. Куртăмăр-тĕлĕнтĕмĕр», - теççĕ аслă ÿсĕмрисем. Çав йышри Зоя Тобоевăпа Римма Аксакова халĕ те концертсене хутшăнаççĕ, хăйсен пултарулăхĕпе тыткăнлаççĕ. «Пошкăрт» ансамблĕн хăйĕн гимнĕ те пур.

«Луиза Корочкова хормейстер хăйĕн баянĕпе вылямасан эпир сцена çине тухаймăпăр. Унсăр пĕр уяв та иртмест», - тет хĕрарăмсен пĕрлĕхĕн вырăнти уйрăмĕн ертÿçи Алевтина Яковлева. Вĕсем 4 сасăпа юрлама юратаççĕ.

Пушкăрт хĕрарăмĕсем çĕлеççĕ те, çыхаççĕ те, тĕрлеççĕ те. Ал ĕç тумашкăн ачасем - «Илем», аслисем «Сорпан» кружока çÿреççĕ. Ĕлĕкхи йăлапа хĕрарăмсем ларма тухаççĕ. Сăмах май, Етĕрне район ячĕпе вĕсен ал ĕçне республика Пуçлăхне Михаил Игнатьева парнеленĕ. Вероника Филиппова библиотекарь вара республика шайĕнчи «Çĕр пин тĕрĕ тăрăхĕнче» конкурсра çĕнтернĕ.

Культура çурчĕн пуçлăхĕ Ольга Шмелева тăрăшнипе 400 пин тенкĕлĕх грант выляса илни те пурнăçпа тан утма пулăшать.

Çак тăрăхра хурт-хăмăрçă йышлă. Çавăнпах хĕрарăмсем сĕннипе вĕлле хурчĕн кунне паллă тума пуçланă. Ял халăхĕшĕн вăл - чи кĕтнĕ уявсенчен пĕри.

Пушă вăхăтпа тĕллевлĕ усă курас тесе Пушкăртсем «Шурăмпуç» клуб йĕркеленĕ. Кунта тĕрлĕ ыйту тавра калаçу йĕркелеççĕ, специалистсене, çыравçăсемпе сăвăçсене хăнана чĕнеççĕ. Клуб йышĕнче - тивĕçлĕ канурисем, чи асли - 82 çулта. Вĕсем уявсене хаваслă ирттернипе, чун каниччен калаçнипе çырлахмаççĕ, хĕлле çунашкапа та, йĕлтĕрпе те ярăнаççĕ. Сывлăха çирĕплетес тесех çуран утаççĕ, çухрăм хыççăн çухрăм хыçа хăвараççĕ.

«Эпĕ 30 çул каялла санаторире сипленнĕ. Шăпах унти врачсем ытларах утма сĕнчĕç. Малтан хам пĕчченех пуçларăм. Кайран ыттисем хутшăнчĕç», - каласа кăтартать Зоя Тобоева. Зинаида Корочкова йĕлтĕрпе 8 çухрăм çăмăллăнах чупса тухать. Хастар хĕрарăмсем Скандинави уттипе çÿрессине йĕркелесе ярасшăн.

Етĕрнесен калаçăвĕн хăйнеевĕрлĕхне палăртмасăр та иртеймĕн. «Пирĕн тăрăхра усă куракан «перекемелле», «пушши» сăмахсен пĕлтерĕшне пурте тавçăрса илĕç-ши? Литература чĕлхипе калас тăк - «перекетлемелле», «пысăкăш». Диалект хăйнеевĕрлĕхне Мускавран килсех çырса илчĕç. Уйрăм кĕнекен пичетлеме шантарчĕç», - палăртать Алевтина Ивановна.

Тунсăхлама вăхăт çук ял хĕрарăмĕн. Вăл çула хăех уçса пырать, лайăхрах пурăнма ăнтăлать.

Марина ТУМАЛАНОВА.

Автор сăнÿкерчĕкĕсем.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.