Archive - 9 Нарăс, 2016 - Хыпар

9 Нарăс, 2016

«Хыпар» 17-18 (26927-26928) №№. 9.02.2016

9 Нарăс, 2016

Чыс та мухтав сана, ĕç çынни!

Нарăсăн 5-мĕшĕнче Чăваш патшалăх филармонийĕнче Раççейре - Кино, Чăваш Енре Ĕç çыннин çулталăкĕ уçăлнине халалласа савăнăçлă уяв иртрĕ. Унта Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев хутшăнчĕ, ĕç çыннине сума суса хатĕрленĕ куравпа паллашрĕ, сăмах каларĕ.

9 Нарăс, 2016

Каяшсем, ĕçлев, ГТО...

Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев шăматкун видеоселектор мелĕпе районсемпе хуласен администрацийĕсен пуçлăхĕсемпе канашлу ирттернĕ.

Чи малтанах муниципалитетсенче коммуналлă каяшсене пухса турттарса тухассине йĕркелес ыйтусене сÿтсе явнă. Çутçанталăк ресурсĕсен министрĕ Сергей Павлов паян каяшсене патшалăх реестрне кĕртнĕ ятарлă полигонсене кăна вырнаçтарма юранине аса илтернĕ. Саккунпа килĕшÿллĕн усăллă компонентсем пур каяшсене пытарма юрамасть, малтан вĕсене сортламалла.

9 Нарăс, 2016

Иван МОТОРИН: «Яваплăха хăвăр çине илме ан хăрăр»

«Хыпар» Издательство çуртĕнче республика ертÿçи темиçе хут та пулнă-ха, анчах редакцире икĕ теçетке çул ытла ĕçлетĕп пулин те Чăваш Ен Правительствин пуçлăхĕ «хыпарçăсемпе» уйрăммăн курнăçса калаçма хăнана килнине астумастăп. Иртнĕ эрнекун «Хыпарта» ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕ Иван Моторин пулчĕ.

9 Нарăс, 2016

Чи хаклă парне - пĕчĕк тав сăмахĕ

Чăваш Республикин пиллĕкмĕш суйлаври Патшалăх Канашĕн чи сумлă депутачĕсенчен пĕри - Социаллă политика тата наци ыйтăвĕсемпе ĕçлекен комитечĕн председателĕ

Петр Степанович КРАСНОВ - пирĕн ыйтусене хуравлама, вулакансене хăйĕн çинчен тĕплĕнрех каласа кăтартма килĕшрĕ.

9 Нарăс, 2016

Хăмла отраслĕ чĕрĕлетех!

"Ши! кайрăм, пи! кайрăм... Тупсăмĕ мĕн-ши?" - тесен çитĕннĕ кашни çынах тĕрĕс хуравлать: хăмла. Мĕншĕн тесен ача чухне пурте тенĕ пекех татса курнă ăна. Тупмалли юмаха лайăх астуса юлнă. Хальхи ачасем пĕлмесен те пултараççĕ.

Ĕлĕкех чăваш халăхĕ йывăр ĕç хыççăн пĕрле пухăнса сăмах çăмхи сÿтнĕ май чуна уçма кăпăклă сăра ĕçнĕ. Пахча кĕтессинчи 4-5 вăрăм шалчана асăрханах ĕнтĕ. Çу каçипе симĕс тумпа витĕнеççĕ. Кĕр енне тулса çитнĕ курланкисем лайăх палăраççĕ.

9 Нарăс, 2016

Вячеслав АЛЕКСАНДРОВ: «Тĕп вырăнта - пациент, унăн прависене хÿтĕлесси»

Уявра-мĕнре саламланă чухне те, ахаль чух ыррине калас тесен те çынна чи малтан сывлăх сунатпăр. Чăнах та, сывлăхран хакли çук. Сывлăх çирĕплĕхĕ вара, паллă, сиплев учрежденийĕсем кÿрекен медицина пулăшăвĕн пахалăхĕнчен, шурă халатлă çынсем хăйсен тивĕçне тÿрĕ кăмăлпа пурнăçланинчен нумай килет.

9 Нарăс, 2016

Юрий Артемьев: «Чăнлăх ĕмĕлке ÿкермест - ун çумĕнче суя пытанаймасть»

Чăваш Енри паллă критикпа, литературоведпа, филологи ăслăлăхĕсен докторĕпе, профессорпа, ЧР Патшалăх премийĕн лауреачĕпе, РФ професси енĕпе аслă вĕрентĕвĕн хисеплĕ ĕçченĕпе Юрий Артемьевпа тĕл пулса калаçма пысăк сăлтав пулчĕ. Кăрлачăн 30-мĕшĕнче вăл 75 çул тултарчĕ.

- Юрий Михайлович, эсир - Сиккасси ывăлĕ. Канаш районĕнчи Сиккасси ялĕ пирки «культура утравĕ» теме те пулать. Эсир çак шухăшпа килĕшетĕр-и?

9 Нарăс, 2016

Ырă туни ырăпах таврăнать

Н.Таланцев вăйĕпе çĕкленнĕ больница.

Меценат сăмахпа эпир анлă усă куратпăр. Вăл мĕнпе çыхăннине те чухлатпăр: наукăна, искусствăна аталантарма хăйĕн ирĕкĕпе укçа парса пулăшакан çын.

9 Нарăс, 2016

Сăлтавĕ - браконьерсенче

Шупашкар хĕрринчен Атăлăн сылтăм çыранĕпе хĕвеланăçнелле тăсăлакан вăрман Чулхула облаçĕпе Чăваш Ен чиккинех çитет. Тĕп хулапа Завражнăй хушшинче вăл анлă мар.

Çав саларан сарăлса Шупашкар тавра, В.И.Чапаев ячĕллĕ завод хыçĕпе, Хыркасси-Кÿкеç автотрасса патне тухать. Атăлтан инçе мар Питтикасси, Кипечкасси, Шупашкаркасси, /Шупашкар районĕ/, Катькас /Муркаш районĕ/ ялĕсен тĕлĕнче федерацин М-7 автоçулне çити тăсăлать.

Pages