Пир тĕртекенрен - министра çити

1974 çулхи юпа уйăхĕн 24-мĕшĕнче пĕр кĕтмен çĕртен пурнăçран уйрăлнă вăл. Сывлăхĕ пирки нихăçан та ÿпкелешменскер. 64 çул тултариччен пĕр уйăх пурăнса çитеймен хĕрарăм. Мускав тăрăх сас-хура сарăлнă - культура министрĕ хăй çине алă хунă. Çывăх çыннисем ку версие шарт та март хирĕçленĕ. Чăн та, çемйине питех ĕненсех кайман - Екатерина Алексеевна маларах та хăйĕн юн тымарĕсене касса янă.

Йăлтах - амăшĕнчен

Екатерина Фурцева Тверь кĕпĕрнинче çуралнă. Ашшĕ тĕнче пĕрремĕш вăрçинчен таврăнайман. Çакă хĕрачан чунне ĕмĕрлĕхех амантса хăварнă, пĕччен - хÿтлĕхсĕр - юлассинчен питĕ хăрама пуçланă вăл.

Амăшĕ текех качча тухман, ывăлĕпе хĕрне пĕчченех ÿстернĕ. Хĕрарăм хутла пĕлмен, анчах та ăна тăван тăрăхра питĕ хисепленĕ. Ыйтусене хăй тĕллĕн татса парасси тата вăйлă характер хĕрне шăпах амăшĕнчен куçнă.

Шкулта çичĕ класс вĕреннĕ хыççăн хĕр рабфака çул тытнă. Ун хыççăн фабрикăра пир тĕртекенре тăрăшнă. Вунпилĕк çулта алла илнĕ специальноç культура министрĕ çумне яланлăхах çыпăçнă: "пир тĕртекен". Хĕр пурнăçне комсомол улăштарнă.

Хальхи Курск облаçĕнчи Коренев районĕнче Фурцева вунултă уйăх комсомолăн районти уйрăмĕн секретарĕнче ĕçленĕ. Çакăн хыççăн ăна çÿлерех куçарнă. Таврапĕлÿçĕсем Фурцева пурнăçĕнчи тепĕр вăрттăнлăха уçнипе мухтанаççĕ: хĕр çав вăхăтра вырăнти платникпе çемье çавăрнă. Анчах та мăшăр виçĕ уйăх кăна пĕрле пурăннă. Фурцевăн пĕрремĕш упăшкин ятне вăрттăнлăхрах хăварнă.

 

Телей

Пултаруллă хĕре комсомолăн Феодосийăри хула комитетне ертсе пыма шаннă. Унтан вăл, хăй планер спорчĕпе кăсăкланнине пула, Сарă ту тăрăхне çитнĕ. Катя Фурцева кăнтăр хĕвелĕпе пиçсе ĕмĕрне ирттерме, унтах мăшăр тупма пултарнă. Анчах çакна валли вăхăт юлман - ĕç тата спорт пĕтĕм вăя илнĕ. Тăрăшуллă хĕре кунта та асăрханă, сивĕрех çĕрелле ăсатнă. Çапла хĕр Ленинградра Аэрофлот аслă шкулĕнче вĕренме пуçланă.

Катя пĕрремĕш хут - пысăк хулара. Йĕри-тавра - çамрăксем. Пурте - формăпа. Паллах, хĕр юратса пăрахать. Паллах, летчика. Хĕре Петр Битков тыткăнлать.

Биткова Мускава куçарсан арăмĕ те ун хыççăнах çула тухать. Фурцевăна Тĕп комитетăн вĕренекен çамрăксен уйрăмне инструктора ĕçлеме илеççĕ. Кĕçех хăй те студентсен йышне лекет - Ломоносов ячĕллĕ хими технологийĕн институтĕнче ăс пухать. Анчах та вĕренÿ питех илĕртмест ăна - вăл кунта та общество ĕçĕпе ытларах кăсăкланать. Кĕçех институтăн парти комитечĕн секретарĕ пулса тăрать. Химик инженер дипломне шăпах вăрçă пуçланас умĕн илет. Специальноçпа пĕр кун та ĕçлеймест.

Вăрçă Фурцева пурнăçне инкек илсе килет. Мăшăрĕ пĕрремĕш кунах тенĕ пек тухса каять - вăрçа кăна мар, çемьерен те. Пĕрлешнĕренпе 11 çул иртсен ача пирки ĕмĕтленекен хĕрарăмăн аранах çие юлать. Анчах хăвăрт сас-хура сарăлать: ашшĕ Битков мар-мĕн. Арçын çакна чăтса ирттереймест.

Анчах тепĕр верси те пур. Вăрçăра вăл урăх хĕрарăма тĕл пулса унпа çемье çавăрнă. Хĕрне вара каярахпа та ĕмĕр тăршшĕпех пулăшнă...

 

Чи йывăр çулсем

Фурцева чĕри çинчи иккĕмĕш сурана çаврăнать уйрăлу. Пĕчченлĕхрен хăраканскер аборта кайма та шухăшлать. Юрать-ха амăшĕ ÿкĕте кĕртет: "Мĕн чухлĕ кĕтрĕр те... Пĕр ачана ÿстерейместпĕр-и?"

Фурцевăна эвакуаципе Куйбышева /Самар/ куçараççĕ. Унта çуралнă хĕрачине хăйĕн хушаматне парать амăшĕ. Эвакуацире нумай пурăнмаççĕ, парти ĕçченне Мускавра кĕтеççĕ.

Хĕрĕх иккĕмĕш çул биографире ырă йĕр хăварать. Катеринăна урăх ĕç сĕнеççĕ - Фрунзе райкомĕн секретарĕ Петр Богуславский хăйĕн аппаратне чĕнсе илет. Çакăнтан пуçланать те Фурцевăн карьери. 1949 çулхи парти концерчĕ вăхăтĕнче ăна Николай Шверник Пысăк театрăн чаршавĕ хыçне чĕнсе илет - Хуçапа паллашмашкăн. Сталина килĕшет Фурцева. "Чĕрĕ Турра" текех курмасть хĕрарăм, анчах çак тĕлпулу малашлăха палăртать. 1950 çул пуçламăшĕнче Фурцева Кивĕ тÿремри çурта куçса Мускав комитечĕн иккĕмĕш секретарĕ пулса тăрать.

Карьера юратăва пула çаврăнма пуçланă пуçа "урăлма" пулăшать. "Пĕрремĕшпе" "иккĕмĕш" хушшинче мĕн пулса иртнине никам та пĕлмест - кун пеккине чи çывăх юлташсене те каласа памаççĕ. Çакă кăна паллă: лару-тăру арçынна тивĕçтерет - арăм та, еркĕн те пур. Анчах та Богуславский мăшăрĕнчен уйрăлма сăмах кăна пани, ăна тытманни Фурцевăна йăлăхтарса çитерет. Темиçе уйăхранах Петр Богуславские ĕçрен те, партирен те кăлараççĕ. Хутшăнусем хăйсем тĕллĕнех вĕçленеççĕ.

 

"Пĕрремĕш"

1950-1954 çулсенче Фурцева Хрущевпа çывăхланать. Сталин вилсенех Фурцева пĕрремĕш секретарь пулса тăрать. Хрущева Екатерина пухусенче хутсăрах калаçнипе, йăнăшĕсене йышăнма хăраманнипе, "специалист" пулнипе килĕшет - Фурцева çынпа паллашнă чух яланах: "Специалист-и?" - тесе ыйтнă. Хĕрарăм профессорсене питĕ хисепленĕ. "Специалист" унран, пир тĕртекенрен, ытларах пĕлет - çакă Фурцева чĕринех кĕрсе ларнă. Çавăнпах вăл хăйĕн командине шăпах çакăн пек çынсене йышăнма тăрăшнă.

Анчах карьера тума биографири шăпах çак йĕрке - "пир тĕртекен, ашшĕ-амăшĕ - хресченсем" тени пулăшнă. Анчах халĕ Фурцева - арçын ролĕнче. Вăййи вара тĕрлĕрен - усал сăмах та пур унта, ĕçкĕ-çикĕ те. Хĕрарăм тесе çăмăллăх кăна çук. Екатерина Алексеевна ăнăçу меслечĕсене хăвăрт алла илет, çапла майпа пĕрремĕш вырăна тухать. Богуславский вырăнне юлнăскер, хăй районăн чăн-чăн хуçи пулнине ĕнентерет.

Çапах та парти аппаратĕнче хĕрарăма карьера тума çăмăл пулман. Унта вăйлă арçын кăна ĕçлеме пултарнине пурте ĕненнĕ. Сталин çаплах каланă: "Наркомăн тискер кайăк пулмалла". Анчах хĕрарăм пулниех пулăшнă Фурцевăна.

Политбюро /ун чухне ТК Президиумĕ/ ларăвĕсен пÿлĕмĕ çумĕнче арçынсен туалечĕ кăна пулнă. Вĕсем унта черетпе çÿренĕ. Екатерина Алексеевнăн коридор тепĕр вĕçĕнчине чупма тивнĕ. Анчах та ларура çав вăхăтра темĕн те пулса иртме пултарнă - хĕрарăм туалетран килессе кам кĕтсе ларать? Тĕлĕнмелле те - шăпах çавна пула Фурцева парти Тĕп комитечĕн ахаль членĕнчен Президиум членĕ пулса тăнă. Сталин вилнĕ хыççăн Фурцевăн - ун чухне вăл ТК секретарĕ - должноçне кура ТК Президиумĕн пĕчĕк пухăвне хутшăнмалла пулнă. Унта вара Хрущев, Маленков, Каганович, Молотов тата ыттисем пухăннă. Юлашки виççĕшĕ Хрущева хирĕç каварлашнă. Фурцева çил ăçталла çаврăннине тÿрех сиснĕ. Мĕнле-ха капла? Сталинăн кăткă йăвине хускатнă çынна пылчăкпа тан тумалла-и? Хĕрарăм хăйĕн шухăшĕсем ăçта илсе çитерессе ун чухне шухăшлама та пултарайман-ха. Президиумăн пысăк пайĕ Хрущева хирĕç сасăланă. Мĕнле пулăшмалла? Çак вăхăтра хĕрарăм чеелĕхне хута янă та Фурцева. Туалета каяс йÿтĕмпе вăл арçынсенчен тухма ирĕк ыйтнă. Анчах каланă çĕре мар, хăвăртрах хăйĕн пÿлĕмне васканă - "çĕнĕ революцирен" сыхласа хăварма пултаракансем патне шăнкăравлама пуçланă.

Теветкеллĕ утăм пулнă ку. Тен, провокаци кăна ку? Тен, Фурцева çумĕнчех Маленков е, калăпăр, Каганович итлесе тăрать? Анчах та каярахпа Аслă Екатерина тесе ят панă хĕрарăм темĕн те тума пултаракан генералсене ÿкĕтленĕ. Никита Сергеевича ТК пĕрремĕш секретарĕнчен кăларма памалла мар. Сăмах май, Брежнев та çаплах хăтланнă - вăл Жуков патне шăнкăравланă. Брежнев пÿлĕме таврăнсан ун патне черетпе Молотов, Каганович тата Первухин пырса ларнă, арçын ăçта çухалнипе кăсăкланнă. Брежнев çакна хăй туалетра вăрах ларнипе сăлтавланă - варĕ шĕвелнĕ имĕш...

Кĕтмен çĕртен Кремле Жуков, Игнатов тата Хрущев майлă ыттисем пырса кĕнĕ. Президиум канашлăвĕ вĕçленмен-ха. Пырса çитнисем пĕлтерĕшлĕ йышăнусене пĕчĕк ушкăнпа татса памалла маррине каланă. Хрущев çапла туххăмрах трон çине хăпарса ларнă. Фурцевăшăн ăнăçлă кунсем пуçланнă.

 

Хула хуçи

Екатерина Алексеевна 1954 çулхи çу уйăхĕн 26-мĕшĕнче Мускав хула комитечĕн пĕрремĕш секретарĕ пулса тăнă. Анчах та карьерăра вăл хĕрарăм илĕртÿлĕхĕпе усă курман - майĕ пулсан та: Фурцевăна илемĕшĕн, çыпуçăллă тăхăннăшăн, хăйне пăхнăшăн арçынсем килĕштернĕ. Анчах Хрущев та мăшăрне улталаман. Хĕрарăмсемпе унăн ĕçлĕ хутшăнусем кăна пулнă.

Ĕçри ăнăçу çумне аранах çемье телейĕ хутшăннă - Екатерина Алексеевна хăй патĕнче ĕçлекен Николай Фирюбинпа туслашнă. Лешĕ, профессионал дипломат, хĕрарăмсене килĕшме пĕлнĕ.

Фурцевăпа иккĕшĕн туслăхĕ - пачах расна çынсем-çке - пурне те тĕлĕнтернĕ. Хĕрарăм арçынна малтан Прагăна, унтан Белграда посолра ĕçлеме куçарсан вĕçĕмех ун патне вĕçнĕ. Хăш хушăра "Ромеопа Джульеттăна" çаврăннине иккĕшĕ те сиссе те юлайман.

Фирюбин Мускава таврăнса ют çĕршыв ĕçĕсен министрĕн çумĕнче ĕçлеме пуçласан мăшăрланнă вĕсем. Фурцева хăй мĕн тери йăнăшнине ытла кая юлса ăнланса илнĕ.

Хрущев пархатарлă çын пулнă - 1957 çулхи çĕртмен 29-мĕшĕнче Фурцевăна ТК Президиумне кĕртнĕ. Анчах çакă арçынсенчен нумайăшне килĕшмен...

 

Матриархат, патриархат, секретариат

1960-мĕш çулсем... Хрущев политики нумайăшне тивĕçтермен. Çав шутра - Фурцевăна та. Пĕррехинче Екатерина Алексеевна çакăн пирки ТК членĕпе Аристовпа телефонпа калаçнă. Калаçу стенограмми тепĕр ирхинех Хрущев сĕтелĕ çинче выртнă. Никита Сергеевич нумай шухăшласа тăман, черетлĕ пленумрах Фурцевăна секретарьтен кăларнине пĕлтернĕ.

Екатерина Алексеевна килне таврăнсанах алă çинчи юн тымарĕсене касса янă. Ку та пулăшман çăлăнса юлма - Хрущев çакна "хĕрарăм климаксĕпе" кăна çыхăнтарнă. Е.А. ăнланса илнĕ - арçынсен ушкăнĕнче текех хĕрарăм вăййине йышăнмаççĕ... Уйăхран йышăну тухнă - Фурцева малашне культура министрĕ пулĕ. Çулталăкран Екатерина Алексеевнăна президиума та кĕртмен...

Культура ведомствин тилхепине те тăрăшсах туртса пынă хĕрарăм. Карьерине пачах пĕтерсе хурассинчен хăрамасăрах артистсене ют çĕршывсене гастрольсене çÿреме майсем туса панă. Фурцева тăрăшнипех Таганкăра - театр, Лужники районĕнче спорт комплексĕ, хореографи çĕнĕ училищи çĕкленнĕ. Анчах та кĕçех сас-хура сарăлнă - Фурцевăна министртан кăлараççĕ.

Пĕрин çумне тепри хушăнса пынă-тăр... Хĕрĕ дача ыйтнă. Малтанах килĕшмен амăшĕ каярахпа тăрăшсах çурт çĕклеме пикеннĕ. Ведомствăна пăхăнса тăракан организацисенчен пулăшу ыйтнă та - лешсем хаваспах килĕшнĕ. Анчах çакăн пирки хыпар "çÿле" çитнĕ. Тĕрĕслев пуçланнă. Çак вăхăталла Фурцева икĕ çул ĕнтĕ пĕчченех пурăннă. Ун патĕнче хăнасем те пулман. Фирюбинăн айккинче такам пуррине Фурцева пĕлнĕ.

Юпа уйăхĕн 24-мĕшĕнчи инкеке икĕ сăлтавпа çыхăнтараççĕ. Çак кун Фурцевăна пенси кĕтнине пĕлтернĕ. Çак кунах Николай Фирюбин арăмне хăй унран официаллă майпах уйрăлассине каланă. Çурçĕр иртсен Николай Павлович Светлана патне шăнкăравланă: "Аннÿ текех çук".

Маларах Екатерина Фурцева тантăшне: "Хăть мĕн калаччăр та - эпĕ пурпĕр министр пулсах вилетĕп", - тенĕ.

Çаплах пулса тухнă та.

/"ЖЗЛ"/.

ЖЗЛ

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.