Комментари хушас

4 Çĕртме, 2016

Атте килĕ - лăпкăлăх утравĕ

Атте-анне килне халалланă юрра кунĕпе темиçе хутчен те илтетĕп. Асанне патне телефонпа шăнкăравлакан тупăнсан янăрать вăл. Ку таранччен çак юррăн сăмахĕсен пĕлтерĕшĕ пирки нихăçан та пуçа ватман эпĕ. Халĕ вара, шăпах çак темăна суйласа илнĕ май: “Мĕн тери аван вăл — кил пурри”, — ирĕксĕрех шухăша кайрăм. Чăнах та, мĕн тери аван вĕт-ха вăл — кил пурри.

Çĕнĕ хыпарсен кăларăмĕсем Сирире тата Украинăра пĕр айăпсăр мирлĕ çынсен кил-çурчĕ ишĕлнине тăтăшах пĕлтереççĕ. Ăçта пурăнмалла вĕсен халĕ? Юрать-ха çак çынсене тĕнчипех пулăшаççĕ.

Эпĕ хамăрăн тăван çурта, Шаккăл ялĕнчи Хĕвелтухăç урамĕнче вырнаçнăскерне, питĕ юрататăп. 19-мĕш номерлĕскер ял айккинче вырăн тупнă вăл. Курасчĕ сирĕн, мĕн тери хитре ку тăрăхра! Пирĕн çуртран инçех те мар çăлкуç тапать. Шывĕ тăп-тăрă та питĕ тутлă. Çулла эпир унта тăтăшах пулатпăр. Таса Турă Амăшĕ шыва кĕнĕ кун асанне унта юлташĕсемпе пĕрле çĕрле каять. Çав каç çветтуй шутланать шыв. Ку вăхăтра çăлкуç патне асаннепе юлташĕсем кăна мар, ытти урамран та нумай çын килет. Вăт çакăн пек вырăнта вырнаçнă манăн юратнă, тăван кил. Унта манăн юратнă асаннепе асатте, тĕнчери чи лайăх атте пурăнать. Эпир аппапа иксĕмĕр ăна питĕ юрататпăр. Пирĕнпе пĕрле тата аттен шăллĕ пурăнать. Эпир ăна та юрататпăр, мĕншĕн тесен вăл хăй те питĕ лайăх çын. Ырă килте, юратупа туслăхпа тулнăскерте, урăх мĕнле пултăр-ха тата? Паллах, кашни çыншăн хăйĕн тăван килĕ чи лайăххи.

Эпĕ çакна кăна пĕлместĕп — усал чунлă çынсем ăçтан тупăнаççĕ? Тупăш илессишĕн вĕсем темĕн те пĕр хăтланаççĕ. Эпĕ халĕ пĕчĕк-ха, эпĕ вĕренетĕп кăна, çапах та манăн çакна шанас килет — тĕнчере ырăлăхпа тĕрĕслĕх çĕнтереççех. Ун чухне кашни çын хăйĕн тăван килĕнче пурăнĕ. Мĕн тери аван вĕт-ха вăл, тăван кил пурри!

Ксения ФЕДОРОВА.

Канаш районĕ.

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.