Пĕртен-пĕр илем - сывлăх

4 Çĕртме, 2016

Ача чухне сывлăх пирки пачах шухăшламастпăр. Сывлăшпа хĕвел евĕр нихçан иксĕлми пурлăх вырăнне йышăнатпăр ăна. Палăртнă тĕллеве пурнăçлама чи малтан сывлăх кирлине мăн çын çеç чухлать. Ватă çыншăн вара вăл пурăнмашкăн чи-чи пĕлтерĕшли пулса тăрать.

Вăрăм ĕмĕр чи малтанах сывлăха ачаран упрама хăнăхнипе çыхăннă. Сывă пурнăç йĕркине мĕн пĕчĕкрен пăхăнни паха. Шăпах çак вăхăтра ача сывлăхĕ çирĕпленет, вăл тĕрлĕ хускану тума вĕренет. Ача чухне хăнăхайманнине кайран тин алла илме çăмăл мар. Çавăнпах ача сачĕсенче те халĕ кĕçĕннисем сывлăхлă ÿсчĕр тесе тăрăшаççĕ, пĕрмай хускану тутараççĕ, физкультурăпа туслаштараççĕ.

Республикăра та ачасен хушшинче спорта аталантарассине пысăк тимлĕх уйăраççĕ. Çитес виçĕ çулта икĕ ачаран пĕрне спортпа туслаштарасшăн. ЧР Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ачасем çирĕп, сывлăхлă çитĕнччĕр тесен вĕсен умĕнче хамăрăн ырă тĕслĕх пулмаллине те палăртать.

Сывă ачасем — çĕршыв пуласлăхĕ. Анчах вăл хăйне тĕллĕн пулмасть, ăна çирĕплетсех тăмалла, упрамалла. Çак ыйтусене пурнăçлас тĕллевпе Шупашкарти 143-мĕш ача садĕнче шăпăрлан ÿсĕмне шута илсе инноваци технологийĕсемпе анлă усă кураççĕ. Физкультура инструкторĕ Надежда Короткова миçе çул ĕнтĕ «Сывлăх хуçисем» проекта йĕркелесе пырать. Унăн тĕп шăнăрĕ — тĕртĕмсене тĕрлĕ хускану туса çирĕплетесси, хускатасси. Вĕсене тăснă май ачасен кĕлетки пиçĕ пулать. Ку мел лапă ураран та сыхлать, çурăм шăммине те тĕрĕс çирĕплетет.

Стретчинг /тĕртĕмсене тăсни/ ачана йăрăланма çеç мар, хăйне йĕркеллĕ тытма та вĕрентет. Тÿрĕ кăмăла, тасалăха, çирĕплĕхе, чăтăмлăха, тÿсĕмлĕхе хăнăхтарать. Çавна май ача ăс-тăн, кăмăл-сипет енĕпе те аталанать.

Асăннă занятисенче ачасен кăмăлĕ те уçăлать. Вĕсем тĕрлĕ çĕнĕлĕх уçма хатĕр, пĕр-пĕрне алă пама та, пĕрле ĕçлеме те хăнăхаççĕ.

«Эпĕ пĕлекен пĕртен-пĕр ил­ем — сывлăх», — тенĕ пĕр философ. Ачасемпе пĕрле эпир те çакăнпа килĕшетпĕр.

Надежда ТУРИНГЕ,

Шупашкарти 143-мĕш ача сачĕн ертÿçи.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.