Комментари хушас

7 Çĕртме, 2016

Раççей ырлăхĕшĕн ĕçлеме шантарнă

Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Раççей Федерацийĕн Хурал службин Чăваш Республикинчи Ятарлă çыхăну тата информаци центрĕн ĕçченĕсене тата ветеранĕсене професси уявĕпе тата правительствăн хуласен хушшинчи çыхăнăвĕ йĕркеленнĕренпе 85 çул çитнĕ ятпа саламланă.

— Эсир чрезвычайлă лару-тăру тата нацисен хирĕçтăрăвĕ сиксе тухакан вырăнсенче правительство çыхăнăвне йĕркелетĕр. Информацие хÿтĕлесси, патшалăхăн влаç органĕсене информаципе тата информаци технологийĕсемпе тивĕçтересси, вĕсен право информатизацийĕ — çаксем эсир ăнăçлă туса пыракан тĕп ĕç-хĕл шутĕнче, — тенĕ республика Пуçлăхĕ.

Çавăн пекех Михаил Васильевич Раççей Федерацийĕн Хурал службин Чăваш Республикинчи Ятарлă çыхăну тата информаци центрĕн ĕçченĕсем патшалăх управленийĕн ыйтăвĕсене вăхăтра тата тухăçлă татса пани республикăри, çĕршыври обществăпа политика лару-тăрăвĕн тăнăçлăхне упрама пулăшнине палăртнă. Центр пуçлăхĕ Игорь Шайдуллин полковник патшалăх влаçĕн аслă органĕсен тытăмĕнчи çыхăну патшалăх управленийĕн ĕç-хĕлĕн юхăмĕнче тĕп пайсенчен пĕри пулни çинчен каланă. Çавăн пекех вăл Раççей ырлăхĕшĕн малашне те палăртнă тĕллевсене çÿллĕ шайра пурнăçласа пыма шантарнă.

Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев çыхăну тытăмĕнче тÿрĕ кăмăлпа ĕçлесе пысăк çитĕнÿ тунă ĕçченсене патшалăх наградисемпе чысланă.

И.СЕРГЕЕВА

 

Автор: 
Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.