Мехел çиттĕрччĕ!

4 Çĕртме, 2016

Шупашкарта çулленех иртекен ача-пăча чăваш юррисен «Мехел» фестиваль-конкурса республикăн тĕрлĕ кĕтесĕнче пурăнакан 5-17 çулсенчи ачасем йышлăн хутшăнаççĕ. Çакă пултаруллă та ăста çамрăксене тупса палăртма, чăваш халăх йăли-йĕркине, культурине хаклама, ăна малалла аталантарма май парать. «Мехел» хăйĕн пĕрремĕш çăлтăрĕсене 2007 çулта çутатрĕ. ЧР композиторĕсен пĕрлĕхĕ, Чăваш патшалăх филармонийĕ тата «Чăваш Ен» ПТРК йĕркеленĕ проект çак кунсенче вунă çул тултарчĕ. Çавна май çĕртме уйăхĕн 1-мĕшĕнче, Ачасене хÿтĕлемелли пĕтĕм тĕнчери кунра, «Мехел» конкурсантсене мар, ытти çулра çĕнтернисене уява пуçтарчĕ. Çавăн пекех çĕнĕ юрăсем шăрантаракан хулари ача сачĕсенчи шăпăрлансем те хутшăнчĕç фестивале.

Уяв ячĕпе ЧР культура министрĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Константин Яковлев саламларĕ, ачасене савăнăç, çитĕнÿсем, сывлăх тата лайăх каникул сунчĕ. Çак фестиваль ЧР Пуçлăхĕн грантне çĕнсе илессишĕн иртнине палăртрĕ.

«Мехел» вунă çула çитрĕ. Нумай та мар, сахал та мар пек. Халь кăна пуçарса ятăмăр çак проекта. Вунă çул хушшинче çĕр-çĕр çамрăка сцена çине кăларчĕ вăл. Ĕмĕрĕ вăрăм пултăрччĕ, мехел çиттĕрччĕ», — терĕ Чăваш патшалăх филармонийĕн директорĕ Николай Казаков.

Сцена çине чи малтан Шупашкарта 30 çул каялла йĕркеленнĕ «Пилеш» ансамбль /ертÿçи «Çавал» ансамбль артистки Наталья Васильева/ тухрĕ, «Ăçта-ши шур акăшсем?» хăна юррипе куракансене тыткăна илчĕ. Асăннă ушкăна 1985 çулта Г.Лебедев ячĕллĕ интернат лицей çумĕнче «Уяв» ансамбль ертÿçи Зинаида Козлова пуçарса янă. «Пилеше» сцена çине пуринчен малтан чĕнни ахальтен мар. Вĕсем вунă çул хушшинче икĕ хутчен лауреат ятне тивĕçнĕ, темиçе хутчен тĕрлĕ номинацире çĕнтернĕ. Фольклор ушкăнне тĕрлĕ ÿсĕмри шкул ачисем çÿреççĕ паян, авалхи юрăсене кăмăллакансем культура керменне эрнере икĕ хутчен пухăнма вăхăт тупаççĕ.

Çавăн пекех «Бэбитоша», «Юханшыв» ансамбльсем, «Феерия» вокал студийĕ, «Колибри» спорт ташшисен студийĕ, «Эйфори» вокал ансамблĕ тата ыттисем куракансене çак кун чăн-чăн уяв парнелерĕç. Яланхи пекех «Мехел çитсен» юрăпа вĕçленчĕ фестиваль. Ача-пăча чăваш юрри ĕмĕр пурăнтăрччĕ, мехелĕ çиттĕрччĕ апла!

Елена АТАМАНОВА.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.