54-мĕш хыçĕнче савăшу та, юрату та пур

Тесс Холидей — хăй çинчен тĕнчипех калаçтаракан plus-size модель. Вăл 60-мĕш размер çи-пуç тăхăнать. Кĕлетки йывăрăшĕ — 155 килограмм. Биографийĕ — Америкăри self-made-men йĕркипе килĕшÿллĕ. Самăр та хитре мар хĕрачана шкултах никам та юратман. Хăй ыттисенчен нимĕн енĕпе те кая маррине ĕнентерес шухăшпа 17 тултарсанах Тесс вĕренме пăрахнă та Нью-Йорка тухса кайнă.

Халĕ хĕрарăм 29 çулта. Палăртнине вăл, чăн та, пурнăçланă темелле. Мăнаçланмалăх-мухтанмалăх пур унăн: Тесс тĕнчери чи паллă модель агентствисенчен пĕринпе контракта алă пуснă, People журнал хуплашки те — вăлах, сумлă çи-пуç, косметика хатĕрĕсене те рекламăлать. Социаллă сетьсенче унăн — миллион ытла “юлташ”. Нумаях пулмасть вăл тăрăшнипе Инстаграмра “размерсен сирĕн нормисем сирпĕнсе кайччăр” хэштег йĕркеленнĕ. 90х60х90 виçене ларайман çĕр-çĕр хĕр унран тĕслĕх илет — социаллă тĕрлĕ сетьре хăйсен сăнÿкерчĕкĕсене вырнаçтарать тата кĕлеткипе мăнаçланма вĕренет.

Паллă ĕнтĕ, чи самăр кĕлеткеллĕ моделе мода тĕнчине парăнтарма çăмăл пулман. Теса, хăй палăртнă тăрăх, ĕмĕтне пурнăçа кĕртмешкĕн шалти вăйĕ пулăшнă, вăл вара унăн — чикĕсĕр.

“Арçынсен шухăшĕпе, эпĕ — питĕ сексуаллă хĕрарăм. Эпĕ — plus-size, апла пулсан ман çинче тăха çук. Манран ырă вăй тапса тăнине ыттисем те туяççĕ пулĕ тесе шухăшлатăп”, — тенĕ Тесс Британи Daily Star Интернет-кăларăмне панă интервьюра.

“Мода тĕнчи стандартсене улăштарать, — тăснă вăл сăмахне. — Хальлĕхе манăн конкуренци пысăк тесе калаймăп, çапах та вăл çулсерен ÿссе пырасси куçкĕрет”. Çапах та, модель шухăшĕпе, мода тĕнчине улăштарас тесессĕн нумай ĕçлеме тивет-ха.

“Чап... Ун пирки шухăшламан та эпĕ... Çапах та хĕрарăмсене хавхалантарма пултарнишĕн савăнатăп кăна эпĕ”, — палăртнă Тесс. Сăмах май, хĕрарăм мăшăрсăр пурăнмасть. Пилĕк çул каялла вăл качча тухнă. Çемьере ывăл çуралнă. Хĕрарăм хăй каллех ача кĕтнине пĕлтерет. Кĕтмелли нумаях та юлман ĕнтĕ — хăй çĕртме уйăхĕнче çăмăлланассине калать вăл. Чăн та, иккĕмĕш пепкине малтанхи упăшкинчен кĕтмест Тесс. Ывăлĕн ашшĕпе вăл çыхăну пачах та тытмасть. Хĕрарăм иккĕмĕш хут качча тухнă. Иккĕмĕш упăшкинчен иккĕмĕш ачине кĕтет вăл.

“Самăр çынсем телейсĕр пулнине палăртаççĕ. Пысăк размер — вилĕм приговорĕ-мĕн. Ман шухăшпа, çынсене баррикада леш енче те — 54-мĕш размер хыçĕнче — пурнăç, савăнăç, савăшу, юрату пуррине каласа кăтартмалла”, — тет Тесс.

Чăн та, мода эксперчĕсем унăн шухăшĕпе килĕшме васкамаççĕ. Вĕсем палăртнă тăрăх, Тесс модăна пĕр 10 çул каялла килнĕ тĕк нимĕнле ăнăçу та тăваймастчĕ. Халĕ, самăрлăх чирĕ тĕнчипех сарăлса пынă вăхăтра, илем стандарчĕсем чăнласах улшăнаççĕ. “Пысăк” çынсен те мĕн те пулин тăхăнмалла вĕт. Вĕсен тумтирне рекламăламашкăн вара Тесс пек модельсем кирлĕ.

“Плюс-сайсз” тумтирне сутакансем пасарта йышлансах пыраççĕ. Паллах, вĕсем самăрлăх чир мар иккенне ĕнентерме тăрăшаççĕ...

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.