Ĕçлĕ çамрăк пурнăçăн чăн çулĕпе пытăр

7 Çĕртме, 2016

Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев эрне пуçламăшĕнчи черетлĕ канашлăва уçнă май «Чăваш Республикин 2017 çулхи тата планпа пăхнă 2018 тата 2019 çулсенчи тапхăрти бюджет политикин тĕп çул-йĕрĕ çинчен» Указа / вăл паянхи номерти 4-мĕш страницăра пичетленет/ алă пусни, Мускаври «Хĕрлĕ лапам» фестивальти Чăваш кĕнеке издательствин экспозицине çĕртме уйăхĕн 3-мĕшĕнче РФ Правительствин Председателĕ Дмитрий Медведев çитсе курни, асăннă тытăм пурнăçлакан пысăк проектсенчен пĕринпе — 4 томлă «Чăваш энциклопедийĕпе» паллашни çинчен пĕлтерчĕ. Палăртма кăмăллă, издательствăн «Чăваш Республикин археологи картти» тата «Чăваш тĕрри — шкулта» кăларăмĕсене «Чи лайăх кĕнеке — 2015» конкурсăн шорт-листне кĕртнĕ.

Михаил Игнатьев хускатнă тепĕр ыйту — шкулсенчи патшалăх аттестацийĕн пĕтĕмлетĕвĕсем: Патшалăхăн пĕрлехи экзаменĕсенчен йĕркене пăснă 40 вĕренекене кăларса янă. Вĕсенчен 8-шĕ — вăтам шкул пĕтерекенсем. Паллах,ăссăрла хăтланни вĕсен малашлăх тĕллевĕсене ура хурать. Çавна май Чăваш Ен Пуçлăхĕ çамрăк ăрăва тивĕçлĕ воспитани парас ĕçре психологин çакнашкал факторĕсем тĕлĕшпе тимлĕрех пулмаллине аса илтерчĕ.

Кун йĕркинчи пĕрремĕш ыйтупа — граждансене сиплев препарачĕсемпе тивĕçтерессине йĕркелессипе — ЧР сывлăх сыхлавĕн министрĕ Алла Самойлова паллаштарчĕ. Вăл палăртнă тăрăх, пĕлтĕр стационарсенче выртакансене вĕсемпе — 1430 миллион, амбулаторисенче сипленекенсене 840 миллион тенкĕлĕх тивĕçтернĕ — çăмăллăхçăсем умĕнчи обязательствăсене туллин пурнăçланă. Кăçал çак тĕллевпе 2100 миллион тенкĕ тăкакламалла, унсăр пуçне федераци бюджечĕ тата 100 миллион тенкĕ ытла уйăрасса кĕтеççĕ.

Юлашки 3 çулта социаллă пулăшу пуххине хирĕçлекенсем сахаланнă май эмеле тÿлевсĕр тивĕçекенсем йышланса пыраççĕ.

Орфанлă чир-чĕрпе нушаланакансем тата 3 çулчченхи ачасем тĕлĕшпе эмел лару-тăрăвĕ çăмăлах маррин сăлтавĕсен хăйнеевĕрлĕх пур. Пĕрремĕшĕсен амакĕ сайра тĕл пулаканни. Ун пек пациентсем республикăра — 38-ăн. Иртнĕ çул вĕсенчен кашнине сиплеме 1 миллион ытла тенкĕ тăкакланă. Пĕчĕккисене илес-тĕк, саккунпа килĕшÿллĕн ашшĕ-амăшĕ мĕнпур эмеле — зеленкăран пуçласа пурнăçа тытса пымашкăн кирли таранчченех— тÿлевсĕр çырса пама ыйтать. Кун пек чухне пăтăрмах сиксе тухма пултаратех.

Çăмăллăхпа усă куракансем валли кирлĕ эмелĕн пысăк пайне централизациленĕ майпа туянаççĕ. Тĕпрен илсен — Раççейри производительсенне /чылайăшĕ Мускавра вырнаçнă, сетьлĕ пысăк компани шутланать/. Хаксене пĕр шайра тытса пыма тăрăшнин эффективлăхĕ курăмлă: ку енĕпе йĕркеленĕ «васкавлă линипе» кăмăлсăрланса шăнкăравлакансем сахалланса пыраççĕ. Пĕлтĕр, тĕслĕхрен, ун пеккисем 152-ĕн кăна пулнă.

Михаил Игнатьев препаратсен пахалăхĕпе интересленчĕ. Министр палăртнă тăрăх, ку енĕпе хальлĕхе кăтартусен пĕрлехи бази çук. Роспотребнадзор управленийĕ вĕсен пахалăхне палăртас тĕллевпе тăтăшах тĕрĕслев ирттерет. Республика Пуçлăхĕ РФ Президенчĕ чĕрепе юн тымарĕсен чирĕпе нушаланакансене эмелпе çур хакпа тивĕçтерме сĕннине пурнăçлас енĕпе хамăр хутлăхра тума палăртнă ĕçсемпе интересленчĕ. Министр çирĕплетнĕ тăрăх, чĕрепе юн тымарĕсен, онкологи чирĕсем енĕпе медицинăн пысăк технологиллĕ пулăшăвне илнĕ хыççăн инвалидсене 50 процентлă субсидипе тивĕçтерес ыйту татса парас тапхăрта кăна. Тăкаксене Раççей Федерацийĕ, Чăваш Республики е медицинăн социаллă страховани фончĕ саплаштарассине хальлĕхе уçăмлатман.

Аптекăсенче, уйрăмах коммерци тытăмне кĕрекеннисенче, спирт хутăшĕ, халăхра фанфурик текеннисем, сутнипе çыхăннă ыйту республика ертÿлĕхне те хумхантарать. Михаил Игнатьев район-хула администрацийĕсен пуçлăхĕсене ку енĕпе тĕрĕслевсем ирттерме ыйтрĕ.

ЧР ĕçлев тата социаллă хÿтлĕх министрĕ Сергей Димитриев 2016 çулта халăха ĕçпе тивĕçтермелли мероприятисене пурнăçлани çинче чарăнса тăчĕ. Паянхи кун тĕлне республикăра официаллă майпа 5456 çынна учета тăратнă. Шута илнĕ ĕçсĕрлĕх шайĕ экономика тĕлĕшĕнчен пуçаруллă халăх йышĕпе шайлаштарсан 0,81 процентпа танлашнă. Çĕрпÿ /0,23 процент/, Муркаш /0,27/ тата Комсомольски /0,28/ районĕсен çитĕнĕвĕсем уйрăмах курăмлă.

Тулли кун йĕркипе вăй хуманнисен хисепĕ республикăри предприяти-организацире 7857 çын шутланать. Çав вăхăтрах 1920 ĕç паракан заявкисемпе 14527 ваканси пушă. Урăхла каласан — ĕç рынокĕнчи кăткăслăх коэффициенчĕ 0,38 процентпа танлашать.

Михаил Игнатьев ĕçлев министрне каникул кунĕсенче çул çитмен çамрăксене вăхăтлăх вырнаçтарассине тивĕçлипе хаклама ыйтрĕ. Çакна вăл ĕçре пиçĕхнĕ çамрăк пурнăçра хăйĕн вырăнне тупма пултарассипе, тÿрĕ çулпа утассипе çыхăнтарчĕ.

Республика кунне паллă тунă тапхăрта Шупашкарта «Раççей регионĕсем — ÿсĕмĕн çĕнĕ мелĕсем» IХ экономика форумĕ иртмелле. ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕн заместителĕ — ЧР экономика министрĕ Владимир Аврелькин çирĕплетнĕ тăрăх, ăна ăçта йĕркелесси тата камсем пухăнасси паллă ĕнтĕ: «Контур» курав центрĕнчи мероприятие Раççейĕн 15 регионĕнчен 600 çын тата 4 ют патшалăх представителĕ хутшăнмалла. Курав фейерверксен фестивалĕпе вĕçленмелле.

Михаил Игнатьев апат-çимĕç блокĕсен ĕçне йĕркелеме палăртнине пĕлесшĕн пулчĕ. Унăн шухăшĕпе, вĕсенче Раççей тата Чăваш çимĕçĕ кăна пулмалла, çамрăксене хамăрăннине тутанса пăхмашкăн май туса памалла: унăн пахалăхне туйччăр, мăнаçланччăр.

ЧР культура министрĕн тивĕ­çĕсене пурнăçлакан Константин Яковлев Раççей кунне, район-хулара ĕçпе юрă тата спорт уявĕсене — Акатуя /Сапантуя/ — ирттерме хатĕрлекен мероприятисене уçăмлатрĕ.

Вăрнарсем Акатуя иртнĕ эрнере уявларĕç, çывхарса килекен канмалли кунсенче тата 17 районта паллă тăваççĕ, Çĕрпÿсем ăна Тихвин ярмăрккипе çыхăнтараççĕ, Элĕксем — Республика кунĕнче. Ĕç çыннин çулталăкĕнче пур район-хулара та ятлă-сумлă маттурсене чысласси тĕп вырăн йышăнĕ. Раççей кунĕнче, паллах, икĕ халăхăн туслăхĕ ĕмĕрлĕх пулнине çирĕплетсе пур çĕрте те шурă-кăвак-хĕрлĕ ялавсем вĕлкĕшĕç.

Валентина СМИРНОВА

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.