“Микеланджело витĕмĕ”
Арçынпа хĕрарăм, пĕр-пĕрне пулăшсан, тăва та тепĕр майлă çавăрса лартма пултараççĕ. Психологире “Микеланджело витĕмĕ” текен ăнлав пур. Пĕлтерĕшĕ ансат. Калăпăр, пĕр-пĕр Вася пурăннă. Пĕррехинче вăл Машăна тĕл пулнă. Хĕр ăна качча тухма мĕншĕн килĕшнине никам та ăнланмасть. Анчах авланнă хыççăн Вася йăлт улшăнать — лайăх еннелле. Унра кĕтмен çĕртен шÿт туйăмĕ вăранать. Бизнес аталанать. Лайăх çынсемпе паллашать. Çынсем ăна ăсĕшĕн хисеплеççĕ. Мĕн пулса иртет? Сăлтавĕ — Машăра. Вăл тăм таткинчен, скульптор евĕр, хăйне кирлĕ çынна ăсталать. Психологи ăнлавĕ шăпах çакăнпа çыхăннă та. Улшăнусем иккĕшĕншĕн те пĕлтерĕшлĕ. Маша ыр арçын çумĕнче савăнса пурăнать. Васьăн та пурнăçĕ тĕпрен улшăннă. Ылтăн сăмахсене мĕнле аса илмĕн-ха кун пек чухне — кашни ăнăçуллă арçын хыçĕнче ăслă хĕрарăм тăрать. Анчах та “Микеланджело витĕмĕ” тепĕр чухне тепĕр еннелле те ĕçлет — арçын хĕрарăмран хăй çын тăвать.
Хиллари пулман тăк ăçтаччĕ-ши паян Билл Клинтон? Çак хĕрарăм пулăшăвĕсĕр вăл Америка президенчĕн мар, Арканзас кĕпĕрнаттăрĕн пуканне те нихăçан та йышăнаймĕччĕ /1978 çулта Билл Клинтон çĕршыв историйĕнче чи çамрăк кĕпĕрнаттăр пулса тăнă/. Хиллари упăшкине 70-мĕш çулсенче кирлĕ çынсемпе паллаштарнă, ун валлиех хăватлă PR-кампани йĕркеленĕ, çакăн хыççăн вăйпах тенĕ пек суйлава кандидат пулса хутшăнтарнă. Анчах та Хиллари ухмах хĕрарăм мар — хăйне упăшкин алтарьне кĕртсе хуман, уйрăммăн та яланах вăй хунă: юристра ĕçленĕ, ачасен прависене хÿтĕленĕ, сывлăх хуралĕнче тăрăшнă, юлашкинчен чутах хăй те президент пулса тăман. Çак çемье юлташĕсем палăртнă тăрăх, арçынпа хĕрарăм пĕр-пĕрне кăна шанаççĕ, урăх — никама та. Моники Левински историйĕ хыççăн та. Тепĕр тесен, çакăн йышши савăшу АПШ президенчĕн пуканĕ çинчен ĕмĕтленекен çынна палăртнă çултан пăрма пултарĕ-и вара? Пачах тепĕр май, кăмăллă мар историпе те хăйсем майлă усă курнă мăшăр — Хиллари валли политикăра карьера тунă. Çавăнпа та хĕрарăм Клинтон Америка черетлĕ президенчĕ пулса тăрсан никам та тĕлĕнес çук — çемье подрячĕ, çавă кăна.
Оззи Осборн арăмĕ Шерри нумай вăхăт çемье пуç мимийĕ пулнă. Хĕрарăм — упăшкин продюсерĕ, бизнес акули, Аслă Британири музыка чаплă та паллă менеджерĕ. Оззи — Шеррин чи ăнăçлă проекчĕсенчен пĕри тата унăн ывăлĕпе хĕрĕн ашшĕ. Анчах та пуçĕпех ĕçе путнине пула хĕрарăм çемье çинчен маннă курăнать. Арçын вара нумай кĕтсе тăман. Чăн та, хĕрарăм çакна чăтас темен — парикмахерпа çыхланнă упăшкине килтен кăларса çапнă. Çăлтăр мăшăр: Оззи тата Шерон — пĕрле 34 çула яхăн пурăннă.
Пĕр хĕрарăм упăшкине карьера тума пулăшать, тепри — имидж. Мăшăра çын умĕнче лайăх енчен кăна кăтартасси те — пачах та ансат ĕç мар. Даша Жукова çакна çирĕплетет те. 2007 çултанпа Роман Абрамович миллиардер, политик, футбол юратакан арçын кăна мар, чаплă çынсен ушкăнĕпе хутшăнакан та. Килĕшет-и ăна çакă е çук-и, ку Дашăна питех хумхантармасть. Чи кирли, арçын икĕ ача çуратма ĕлкĕрнĕ арăмĕшĕн темĕн тума та хатĕр — камерăран куç илмесĕр йăл кулма та, уяв каçĕсене çÿреме те.
Ĕçне ăнăçлă йĕркелесе пыракан арçын çинчен унăн офисĕнче тата партнерĕсем кăна пĕлеççĕ. Укçа тата влаç пулсан мĕншĕн вĕсен пĕр пайĕпе чапа тухассишĕн усă курмалла мар? Анчах та ку тĕллевпе кăмака умĕнче кĕшĕлтетекен чăх е пусма ларнă хур ами пек хĕрарăм мар, чаплă арăм кирлĕ. Шăпах вăл çăлтăрсемпе паллаштарĕ, вĕсен ушкăнне илсе кĕрĕ, унпа пĕрлехи сăнÿкерчĕксем тĕнчипех çаврăнĕç. Вячеслав Доронин тĕслĕх шайĕнчи бизнесмен тата упăшка пулнă. Арăмĕпе Екатеринăпа вăл 21 çул пĕрле пурăннă. 2008 çулта Канны хулинче иртнĕ фестивальте Наоми Кэмпбелпа паллашиччен /тен, кам-тăр паллаштариччен/. Хĕрарăм çинчен япăххине нумай калаçнă. Анчах та унăн Доронина хăйĕн илемĕсĕр пуçне сĕнмелли тата урăххи те пулнă. Наоми Доронина Америкăра тата Аслă Британире ят çĕнсе илме пулăшнă. Чăн та, арçын юратăвне çухатнă — мăшăр пĕрле вăрах тытăнса тăрайман, Наоми çĕнĕрен те çĕнĕ çÿллĕшне парăнтарма çула тухнă. Анчах та Доронина вăл халĕ кирлех те мар ĕнтĕ — кирлĕ çынсемпе паллашса ĕлкĕрнĕ.
Стивен Вебстер — чаплă ювелир, анчах та кирек те мĕнле художника та хавхалану кирлĕ. Сальвадор Далиех акă Гала пулман тăк мĕн ÿкерĕччĕ-ши? Стивена та ăннă — вăл та вырăс хĕрне Ася Вебстера тĕл пулнă. Ахаль ювелиртан туххăмрах паллă ăста пулса тăнă арçын — хĕрарăм упăшкине Раççейре “çÿлти эшелонпа” паллаштарнă, кунта хĕрарăмăн миллион-миллион юлташ-пĕлĕш пулнă. Пултаруллă мастерăн кашни япалине туххăмрах туяннă вĕсем. Вебстер вара Ася ырламасăр пĕр япала та сутлăха кăлармасть.
Олег Дерипаска тата Полина Юмашева 15 çул ытла пĕрле пурăнаççĕ. Чи малтанах хĕрарăм Ельцин çемйинчен тухнине асăнмалла-тăр. Полина хăйĕн харпăрлăхĕнчи журналсен хуплашкисенчен татăлмасть — вăл Forward Media Group издательство çурчĕн директорĕсен канашĕн председателĕ. Çапла майпа хĕрарăм “Дерипаска” хушамат тавра чап йăви çавăрать.
Тема тăсăмĕ — çитес номерте.