Пысăк çемье историйĕ
Манăн хамăрăн тĕлĕнмелле çемье çинчен каласа кăтартас килет. Пирĕн кил-йыша таврипех пĕлеççĕ, анчах та манăн республикипех пĕлтерес килет. Малтанах кĕскен — хам çинчен. Эпĕ Оля ятлă. 14 тултартăм ĕнтĕ. 7 çул каялла манăн пурнăçра асамлăх пулса иртрĕ — эпĕ харăсах аннеллĕ, аттеллĕ пулса тăтăм, çапла майпа пысăк та туслă çемьене лекрĕм.
Çав куна эпĕ паянхи пекех астăватăп. Çурхи сап-сарă хĕвеллĕ кун. Пирĕн интернат патне кĕмĕл тĕслĕ çăмăл машина çитсе чарăнчĕ. Пытармастăп, эпĕ çав кун иртен пуçласах кашни 5-6 минутра чÿрече патне чупаттăм. Пĕр вăхăтран ман пата воспитательсем пычĕç. Самант — эпĕ ĕнтĕ манăн çĕнĕ атте-аннене алăран çавăтса интернатпа сывпуллашатăп. Урама та уяв сĕмĕ çапнă: тÿпе темĕнле ытти чухнехинчен кăвакрах, кайăксем те хаваслăрах чĕвĕлтетеççĕ, çил те манăн çÿçпе ачашрах вылять. Хĕвелĕ тата, хĕвелĕ! Ылтăнскер çăвар тулли кулать. Манпа пĕрле савăнни куçкĕрет. Мана машинăра пы-ысăк парне кĕтнĕ. Мана илмешкĕн интерната çĕнĕ çемье пур йышпа килнĕ-мĕн. Çĕнĕ тăванăмсемпе тÿрех паллаштарчĕç. Маларах кайса тÿрех каласа хăварам — тăватă аппа-йăмăк çак çемьене ман пек çулпах лекнĕ иккен. Çакна эпĕ каярахпа кăна пĕлтĕм. Ун чухне вара, ун чухне çемьепе пĕрле машинăра КИЛЕЛЛЕ вĕçтертĕмĕр. КИЛЕЛЛЕ!
Ĕнтĕ акă эпĕ 7 çул Иливановсен туслă çемйинче пурăнатăп. Ăнланулăх хуçаланать ку çемьере. Унсăр пуçне пирĕн кил-йышра аслисене хисеплеççĕ, йăх-тымара асра тытаççĕ, ун пирки ăруран ăрăва каласа параççĕ. Çемье историне мана асатте каласа кăтартрĕ. Иливановсем, авалхи пăлхар-чăваш йăхĕнчен тухнăскерсем, Елчĕк тăрăхĕнче тĕпленнĕ. Хушаматăн — хăйĕн историйĕ. Тĕне кĕртнĕ чухне чăвашсене пурне те чиркÿ престолĕпе çыхăнтарса Иван ят панă. Ăна тĕне кĕмен ят çумне хушнă. Пирĕн йăх тĕпкĕчĕ Элеш-Иван та тĕне кĕнĕ йăлине тунă, çапла майпа Иливанов пулса тăнă.
Асатте хăйĕн мăн аслашшĕн историне те каласа кăтартрĕ. Вăл аслă ывăлĕн Андрейăн çурчĕ умĕнче ÿсекен хыр айне пурлăх чавса чикнĕ-мĕн. Мăнукĕ Георгий чакаласа та пăхнă унта, анчах та нимĕн те тупайман. Халĕ ку вырăнтан инçех мар капмар икĕ хутлă çурт ÿссе ларнă, ăна Андрейăн ывăлĕ çĕкленĕ. Мана асатте çак вырăна та килсе кăтартрĕ. Ун умĕпе иртнĕ чухне куç умне шурă кĕпе тăхăнă мăн асатте тухать, хăмăр куçĕ ырăлăх сапалать, тути йăл кулать... Вăт çакăн пек истори манăн çемьен.
Асатте Михаил Михайлович хăй те пысăк çемьере ÿснĕ. Вăрçă хыççăнхи йывăрлăхсене парăнтарма вĕсене шăпах туслăх пулăшнă. Асатте 1929 çулта çуралнă. 29-а çитсен çемье çавăрнă. Асанне Маргарита Григорьевна ятлă пулнă. Шел, эпĕ ăна курман. Асатте ун çинчен нумай каласа паратчĕ, сăнÿкерчĕксем кăтартатчĕ. Асанне Муркаш районĕнчи Юнкăпуç ялĕнче çуралнă. Вĕсем пуррине те, çуккине те пĕрле пайланă. Савăнăç та пулнă çемьере — икĕ ывăл çуралнă. 1960 çулта асли Валера çут тĕнчене килнĕ, 1965 çулта — манăн атте Юрий. Асаннепе асаттене ялта хисепленĕ.
Эпир асаттепе уçăлса çÿреме юрататтăмăр. Хамăрăн вырăнсем те пурччĕ пирĕн — Кирпĕч варĕ. Унта тахçан манăн мăн асаттен кирпĕч завочĕ пулнă-мĕн. Пирĕн тăрăхра Иливановсемпе çыхăннă вырăн нумай. Вĕсем çинчен çынсем пĕлеççĕ, пире вара асатте каласа кăтартать. Тăванăмсем пулса тăнă аппа-пичче каласа кăтартнă тăрăх, асатте вĕсене те çемье историйĕпе, ял тăрăхĕпе, паллă вырăнсемпе паллаштарнă. Халĕ те çав вырăнсемпе çÿреме юрататăп эпĕ, асатте каласа кăтартнине, хăйне те ăшшăн аса илетĕп. Шел те, асатте текех пурăнмасть ĕнтĕ пирĕнпе. Анчах та йăх-несĕлĕмĕр те, хăй те — пирĕн чĕресенчех.
Иртнине пĕлмесĕр паянхине ăнланма тата пуласлăха палăртма çук теççĕ. Пурнăç малаллах пырать. Пирĕн паянхи пысăк та туслă çемье çинчен те каласа кăтартас килет манăн. Халĕ эпир 9-ăн пурăнатпăр: анне, атте, Алеша тата Саша пиччесем, Ксения, Татьяна, Ирина аппасем, йăмăк Екатерина тата эпĕ. Анне Валентина Ивановна тата атте Юрий Михайлович — ырă чĕреллĕ çынсем. Вĕсем хăйсен ырăлăхĕн пĕр пайне пире, ачисене, парнелеççĕ. Анне — алă ăсти, темĕн тума та пĕлет, çыхать, ÿкерет, тĕрлет. Чăваш хĕрарăмĕ мĕн авалтан алă ĕçне пултарнипе палăрса тăнă. Пĕр сăмахпа, унăн чĕри кăна мар, алли те ылтăн. Манăн анне пирки ЧИ-Чи теме пулать! Мĕнлерех апат пĕçерет тата вăл! Сĕтеле мĕнле илемлĕ янтăлать! Пирĕн пата хăнана килсен çакна хăвăр курса ĕненĕр. Уншăн чи пысăк савăнăç — çемье сĕтел хушшине пĕрле пуçтарăнни. Кун пекки вара тăтăшах пулать: ара, тăхăр çыннăн çуралнă кунĕсене паллă тăватпăр-çке. Унсăр пуçне, çемье уявĕсем. Анне спортпа аппаланма та вăхăт тупать: хĕлле — йĕлтĕр, çулла — волейбол.
Анне... Кирек мĕнле чĕлхепе те илемлĕн янăрать вăл! Кашни ачашăн вăл — чи çывăх, тăван, хаклă çын çĕр çинче. Кашни ачашăн унăн амăшĕ — чи лайăххи.
Пирĕн аттен те пурнăçлама пĕлмен ĕçĕ çук. Мĕнле те пулин электроприбор юсамалла-и? Тархасшăн. Тетте хатĕрлемелле-и? Пулчĕ, тытăр. Тен, пукан е сак кирлĕ? Вăл та туххăмрах хатĕр. Ун патне пулăшу е канаш ыйтма ял çыннисем тăтăшах килеççĕ. Атте-аннене ыттисем хисепленине курма, пире, ачисене, питех те кăмăллă.
Эпир пур ĕçе те вĕсенчен вĕренсе пыратпăр. Ыттисене хисеплеме те пире вĕсемех вĕрентеççĕ. Хăв çынна хисеплесен вăл та çак туйăмпах тавăрать-çке. Атте-анне пире ĕçре савăнăç тупма вĕрентет. Вĕсемех пире ырра, çынлăха хăнăхтараççĕ. Тăван кĕтессе юратасси те вĕсенченех пуçланать. Вĕсен тимлĕхне, хăть те хăçан ăнланма, каçарма, пулăшма хатĕррине эпир кашни самантрах туйса тăратпăр. Çывăх çыннăмсем маншăн еплерех савăннине е пăшăрханнине пĕлетĕп эпĕ. Аттепе анне мана, паллах, çирĕп пĕлÿ парасшăн. Манăн вара вĕсене савăнтарас кăна килет, çавăнпах тăрăшса вĕренетĕп.
Тепĕр чухне аттепе анне мана асамçăсем пекех туйăнаççĕ. Çак кил-йыша килсен пирĕн, çемьене вăхăтлăх йышăннă ачасен: Ксюшăн, Таньăн, Иришăн, Катюшăн тата манăн — пултарулăх пĕви татăлса кайрĕ тейĕн. Ксенийăпа Татьяна питĕ аван ÿкереççĕ. Ирина алă ĕçĕ енĕпе маçтăр, илемлĕ салфеткăсем хатĕрлет. Эпир Катьăпа иксĕмĕр хамăра сцена çинче аван туятпăр, юрлатпăр, ташлатпăр. Паллă ĕнтĕ, çакна йăлтах çемьери хутшăнусем, юрату, ăшăлăх, тимлĕх çул уçать.
Çĕр çинчи пур ачан та юратакан ашшĕ-амăшĕ пулсан мĕн тери аванччĕ! Эпĕ, тĕрĕсрех, эпир, телейлĕ, мĕншĕн тесен пирĕн çумра аттепе анне пур. Эпир вĕсене яланах юратăпăр. Вĕсем малтанах Ксенийăпа Таньăна телей парнеленĕ, икĕ çултан — Иришăна, каярахпа ку йыша Екатерина тата эпĕ лекнĕ. Çапла Алексей тата Александр пиччесем йăмăксем тупнă.
Пурнăçа аттепе анне тупса панăшăнах юратмалла тесе шухăшлатăп. Мĕн чухлĕ пепке çывăх çыннисен юратăвĕсĕр асапланать. Пурне те çак юратăва парнелес килет те çав...
Атте-анне килĕ — лăпкăлăх, ăшăлăх, шанчăклăх утравĕ. Атте-анне килĕнче пире яланах юратупа, ачашлăхпа кĕтсе илеççĕ. Эпир те Иливановсен туслă та пысăк çемйин пайĕ пулнăшăн хĕпĕртетпĕр кăна.
Ольга ЧЕРНОВА.
Куславкка районĕ.