Archive - Нарăс 2016 - Хыпар
февраль 3rd
НАРĂС УЙĂХĔНЧЕ МĔН КĔТЕТ?
Шыв тăкан паллин пĕрремĕш çĕнĕ уйăхĕнче нарăсăн 8-мĕшĕ тухăç календарĕ тăрăх Хĕрлĕ Упăте çулталăкĕ пуçланать. Çак уява нумай çĕршывра анлă паллă тăваççĕ, асăннă кун тĕнчери çынсене ырăлăх, телей сунса кĕлĕ вулаççĕ. Эсир те çак кун шайлашулăхне виçесĕр çисе, алкоголь ĕçсе ан пăсăр. Йĕркене пăхăнни уйăх туличченхи нарăсăн 22-мĕшĕ тапхăрта вăй-халпа энерги çителĕклĕ пухма пулăшĕ. Уйăх вĕçĕ сире ĕмĕтсене пурнăçа кĕртме ятарлă кун парнелĕ.
февраль 2nd
«Хыпар» 13-14 (26923-26924) №№. 2.02.2016
Чăваш Ен ĕçне лайăх хак панă
Çĕнĕ Шупашкарти ЖКХсен парăмĕ капланнă
Ĕмĕт-тĕллев Олимп çÿллĕшне те çĕклĕ
Ĕмĕчĕ пурнăçланасса хытă шанакансене, ăна çывхартма куллен çине тăракансене çитĕнÿ кĕттерместех. Мускавра тăлăхсене пулăшас йÿтĕмпе йĕркеленнĕ «Ырăлăх арифметики» фонд пуçарăвĕпе ÿкернĕ фильмсен ярăмне пысăк экран çинче курнă май çак чăнлăх черетлĕ хут пуçа кĕчĕ. «Ăнăçуллă тăлăхсем: пурнăç кĕрешĕвĕнче» - çакăн пек янăрать документлă фильмсем хатĕрлессипе çыхăннă проект.
Киберултав серепи, е Ăслă технологисен ырлăхĕпе... хăрушлăхĕ
Шупашкарта пурăнакан Анна Михайлова иртнĕ çулхи раштав вĕçĕнче хăйĕн банк карточки çинчи укçа куçнине ĕнентерекен СМС-пĕлтерÿсем илме пăрахнă. Телефон йĕркеллех ĕçлет - мĕн амакĕ? Кайран вара вăл карточка çинче укçа çухалнине пĕлнĕ...
Банк: пирĕн айăп çук!
Трактор вырăнне ĕçлеттересшĕн...
Унччен вăл пирĕн редакцире ĕçлетчĕ - водительте, пăрахса кайрĕ те - халь икĕ алла пĕр ĕç тупнă иккен: дворнике вырнаçнă - тĕп хулари Гладков урамĕнчи нумай хутлă пĕр çурт таврашне тирпейлет. Çав пĕлĕшĕме тĕл пултăм. арăхăвне пытармасть: управляющи компани ертÿçисем ĕçрен кăларса ярассипе хăратаççĕ иккен. Мĕншĕн?
Виççĕмĕш хут шанчĕç
Владимир Николаев Канаш районĕнчи Çĕнĕ Шелттем ял тăрăхĕн пуçлăхĕнче ĕçлеме пуçланăранпа кăрлач уйăхĕнче 12 çул çитрĕ. Çак ялтах çитĕнсе тымар янăскерне вырăнти халăх лайăх пĕлет, унăн ырă та пархатарлă ĕçне пысăка хурса хаклать. 2005, 2010 çулсенчи суйлавра ял тăрăхне кĕрекен Çĕнĕ Шелттемре, Маякра, Çĕнĕ Вăрăмпуçра, Кашкăрçырминче, Кивĕ Шелттемре пурăнакансем уншăн пĕр шухăш-кăмăлпа хăйсен сассине пачĕç. Пĕлтĕр те çак чыса вăлах тивĕçрĕ.