Йăл кулăллă паттăр хĕрарăм
Ишме пĕлмесен те — путакана пулăш
Ирена Сендлер 1910 çулхи нарăс уйăхĕн 15-мĕшĕнче Варшавăра Польша католикĕсен çемйинче çуралнă, каярахпа кил-йыш Отвоцк хулине куçнине пула унта ÿснĕ. Ашшĕ Станислав Кржижановски тухтăр пулнă, хĕрне те çынна яланах пулăшма вĕрентнĕ — путакана курсан çăлма тăрăшмаллах, хăв ишме пĕлместĕн пулсан та... Сăмах май, арçын 1917 çулхи нарăс уйăхĕнче черетлĕ пациентне тифран сипленĕ май чир ернине пула вилнĕ, унăн ĕçтешĕ ку çынна пулăшма хирĕçленĕ-мĕн.
Ашшĕ вилнĕ хыççăн Ирена амăшĕпе пĕрле Варшавăна куçнă. Еврейсен пĕрлĕхĕн ертÿçисем Ирена амăшне хĕрне вĕрентме кĕртмешкĕн сĕннĕ, укçине хăйсемех тÿлĕç. Çемье килĕшнĕ. Хĕр университетра вĕренме пуçланă. Вăл вăхăтра Польша вĕренÿ тытăмĕнче çакăн пек йĕрке пулнă — еврейсене лекци залĕнче чи хыçалти ятарлă вырăнсенче кăна ларма ирĕк панă. Ирена тата темиçе çамрăк ку йĕркене хирĕçлесе çак вырăнсенче еврейсемпе пĕрле ларнă. Çакăншăн хĕре виçĕ çуллăха университетран кăларса янă.
1931 çулта хĕр Варшава университечĕн классика филологийĕн факультетĕнче ĕçлекен Мечислав Сендлерова качча тухнă. Анчах та каярахпа унран уйрăлнă, Стефан Згрзембскипе çемье çавăрнă, вĕсен хĕрпе ывăл çуралнă: Яна тата Адам.
Шанчăксăрлăх тĕнчинчи çăлăнăç çулĕ
Польша оккупацие çаклансан вăтăр çулти Ирена Варшавăра пурăннă, маларах Отвоцк тата Тарчин хулисен социаллă хÿтлĕх пайĕсенче ĕçленĕ. 1939 çул пуçламăшĕнче хĕрарăм еврейсене пулăшма пуçланă. Юлташĕсемпе пĕрле вĕсем еврей çемйисем валли суя 3000 документ хатĕрленĕ. Çак пулăшушăн нимĕçсем пĕр сăмахсăрах персе пăрахма та пултарнă, хăйне кăна мар, çывăх çыннисене те.
Социаллă хÿтлĕх ĕçченĕ пулнă май Иренăн геттона кĕрсе çÿремешкĕн ирĕк пулнă — хĕрарăм унта пурăнакансен сывлăхне тĕрĕсленĕ. Нимĕçсем тифран питĕ хăранă, чир сарăласран сыхланнă. Сендлер çемьесене май пур таран пулăшма тăрăшнă, анчах та тыткăнра 350 пин çын асапланнă. Çĕр-çĕр çын урамрах йăвана-йăвана кайса вилсе выртнă. Тĕнче çакна пĕр чĕнмесĕр сăнанă...
Ирена хула администрацийĕн тата еврей ыркăмăллăх организацийĕсен укçи-тенкипе пулăшу тытăмне йĕркеленĕ. Гетто тăрăхне хĕрарăм апат-çимĕç, кăмрăк, эмел, тумтир иле-иле кĕнĕ. 1942 çулхи çулла еврейсене гетторан вилĕм лагерĕсене куçарма пуçланă. Ирена тата хĕрÿрех пуçăннă ĕçе.
Кĕçех геттона кĕрсе çÿреме чарнă. Вара Сендлер муниципалитета санитари службине ĕçе вырнаçнă. Тиф каллех вĕрĕлнипе сăлтавласа геттона “Васкавлă пулăшу” машинипе кĕнĕ, унпа каллех ачасене илсе тухнă. Хĕрарăм гетторан ачасене чăматанра, курупкасенче те иле-иле тухнă. Тепĕр чухне шăпăрлансене алăри сумкăна чикме те мехел çитернĕ. Ку вăхăталла Ирена еврейсем хăйсен çыннисене çăлмашкăн йĕркеленĕ “Жегота” вăрттăн организаци членĕ пулнă. Сендлер килсем, путвалсем, бараксем тăрăх çÿренĕ, пур çĕрте те ачаллă çемьесене шыранă, тупсан шăпăрлансене хăйне пама ыйтнă, вĕсене гетторан илсе тухассине каланă. Паллах, хĕрарăм нимĕн те шантарма пултарайман, ăна хăть те хăçан, хăть те хăш вырăнта тытса чарма пултарнă вĕт. Кам та пулин çăхав парсан гетто тулашĕнче те арестлеме пултарнă. Унсăр пуçне нимĕçсен çăлнă ачасене шыраса тупма та майсем пулнă. Çапах та ашшĕ-амăшĕ Сендлера шаннă, пепкисене унăн аллине панă. Çапла хĕрарăм 6 уйăхран пуçласа 15 çулти 2500 ачана вилĕмрен çăлма пултарнă.
Ирена пĕвĕпе пĕчĕк, çаврака пит-куçлă хĕрарăм пулнă. Вăл хăюлăхпа кăна мар, яваплăхпа та палăрнă. Кашни ачан чăн ятне-хушаматне те, суйине те, вăхăтлăха йышăннă çемье адресне карточка çине çырса пынă вăл. Çав тапхăрта Польшăра еврейсене хирĕç пуçарнă вăрçа вырăнти халăх та ырланă. Анчах та вĕсен хушшинче шăпăрлансене йышăнакан та чылай пулнă. Çемьесене лекнисене малалла ача çурчĕсене поляксен пепкисем пек ăсатнă. Кама ăçта ăсатнине те Сендлер каллех йăлт çырса пынă. Сендлер йĕркеленĕ пулăшу выçăлăхпа тĕттĕмлĕх, шанчăксăрлăх тĕнчинче чăн-чăн çăлăнăç çулĕ пулса тăнă. Хĕрарăма юлташĕ Матильда Геттер манашкă пулăшнă. Çăлнă ачасен ячĕ-шывне çырса хунă банкăсене хĕрарăм Матильда пахчинче çĕре чава-чава чикнĕ. Вăрçă чарăнсан вĕсен ашшĕ-амăшне шыраса тупма кирлĕ пулнă ку.
Иртнĕлĕхе — ятсăр, сассăр, сăн-питсĕр...
Иренăна ятне палăртман çын çăхав панипе арестленĕ. Вăл кам пулни халĕ те паллă мар. Апла, нихăçан та паллă пулмĕ те. Иртнĕлĕхе ятсăрах ăсанать вăл. Сассăр, сăн-питсĕр кĕлетке — çутă уçлăхра хура йĕр хăварнăскер. Ятне палăртманскер хăйне тивĕçекен укçа патне те пыман вăл — апла пулсан вăл çак хура ĕçе пуяссишĕн туман. Паллах, вăл асăрханнă, хăйĕн питне ыттисен умĕнче уçма васкаман. Кирлĕ çĕре шăнкăравласа пĕлтернĕ те — малалла, ахăртнех, лăпкăнах пурăннă: гражданла тивĕçне пурнăçланă-çке.
Ирена геттора турăшпа çÿренĕ. “Эпĕ Турра ĕнененĕп”, — çырнă унта. Гестапо аллине те çав турăшпах çакланнă хĕрарăм. Фашистсем унăн алли-урине хуçса пĕтернĕ. Нимĕçсем “Жегота” организаци, унăн йĕркелÿçисем пирки пĕлесшĕн çуннă.
Йăл куллине çухатман
Сендлер никама та сутман. Кантăк банкăсене кам пахчинче пытарнине те каламан. Унсăрăн нимĕçсем çав йывăçа шыраса тупĕччĕç, банкăсене кăларса унта çырнă ятсене пĕлĕччĕç, ачасене вилме ăсатĕччĕç... Сендлер хăйне суя документсем тума пулăшнă çынсен ячĕсене те каламан — вĕсем вара муниципалитетра ĕçленĕ. Ачасене гетторан илсе тухма пулăшакан çынсен ячĕсене те вăрттăнлăхра хăварнă Сендлер. Унтан та ытла, Ирена... йăл куллине çухатман. Унпа тĕл пулнă çынсем пурте палăртаççĕ çакна. Каярахри сăнÿкерчĕксенче те Сендлерăн çаврака пичĕ йăл кулăпа çуталать.
Ăслă йытă
Паллах, хĕрарăм пĕччен пулман. Ирена çинчен каласа кăтартакан историсенче пуринче тенĕ пек грузовик водительне асăнни тĕл пулать — унпа ачасене илсе тухнă. Водителĕн вара йытă пулнă. Геттона кайнă чухне арçын яланах йыттине пĕрле илнĕ, ăна кабинăна лартнă. Нимĕçсене асăрхасанах водитель йытă урине пĕр шелсĕррĕн пуснă. Лешĕ, мăнтарăн, пĕр айăпсăр нуша кураканскер, ыратнипе ниçта кайса кĕреймесĕр нăйкăшнă, йынăшнă, вĕрнĕ. Çапла майпа шăп çак самантра кузовра илтĕнме пултарнă ача сассине хупланă. Шăпăрлансем кирек те хăш самантра макăрса яма пултараççĕ вĕт. Хуçи хăйне йывăр атăпа мĕншĕн тапнине чĕлхесĕр янавар ăнланма пултарайман, паллах, анчах та йытă — ăслă чĕрчун, хăйĕнчен мĕн кĕтнине питĕ лайăх ăнланать. Кĕçех хайхискер арçын урине çĕклесенех урса кайса вĕрмешкĕн хăнăхса çитнĕ. Çапла майпа йытă та ачасене çăлма хутшăннă.
Çăлăнма... коррупци пулăшнă
Тĕрлĕ çĕрте тĕрлĕ калани пур. Пĕрисем грузовик мар, урапа, водитель мар, лашана тытса пыракан пулнине калаççĕ. Тен, вăл та, ку та пулнă-тăр... Анчах та тата урăх çынсем те пулнă — Сендлера хăтараканнисем. Нимĕç чаплă бюрократийĕ те сутăнать иккен. Бюрократсем укçа юратни ку хутĕнче телей кăна илсе килнĕ — Иренăна гестапо аллинчен çăлмашкăн шăпах коррупци пулăшнă.
Паллă мар гестаповец Ирена Сендлершăн мĕн чухлĕ ыйтнă — паллă мар. Хутсене, ахăртнех, кирлĕ пекех йĕркеленĕ. Хĕрарăма персе вĕлерме йышăннă приговор пур инстанци витĕр те тухнă. Çав шутра — бухгалтери урлă та. Унта ăна тĕрĕс папкăнах хунă-тăр, кирлĕ чухлĕ тÿленĕ-тĕр. Ĕç вăхăчĕ вĕçленнĕ хыççăн та тăрăшма тивнине кура хăшне-пĕрне ытларах та тÿленĕ пуль. Ирена ÿтне çунтарнăшăн та хăшĕ-пĕри шалу илнĕ. Анчах та, телее, тĕрĕссипе хĕрарăма персе вĕлермен.
Пĕрремĕш пăлхав
Ирена Сендлершăн укçа илсен алли-ури хуçăлса пĕтнĕ, хĕненине пула пичĕ-куçĕ шыçăнса ларнă хĕрарăма нимĕçсем вăрманта пăрахса хăварнă. Ăна “Жегота” çыннисем пырса илнĕ. Турăш хĕрарăм çумĕнчех пулнă. Иренăна урăх документсемпе тивĕçтернĕ. Вăрçă вĕçлениччен геттора текех курăнман вăл. Тепĕр тесен, майĕ те пулман. 1943 çулхи çуркунне нимĕçсем геттона пĕтерме тĕв тунă. Анчах та унта çак тĕллевпе пырса кĕнĕ СС отрячĕсене вутлă-тăхланлă çумăр кĕтсе илнĕ. Çурт тăррисенчен, чÿречесенчен, путвалсенчен пенĕ. Оккупацие лекнĕ Европа хулинчи пĕрремĕш пăлхав пулнă ку. Нимĕçсем ăна икĕ уйăх путлантарайман. Францие, сăмахран, кунтан самай кĕске вăхăтра парăнтарнă.
Вăрçă хыççăн
Вăрçă хыççăн Ирена Сендлер хайхи банкăсене чавса кăларнă. Ачасен ашшĕ-амăшне шырама пуçланă. Анчах та нумай чухне тĕллевне пурнăçлайман — аслисен ытларах пайĕ концлагерьсенче вилнĕ.
Вăрçă вĕçленнĕ хыççăн хĕрарăма Польша çĕнĕ правительстви тапăнма пуçланă. Ирена Сендлера каллех арестленĕ. 1948 çулта допросра Иренăн тăххăрмĕш уйăхри хырăмĕ ÿкнĕ — ача вилĕ çуралнă. Израиле хĕрарăм 18 çултан кăна кайма пултарнă — Польша ертÿлĕхĕ улшăннă хыççăн. Сендлер унта астăвăм аллейинче хăйĕн ячĕпе йывăç лартнă.
Преми — пуяннине
2006 çулта Ирена Сендлера, 96 çула çитсен, Польша тата Израиль правительствисем Нобель премине илме тăратнă. Çак сăлтавпа Сендлер паттăрлăхĕ çинчен пĕрремĕш хут çырнă хаçатсем. Çавăн чухне кăна Сендлерпа унăн юлташĕсен историйĕ пирки тĕнче пĕлнĕ. Анчах та премие... АПШ вице-президентне Альберт Гора панă — энерги перекетлеме вĕрентекен лекцисен ярăмĕшĕн.
Нобель комитечĕ мĕншĕн иккĕшĕн хушшинче Гора суйласа илнĕ — паллă мар. Анчах та çакăн хыççăн çак премие текех памасан та юрать пек туйăнать. Пĕлтерĕшĕ текех çук унăн, укçи кăна. Преми ячĕ пĕтрĕ. Унтан та ытла, Альберт Гор, сумлă арçын, пысăк çуртра нуша мĕнне пĕлмесĕр пурăнаканскер, влаçрискер, çак премие илме килĕшни тĕлĕнтерет. Пуянни çапла майпа татах та пуйрĕ, тĕнче номенклатури кукăлĕн тата тепĕр татăкне пайларĕ. Варшавăри пĕчĕк пĕр пÿлĕмлĕ хваттерте пурăнакан пĕччен кинемей пурнăçне лăпкăн малалла тăсрĕ...
Ирена Сендлер çинчен тахçанах çырмалла пек. Анчах та çамрăк çак хĕрарăм, вăл кашни кун геттона çÿрени, водитель, йытă, пахчари кантăк банка... çинчен çырмашкăн сăмах çитмессĕн туйăнать. Хăш-пĕр пулăм тата çын çинчен çырма ларсассăн чĕлхе... тăн çухатать...
/“Ucoz.ru”/.
Комментари хушас