Юн умĕнчи парăм

22 Авăн, 2022

Юн умĕнчи парăм

«Манăн алла пăхăр-ха! Манăнне те! Манăнне те пăхăр — ылтăн-и?» — шăпăрлансемпе тĕл пулнă чухне ун тавра ача-пăча хĕвĕшет кăна. Кашни çынрах тĕлĕнмелле пултарулăх пуррине ăнлантарать вăл — ăна вăхăтра асăрхамакурма пĕлмелле кăна. Тата, паллах — малалла аталантармалла. Кашни ачапах чи çывăх çынпа калаçнă пек хутшăнать хĕрарăм, хăй те тĕлĕнмелле пултаруллăскер. Пĕр иккĕленÿ те çук, тĕл пулу хыççăн ачасем малашлăха çирĕп шанăçпа пăхма пуçлаççĕ. Вĕсем пĕлеççĕ: тĕрĕс палăртнă çулпа утсан — суха тăваççĕ-и е çăкăр пĕçереççĕ-и, тен, çĕнĕ çăлтăр уçаççĕ — ăнăçу пулатех. Çакна вĕсен «аппăшĕ» çирĕплетет — çапла, кашниннех алли ылтăн.

Паян «Чăваш хĕрарăмĕ» хаçат тĕпелĕнче — паллă çыравçă Марина Карягина. Чăваш поэчĕ вăл, прозаик, драматург, тележурналист, режиссер-документалист, редактор. Сумлă наградисемпе çĕнтерĕвĕсене, вĕсем республика, çĕршыв шайĕнче кăна мар, тĕнче анлăшĕнче пулнине кура, каласа пĕтерме те çук. Ыйтăва та çавăнпах çакăнтан пуçлар пуль.

Сас...

— Марина, санпа калаçма, тĕрĕссипе, шикленмелле те кăштах… Шухăшу çивĕч, сăмаху вирлĕ: мĕнле каласа хуратăн — çĕçĕпе касса татнăн туйăнать. Хамăра вĕрентнĕ Виталий Станьялăнни пек. Çапах та кала-ха, тĕнче шайĕнчи чапа пула пуç çаврăнмасть-и? Раççей артисчĕ Армен Джигарханян кун пек чухне хăй пуçне темиçе хутчен стена çумне çапнине каланăччĕ…

— Чапшăн çунмастăп. Пуçа стена çумне çапмалли сăлтав пулман нихăçан та. Ĕçе чапшăн тумастăп. Чапшăн çунакан çынсене те юратмастăп. Тĕнче шайне тухнă фильмсем мăнаçлантараççĕ паллах. Ман геройсем чăвашла калаçнă май халăхăн мăнаçлăхне туйса илетĕп. Ларатăп тепĕр чухне çапла залра, ют çĕршывра. Чăваш сăмахĕ илтĕнсе тăрать. Анчах чăвашла никам та ăнланмасть. Мансăр пуçне. Çав самантра чăвашăн ĕмĕрхи мăнаçлăхне туйса илетĕп ăшра. Шалтан чĕтретĕп, куççуль тухать. Çакна ăнланса илетĕп — авалхи культура чăваша çын пек сыхланса юлма пулăшнине кăтартаятăп фильмсем урлă. Тĕнче тĕлĕнет ман геройсенчен. Пăсăлнă тĕнче. Пирĕн пата та çитрĕ çакă. Пин-пин çулшар упранса пынă культурăна сыхласа хăварасчĕ. Çут çанталăк упрать пире. Чăваш хăй те çут çанталăкпа пĕр чĕлхе тупса пурăнма вĕрентет.

— Хăв утакан çул çинчен каласа кăтартсам.

— …Кĕр кунне питĕ юрататăп. Те хам çак тапхăрта çуралнипе? Юратнă ĕçе утнă май çут çанталăк илемĕпе киленетĕп. Вĕрене çулçи, сарă ылтăн кавир… Ун çине пусма та именмелле. Çак илем те сăвă çуратма пулăшать. Шухăшлатăн та, çак çĕкленÿллĕ кăмăл пур çĕршывра та çук вĕт… 30 çул утатăп çак çулпа.

— Çулçă чăштăртаттарса…

— Çапла. Студент çулĕсенчех сукмак такăрлатнă эпĕ кунта, анчах та телекурав ман валли мар тесе шухăшланă. Радио, сасă тĕнчинче вăй хурасси — çапла, кун пек ĕмĕт пулнă. Телекурав хăват вĕт-ха вăл! Совет Союзĕ вăхăтĕнче журналистсем хутран вуласа ларатчĕç — калама юраман сăмах ан кайтăр тесе. Шăпах сăмах, шухăш ирĕклĕхĕ çукки пистернĕччĕ мана телекуравран. Эпĕ, сăвăç чунлă çын, хашак ăшĕнче ĕçлеме пултараймастăп. Радиопа Леонид Ильин, Татьяна Ильина ачасем валли кăткăс конкурссем йĕркелетчĕç — эпĕ çавăн пеккисене кăна кăмăллаттăм. Яланах хутшăнаттăм, шутсăр кĕтсе тăраттăм вĕсене. Мала тухсан парнесем ярса паратчĕç. Унтан «Пионер сасси» /халĕ «Тантăш»/ хаçатпа, «Хатĕр пул» /каярахпа «Самант» ятпа тухса тăчĕ/ çыхăну тытма пуçларăм. Районти «Авангард» хаçатра та пичетленнĕ. Çаксем йăлтах ĕнтĕ журналистикăна суйлама илĕртрĕç.

— Пичет кăларăмĕсенчен пуçланă пулсан та хăв пур пĕрех телекурава суйласа илнĕ.

— Сас… Сас тĕнчи илĕртет мана. Эпĕ ачалăха питĕ ир ас тума пуçланă. Пĕччен шухăшласа çÿреме юрататтăм. Пĕчĕкренех тĕнче тытăмĕ кăсăклантаратчĕ. Пушăлла выляса çÿресси кăмăла каймастчĕ. Асанне, ун чухне вăл аллăран иртнĕччĕ, тата асаннен амăшĕ, 1884 çулхиччĕ вăл, ăна мамай теттĕмĕр, пулнă ман çумра. 19-мĕш ĕмĕрте çуралнă çыннăн чĕлхи, унăн ăсĕ çитнĕ ман пата. Вĕсем калаçнине хăлха тăратса итлеттĕм эпĕ. Алă ĕçĕ тытатчĕç те эпĕ те йăкăлт! пырса лараттăм вĕсен çумне. Тантăшăмсем айккинче вылятчĕç. Аслă çултисем вара ялан тĕлĕнетчĕç: «Мĕн туса ларать Марина карчăксемпе?» — тетчĕç. Эпĕ, виççĕри ача, вĕсем мĕншĕн кулнине те ăнланмастăм. Ăс пиçмен-ха та… Вĕсем пурте пĕр пек шухăшлаççĕ. Эпĕ вара — хам пек. Хам пек пулма питĕ йывăр. Вăй кирлĕ. Çав вăй пĕчĕк чухнех пухăнма пуçланă ĕнтĕ. Шкулта та хам пек пулнă эпĕ. 33 ача, кулмалли сăлтав тупăнсан, пурте харăс шар! кулаççĕ. Эпĕ кулмастăп. Маншăн кулăшла мар. «Ушкăнпа мар» пулма çăмăл мар вĕт.

— Халĕ çакăн пек термин та пур: «буллинг». Сана шурă курак вырăнне йышăнса кÿрентермен-и пĕрле вĕренекенсем?

— Пулнă ĕнтĕ. Эпĕ хама урăхла тыткаланине, сахал калаçнине курнă вĕсем. Калаçма мана телекурав вĕрентнĕ, çын чунне уçмалла вĕт-ха манăн. Унсăрăн эпĕ хамăн тĕнчерех хупăнса юлаттăм. Атте пек. Аттене эпĕ, сăмах май, ĕç хушшинче кăна кĕнекесĕр курнă. Ытти чухне унăн аллинче ялан кĕнекеччĕ. Апата та унсăр лармастчĕ вăл. Эпĕ вара: «Вуланă хушăра кашăкĕ çăвар тĕлне епле лекет-ха?» — тесе тĕлĕнеттĕм. Мана вăл арçын ача пек ÿстернĕ. Темшĕн манра хĕрача курмастчĕ вăл. Аслă пепкине ывăл кĕтнĕ ĕнтĕ. Эпĕ тĕрлеме пикенсен вăрçатчĕ: «Мĕншĕн ĕçсĕр ларатăн?» — тетчĕ.

Мана Мускава Литература институтне вĕренме чĕнетчĕç тăвансем. Чăвашра хăварасшăн марччĕ. Анчах та эпĕ ăслă чăвашсене кăна курнă. Манăн куç çапла курнă. Эпĕ ăслă сăмахсене кăна илтнĕ. Манăн хăлха калаçăва алласа ăслă сăмахсене кăна илтнĕ. Чун вĕсене суйласа йышăннă. Аслă пĕлÿ илмен, ахаль çынсен хушшинче мĕн чухлĕ ăслă çын!

Ман пурнăçра атте тĕлĕнмелле педагог пулчĕ. Вăл мана кĕнеке вулама илентерчĕ. Халăхра вара кĕнекере те çук ăс упранать. Халăх маншăн, иккĕри ачашăн, эпĕ хама шăпах çав вăхăтра ас тума пуçланă, шăпах ман çумри ваттисем пулнă. Эпĕ вĕсен çумĕнче çичĕ çула çитиччен ÿснĕ. Манăн шăпа, манăн пысăк телей пулнă ку. Турра шĕкĕр, пирĕн садик пулман. Пĕрремĕш университет манăн шăпах — этнопедагогика шкулĕ. Мамай эпĕ виççĕмĕш класа çитсен пирĕнтен ĕмĕрлĕхех уйрăлчĕ. Асанне 94 çула çитсен куçне хупрĕ. Маншăн чăн-чăн тус пулнă асанне. Мĕн таранччен тарăн, çут çанталăк пĕлĕвĕ, упранатчĕ унра. Унăн ашшĕ ывăлĕсене вĕрентетĕпех тесе тĕв тунă. 1920-мĕш çулсенче! Пурне те вĕрентекен профессине панă.
Хĕвел… чăвашла пĕлет

— Чунра мĕнле çын эсĕ?

— Эпĕ питĕ именчĕк çын. Анчах та кама-тăр е пĕр-пĕр ĕçе хÿтĕлемелле тĕк кашкăр амине çаврăнатăп.

— Тĕлĕнмелле хире-хирĕçле пулăмсем санра…

— Чăрсăрлăх та пур манра. Поэт чунĕнче чăрсăрлăх пулмасан сăвă çырăнмасть. Ача чухне тавлашса ют пахчана пан улми патне те кĕме пултарнă эпĕ. Çиессишĕн мар паллах. Унсăр пуçне пĕчĕк чухнех йывăрлăхсене парăнтарма юрататтăм. Тен, ытларах курас-пĕлес тени çак утăма тума хĕтĕртнĕ. Малтанах лупас тăррине парăнтартăм, унтан кĕлет тăррине хăпарма вĕрентĕм. Виççĕри ача çавăнта улăхнине курнă тăк лекетчĕ-ха мана пĕрре! Анчах та ун чухне!.. Пăхатăп та — Пăла леш енче çул пур иккен! Ун тăрăх лаша пырать тата! Тепре пăхатăп та, машина чупать, çынсем утаççĕ… Пурте пĕчĕк тата хăйсем! Ав мĕнле аслă иккен тĕнче, пирĕн ялтан темĕн чухлĕ анлăрах! Эпĕ пирĕн ял пĕр тĕнче тесе шухăшланă. Хĕвел тухать те пире паллать тесе шухăшланă. Хĕвел пирĕншĕн пурăнать тесе шухăшланă. Вăл килессе кĕтнĕ. Мана асанне вĕрентнĕ: çумăр çумасан — çумăра чĕнсе илмелле. Сăмах хăватлă апла! Çумăр çу, çумăр çу! Калатăн та — çумăр килет. Унтан çанталăк çумăра каять. Асанне каллех вĕрентет мана: «Хĕвел, пăх! Хĕвел, пăх! Ачу шыва кайнă вĕт, турчăкапа туртса кăларса çупа çăкăр патăм вĕт», — тесе каламалла иккен. Çапла калатăп та хĕвел йăлтăр! çуталса каять. Эппин, çак кĕвĕленсе тухакан халăх сăмахлăхĕ хĕвеле итлеттерет иккен! Унтан та ытла, пирĕн пата ялан килекен хĕвел чăвашла пĕлет иккен! Эпĕ çакна чăнах ĕненнĕ. Кур-ха, сăмах çиле, çумăра, уйăха-хĕвеле итлеттерет тĕк, апла, вăл — хăват! Тĕрĕссипе, çав тĕлĕнме пĕлни халĕ те çавăтса çÿрет мана, çырма та пулăшать.

— «Кĕлет тăррине хăпарнине атте курнă тăк…» — терĕн те — леккеленĕ-им-ха?

— Патак айĕнчен тухайман эпĕ. Юраманнине тума юрататтăм. Мана вăрç, патакпа ислет — эпĕ пур пĕр хамăнне тăватăп. Тĕнчене хам мĕншĕн килнине ун чухнех темле туйăм пек сиснĕ эпĕ. Эй, мĕн чухлĕ лекнĕ мана! Анчах атте-анне патакки пылак кăна пулнă. Тĕнче курас ĕмĕтпех — горизонт леш енче мĕн пурри кăсăклантарнă мана — ултă çулта килтен тухса кайнă эпĕ. Мана виçĕ талăк шыранă. Милицие пĕлтерме тивнĕ.

— Ăçта çÿренĕ вара эсĕ?

— Тăвансем тăрăх. Вĕсем ăçта пурăннине ас туса юлнă эпĕ. Черетлĕ тăвансем патĕнче: «Эсĕ ниçта та ан кай, эпир сана тутлă канфет паратпăр», — теççĕ. Эпĕ вара вĕсен сассинче чеелĕхе илтетĕп. Апла, манăн пачах тепĕр май тумалла. Тухмалла та каймалла. Эпĕ пĕчĕк мар-çке, пысăк çын — тĕнче уçма тухнăскер. Кукамайсем патĕнче тупрĕç мана. Йышпа шырама тухнă вĕсем. Анне çине пăхрăм та ăнлантăм — тĕнче пысăкăш хуйхă туса хунă эпĕ вĕсемшĕн.

— Эсĕ тележурналист пулнипе çырлахман, чăвашла фильмсем ÿкерме пуçланă.

— Эпĕ мĕн юратнине пурне те илсе пытăм — кинона та, театра та. Хам кино ÿкерме, сценари çырма пуçларăм. Ĕçĕмсем тĕнчене чăваш çинчен каласа кăтартаççĕ, чăваш культурипе паллаштараççĕ. Чăваш чĕлхи илтĕнсе тăрать. Куçару тексчĕ субтитрта кăна пырать.

Укçасăр тапхăрта ĕçлеме пуçларăмăр. Тĕнче шайĕнче çĕнтернĕ фильмсене ÿкернĕ чухне эпир манăн атте-анне патĕнче темиçешер кун пурăнаттăмăр, пиллĕкĕн-улттăн... Вĕсем пирĕн ушкăна выçă ларма памастчĕç.

Иван Яковлев çинчен «Хĕвел çулĕпе» илемлĕ фильм ÿкертĕмĕр. Эпĕ ун чухне çирĕм урлă кăна каçнă. Мана çакна тума никам та хушман. Йывăр лава хам ирĕкпе кÿлĕннĕ. Улăпăмăр ачалăхĕ çинчен икĕ сериллĕ фильм ÿкертĕмĕр.

…Ларатăп çапла килте. Пĕччен. Эпĕ чăвашăн авалхи тĕнне ĕненетĕп. Асаннепе чиркĕве çÿренĕ чухнех хам валли пĕтĕмлетÿ турăм эпĕ ку тĕлĕшпе. Çапла фильм сценарине çырма пуçличчен хамăрăн авалхи турăсенчен вăй, хăват ыйтрăм. Асаннерен пил ыйтрăм. Мана капла та мамай та, асанне те нумай хутчен пехилленĕ. Маншăн питĕ пĕлтерĕшлĕ ку. Пилпе пурăнакан çын тĕрĕс пурăнать. Япăх ĕç тăваймасть кун пек çын, çултан пăрăнса каяймасть.

Пуçа çĕмĕретĕп. Мĕнрен пуçламалла? А.Жиркевич ĕçне вуланă май хамăн ачалăха таврăнатăп. Ăш-чик тивсе илчĕ тейĕн. Шалтан хыпса илсе çунма пуçламасăр çыраймастăп эпĕ. Кун пек чухне тивĕçлĕ ĕç те пулмасть. Акă Пахом старике пĕчĕк Иван çавăтса çÿренине çырса кăтартнă. Ара, ку манăн Партизан йысна вĕт! Эпĕ те ăна хăйĕн ялне тăтăшах çавăтса çÿреттĕм.

Фильмра халăх йăли-йĕркине кăтартма тăрăшрăм. Авалхи йăласене унччен те нумай тĕпченĕ, курса ÿснĕ эпĕ. Хĕр акине Канаш районĕнчи Катекре ÿкертĕмĕр. Ашшĕ хĕрне çарамас ÿкерĕнме килĕшÿ пачĕ. Объектива вазелин сĕртĕмĕр. Ял çыннисенчен тÿрех каçару ыйтрăмăр: «Ĕлĕкхи йăларан иртейместпĕр, çĕнни шухăшласа кăлармастпăр. Каçарăр пире». Сценарипе килĕшÿллĕн, яла мур ернĕ. Унтан сыхланма мĕн авалтан ял йĕри-тавра ака пуçĕпе йĕр туса çаврăннă. Фильмра та пурте чăвашла тăхăннă, туртине вара çарамас хĕр туртса пырать.

Çапла ачалăхри аса илÿсем пулăшнипе ÿкертĕмĕр фильма. Вăл тĕнче шайĕнчи фестивальсенче мала тухрĕ. Каярах Турцире Терентий Дверенин пуканисем çинчен ÿкернĕ ĕç мала тухрĕ. Ытти фестивальте те çĕнтерчĕ вăл. Хам килес килмен телекурава шăпа тапса, туртса илсе килчĕ пуль мана. «Сан çакăнта ĕçлемелле», — терĕ-тĕр. Пĕтĕм вăйран хирĕçлерĕм. Ман кăмăлра çавăн пек ен пур — манăн хирĕçлемелле. Кутăнлăх. Владимир Карсаков каларĕ: «Пирĕн каймалла, чăваш фильмĕсене чĕртсе тăратмалла». Килтĕм пулсан — манăн хамăн ĕçе çын куçĕнчен ÿкмелле мар тумалла. Юратса пăрахрăм телекурава, искусство пек йышăнтăм. Шел те, филиала çаврăнсан нумайăшĕ тухса кайрĕ. Эпĕ паянхи кун та çакăнта. Укçа хыççăн чупса çитейместĕн. Çынна 100 çул кăна панă. Ун чухлĕ те пурăнаймастпăр. Çыншăн усăллă ĕç туса ĕлкĕрмелле.

Телекуравра та «ачасенчен тытăнмалла» тесе шухăшларăм. Ĕç тума тăрсан харсăр эпĕ. Ачаран чăваш пулса çитĕнтерес тесессĕн мĕн пĕчĕкрен пуçламалла. Çак тĕллевпе куçрăм эпĕ ача-пăча редакцине. Республикăри ачасем мана Марина аппа теме пуçларĕç. Вăл вăхăтри пуçлăх Н.Володина «Çывăр, аптраман тавраш» кăларăм уçма ирĕк пачĕ. Уйăхĕ-уйăхĕпе ĕç укçи илеймен тапхăрта эпир çĕнĕ кăларăм йĕркелерĕмĕр. Чăваш календарĕнчи кашни уявпа кăларăм хатĕрлерĕмĕр: Сурхури, Çăварни, Сĕрен… мыскарисем. Халăх йăли-йĕркине ачасем урлă аса илтерсе пытăм. Çав кутăнлăх тени ĕçре пулăшса пырать мана. Парăнма хăнăхман ачаран.

Йывăр вăхăтсем те пулчĕç. Сывлайми пăвса лартнă тапхăрсем пулчĕç. Мускава чĕнчĕç çав вăхăтра. «Пуçланине пĕтерменха» тесе кунтах юлтăм. «Эп пулмасан — кам?» — шухăшпа ĕçлерĕм. Мускав мансăрах пурăнать. Унта çитсе ирĕлсе кайма ватлăхра та пулать.

Манăн хамăн сăмаха каламалла

— Санăн малтанхи сăввусем ахаль çынсем валличчĕ. Хальхисене çăмăллăн вулама çук. Шухăшламалла, пуç тавра çавăрмалла… Çакăн пирки сана ырлакан та, хурлакан та пур. Ырри ыртармасть теççĕ-ха, тиркеве вара мĕнле йышăнатăн? Йывăр сăмах яланах кăмăла хуçать, пултарулăх çыннин вара çакна пула çуначĕ усăнать.

— Эпĕ ку енĕпе лăпкă. Хам сăмаха пĕлетĕп, хам хыççăн мĕн хăвармаллине пĕлетĕп. Шалти вăя туятăп. Мана пăрахмаççĕ. Çÿлтен. Çавăнпа канлĕ, шанчăклă. Утатăп, ĕçлетĕп. Лĕпĕртетÿ вара кашни ĕмĕртех пулнă. Кам юлнă?..

Хам çут тĕнчене мĕншĕн килни шалта манăн мĕн ачаранах пур. Эпĕ çак тĕнчене хам сăмахпа килнĕ. Манăн çак сăмаха каламалла. Çавна каласа пĕтермесĕр манăн кайма ирĕкĕм çук. Сăмах май, эпĕ 18 çулта йăлт суранланса саланнăччĕ. Манăн шăммăм-шаккăма тухтăрсем пĕрчĕн-пĕрчĕн пуçтарса çыпăçтарчĕç. Çур çула яхăн вырăнпа выртма, утма çĕнĕрен вĕренме тиврĕ. Асанне пĕчĕк кашăкпа çăвартан çитерсе пурăнчĕ. Яла кайсан унран вĕрентекен ман сывлăх пирки ыйтнă. «Çиес çăкăрĕ пулчĕ», — хуравланă çывăх çыннăм. «Унăн калас сăмахĕ юлнă», — тенĕ вĕрентекен.

— Çÿлтен ÿксе аманнă чухне хăв çак тĕнчерен пачах кайма пултарни пирки шухăшланă-и эсĕ?

— Шухăшласа та ĕлкĕреймен. Пире çавăн пек воспитани панă: вил те — таса юл! Эпĕ ялан хам ирĕкпе кăна пурăннă. Манăн ирĕке никам та туртса илме пултараймасть.

— Чăваш ачи çинчен сехечĕ-сехечĕпе калаçма пултаратăн. Хăвăн ачусене мĕнле воспитани панине пĕлес килет. Вĕсене тăван халăха хисеплесе Айтар, Илемпи ят панă эсĕ. Кун пек тĕслĕх халĕ сахал мар. Анчах та чăвашла ят панинепе çырлахман, тăван чĕлхе сĕтекне, амăшĕн кăкăрĕпе куçнăскерне, юратма-хисеплеме, унпа калаçма хăнăхтарнă эсĕ вĕсене. Кун пекки вара паян питĕ сайра. Мĕншĕн тăван чĕлхе санăн çемьере ытла та хисепре?

— Манра, тĕрĕссипе, вырăс юнĕ те пур. Кукамай, ват кукамай — вĕсем чăваш тăрăхне аякран тата ăнсăртран куçса килнĕ. Патăрьел çĕрĕ вĕсене чăвашлатнă. Мана Патăрьел çĕрĕ çын тунă. Куçса килнĕ çынсене чăвашлатнă тăк, апла, вăйлă çĕр вăл! Мана яланах çак шухăш канăç памасть: хăй çуратнă ачапа та çын мĕскĕнленсе, тертленсе мĕншĕн ют чĕлхепе калаçать?

— Хăвăн ачусене кутăнлăху куçнă-и?

— Темле çав... Эпĕ вĕсене сăнаса кăна тăнă. Йăнăш çулпа кăна ан кайччăр тесе тăрăшнă. Ачасен хăйсен кăмăлĕ, шухăшĕ, ирĕкĕ пулмалла. Эпĕ çул кăтартатăп кăна, ача вара «эпĕ çакна хам тăватăп» тесе шухăшлатăр. Ача — уйрăм тĕнче. Çак аслă пурнăçа вăл хăй тĕнчине илсе килет. Ача хăш енĕпе кăсăкланнине сăнаттăм. Калăпăр, ывăл сăвă çырма хăтланса пăхрĕ. Художник-модельер фантазине те асăрхарăм унра – икĕ çултаччĕ ун чухне вăл. Çук укçаран фотобукварь илсе панăччĕ. Ÿнер шкулне ятăм. Ывăл вун саккăр тултарнă тĕле, вăл ют çĕршыва вĕренме кайма пуçтарăннипе, ахаль те укçа нумай кирлĕччĕ. Пысăк кредитпа хаклă фотоаппарат туянса парнелерĕм. Паян та телейлĕ вăл çавăншăн. Халĕ вăл ятлă-сумлă фотохудожник. Ăна пĕлеççĕ, тăтăш саккас параççĕ, хаклă тÿлеççĕ… Эпĕ начар амăшĕ пуласран хăраттăм — пушă вăхăт çуккипе. Ачасене май пур таран пĕрле илеттĕм. Чăвашри паллă çынсем патне илсе çÿреттĕм — халăх культурине çапла ăша хывнă вĕсем. Театра та пĕрле илсе çÿренĕ. Чăваш искусствинче ÿснĕ ачасем.

— Хĕрарăмăн яланах ĕçпе çемье хушшинче суйлама тивет…

— Ĕçсĕр пĕр самант та ларман. Ача çуратнă, килте кăшт ларнă вăхăтра тăватă кĕнеке кăлартăм. Çемье çывăрма выртать, килте шăплăх хуçаланать. Манăн вăхăт çитет. Ачасем валли çыратăп. Театр валли çыратăп. Сценари хайлатăп. Ача çуратма кайсан больницăра та… сценари çыртăм. Шалтан тухать, тухать…

Хурал пÿртне кĕме тивĕçнĕ

— Телекурав юбилейĕнче эсĕ халăха сцена çине лаша утланса тухса тĕлĕнтернĕччĕ.

— Ăна мана Лия Чернова режиссер сĕнчĕ-ха. Манăн чуна ăнланнă вăл. Эпĕ пĕчĕк чухне, атте конюхра ĕçленĕ çулсенче, утсемпе питĕ туслашнăччĕ. Атте мана лаша витине илсе каятчĕ. Эпĕ, виççĕри-тăваттăри хĕрача, унпа пĕрле хурал пÿртĕнче юмах итлесе çĕр каçаттăм. Манăн мамай та лаша утланса çÿреме юратнă тет. Вăл пуян, мăнаçлă йăхран тухнă.

Паллах, Лия çакна пĕлмен. Вăл манăн ама çынсем çинчен çырнă сăвăлла трагеди пирки те пĕлмен. Шалт тĕлĕнтĕм унăн сĕнĕвĕнчен. «Апла эпĕ сан чунна ăнланнă», — терĕ вăл мана ун чухне.

— «Кĕмĕл тумлă çар», ытти ĕçÿ пекех, халăхсен хушшинчи темиçе фестиваль-конкурсра çĕнтерчĕ. Хĕрарăм чунĕ витерчĕ-тĕр…

— Пултарулăх çыннин чунĕ, ман шутпа, арçынăн та, хĕрарăмăн та мар.

— Чун çунмасăр е вĕçмесĕр, асапланмасăр е юратмасăр çырăнмасть. Мĕн е кам хавхалантарать сана?

— Эпĕ ялан çунатăп. Çунатăп! Хама ирĕксĕрлесе çырмастăп. Йăлт хăй тухать шалтан. Ватать, çĕмĕрет — тухмалла унăн! Талăкра 24 сехет пуррине те пĕлетĕп эпĕ. Анчах та турă пултарулăх çыннине 25-мĕш сехете таçта хĕстерсе парать пулĕ тесе шухăшлатăп.

Юратмасăр нимĕн те тумалла мар. Юрату вăл çулăм, юрату вăл – вĕçев. Сăмах май, тĕлĕкре эпĕ халĕ те вĕçетĕп. Юратман ĕçе епле пурнăçлан? Мана никам та хистеймест. Ман пуç çинче пуçлăх пулман. Ăслă пуçлăхсем лекнĕ мана. Вĕсемпе малтан тавлашаттăм, хамăн тĕрĕслĕхе ăнлантарма тиветчĕ. Кайран çапах та туйса илетчĕç — эпĕ хамăн ĕçе чунпа пурнăçлатăп, çавăнпа мана тĕкĕнмесен лайăхрах. Манăн фильмсене конкурссене яраççĕ те, вĕсем çĕнтерсе килеççĕ. Çакă вара камăн чысне ÿстерет? Пуçлăх чысне, халăх сумне ÿстерет. Çавăнпа манăн ăслă пуçлăхсем мана ирĕк кирлине ăнланнă.

— 40 çул сăвă çырнине каларăн. Санăн пултарулăхна хаклаççĕ. «Халăх поэчĕ» ята та илме тăратнă сана. Анчах та эсĕ çак ята поэт вилсен кăна памалла тенĕ кĕнекÿсен презентацийĕнче. Çапах та халăх сăвăçи ята пачах та вилсен мар, халĕ, пурăннă чухне парас килет. Хисеплĕ ятпа çынна пурăннă чух хавхалантармалла. Вилсен вара палăк лартчăр. Чăваш сассине, чăваш чĕлхине, культурине упраса хăварассине эсĕ мĕнле курнипе вĕçлес килет калаçăва.

— Питĕ ансат ку. Ачапа çемьере тăван чĕлхепе калаçсан нимĕнле йывăрлăх та пулмалла мар ку енĕпе. Никĕсре тăван чĕлхе пулмалла, унпа пĕрле темĕнле вăрттăн хăват килет. Çав пĕлĕвĕн шифрне, кодне çухатса ятăмăр тăк тăван чĕлхепе хайлавсем те çырăнаймĕç. Культура пĕтет, искусство йăшать, аталанайми пулатпăр та вара наци çухалать. Йăлтах чĕлхерен килет. Укçапа, мулпа виçейми пуянлăх вăл. Килте калаçманни пĕтерет. Патшалăх политики те кирлĕ. Чăваш Республикинче — патшалăхăн икĕ чĕлхи. Çав саккуна пăсма юрамасть. Чăваш чĕлхи ыттисенчен катăк мар. Сăпка юрринчен пуçласа вĕрентмелле ăна. Тÿре-шарапа халăхăн пĕр çыхăнура пулмалла. Эпир пурте пĕр халăх ачи вĕт. Кам эсĕ? Хăш йăхран тухнă? Çав йăх умĕнче парăм пур санăн. Сана кам çуратнă — ун умĕнче парăм пур санăн. Çак парăма ăнланман çынсен пуçлăх вырăнне йышăнмалла та мар.

www.hypar.ru

Рита АРТИ хатĕрленĕ.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.