Комментари хушас

9 Нарăс, 2016

Хăмла отраслĕ чĕрĕлетех!

"Ши! кайрăм, пи! кайрăм... Тупсăмĕ мĕн-ши?" - тесен çитĕннĕ кашни çынах тĕрĕс хуравлать: хăмла. Мĕншĕн тесен ача чухне пурте тенĕ пекех татса курнă ăна. Тупмалли юмаха лайăх астуса юлнă. Хальхи ачасем пĕлмесен те пултараççĕ.

Ĕлĕкех чăваш халăхĕ йывăр ĕç хыççăн пĕрле пухăнса сăмах çăмхи сÿтнĕ май чуна уçма кăпăклă сăра ĕçнĕ. Пахча кĕтессинчи 4-5 вăрăм шалчана асăрханах ĕнтĕ. Çу каçипе симĕс тумпа витĕнеççĕ. Кĕр енне тулса çитнĕ курланкисем лайăх палăраççĕ.

Пурăна-киле çак культурăна пĕр-лешÿллĕ хуçалăхсем пысăк лаптăкра çитĕнтерме тытăннă. Çулсерен пысăк тупăш панăран "симĕс ылтăн" ят панă. Хисеплесе пучахне тăван республикăн, Шупашкар хулин тата Куславкка районĕн гербĕсене кĕртнĕ. Сарă-симĕс тĕслĕ те çыпăçакан шарике - лупулина - пула сăра тăвакансем çеç мар, медицина, фармацевтика, парфюмери, косметика, сăрă-лак промышленноçĕнче те анлă усă кураççĕ.

Хăмла - сивве, шăрăха тÿсĕмлĕ, лиана евĕр явăнса нумай çул ÿсекен паха культура. Ăна валли 6,5-7 метр çÿллĕш шпалер кармалла. Çулçисен пĕтĕмĕшле лаптăкĕ, тунин калăпăшĕ пысăкран, пĕрчĕллĕ культурăпа танлаштарсан тăпраран 3-4 хут ытларах тутлăхлă япала илет. Тухăçĕ тата лупулин шайĕ пысăк пулма культурăна çуллен тулăх апатлантармалла, агротехникăна тĕрĕс те туллин пăхăнмалла. Шел те, ял хуçалăх предприятийĕсен çакна пурнăçлама хальхи вăхăтра вăй çитмест.

"Кăтартăвĕ лайăх та пысăк пахалăхлă пулмасан ĕçе ан та тытăн", - тетчĕ паллакан пĕр председатель. Совет тапхăрĕнче пĕрчĕллĕ удобрени те, тислĕк те ытлашшипехчĕ. Вĕсемпе кирлĕ виçерен чакармасăр усă курнă. "Симĕс ылтăн" çавна пула пысăк тухăç панă, туянакансен кăмăлне тивĕçтернĕ. Хальхинчен темиçе хут нумайрах çитĕнтерсен те йăлтах вырнаçнă.

Раççей ăна 1986-1990 çулсенче /5 çулта/ мĕнпурĕ - 17220, 2006-2010 çулсенче 900 тонна çеç туса илнĕ. Пĕтĕм продукци 20 çул хушшинче 20 хута яхăн чакнă! Гектар тухăçĕ 1986-1990 çç. - 7,6, 2006-2010 çç. 2,4 центнерпа танлашнă, 3 хут ытла сахалланнă. Цифрăсем пăшăрхантараççĕ, шухăшлама хистеççĕ.

Çĕршывра хăмлана пирĕн республикăсăр пуçне Алтай тăрăхĕнче, Рязань облаçĕнче, Удмурт, Мордва республикисенче туса илеççĕ. Чăваш Ен тĕп регион шутланать. Унăн тÿпи Раççей Федерацийĕн продукци калăпăшĕнче, çулпа çул пĕр килменрен, улшăнса тăрать. 1976-1980 çулсенче /5 çулта/ Раççейре пурĕ - 15165, Чăваш Енре 10275 тонна /67:/ пуçтарнă.

1996-2000 çулсенче - РФ - 4200, ЧР - 41200 т /98:/. Экспертсем Чăваш Республики Раççей туса илекен хăмлан тÿпинче вăтамран 80-90: йышăннине çирĕплетеççĕ.

2009 çулта тĕнчере 110 пин тонна типĕ хăмла пуçтарса илнĕ, вăл шутра АПШра - 42,9, Германире - 31,3, Китайра - 25, Европăри çĕршывсенче - 12-18 ц. Куртăмăр ĕнтĕ, чикĕ леш енче курăмлă ĕç пырать, мĕншĕн тесен ял хуçалăх аталанăвĕшĕн нухрат шеллемеççĕ. Раççейпе танлаштарсан уйрăмлăх çĕрпе пĕлĕт пекех. Акă мĕншĕн сăра тăвакан предприятисем ют çĕршыв таварне ытларах кăмăллаççĕ.

Раççей Президенчĕ Владимир Путин - Федерацин Пухăвне, Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ЧР Патшалăх Канашне янă Çырăвĕсенче ют çĕршывсен куçĕнчен урăх пăхас марччĕ, импорта улăштаракан тавара хамăр патăмăртах çителĕклĕ туса илесчĕ текен шухăша çирĕппĕн палăртнă. Апла пулсан "симĕс ылтăна" Чăваш Енре çине тăрса çитĕнтермелле. Çакна пурнăçлама тепĕр сăлтав та хистет. Хăмлана тĕнчери 23 çĕршывра туса илсен те унăн лаптăкĕсем 1991 çултанпа чакма тытăннă. 21 ĕмĕр пуçламăшĕнче 36,9: сахалланнă. Пĕлтĕр тухăçĕ япăх пулнăран калăпăшĕ татах пĕчĕкленнĕ. Потребительсене вара тавар яланхи чухлех кирлĕ. Апла пулсан хăмла отрасльне республикăра мĕншĕн çĕнĕрен чĕртес, май пуррипе усă курас мар?

Анчах ырă шухăша пурнăçа кĕртме ку чухне çăмăл мар. Хăй вăхăтĕнче Сĕнтĕрвăрри, Куславкка, Çĕрпÿ, Етĕрне, Вăрнар, Вăрмар районĕсенчи хуçалăхсем çак культурăран пысăк тупăш илнĕ. Халĕ те темиçешĕ пурнăç таппинчен юласшăн мар. Етĕрне районĕнчи "Ленинская искра" колхоз йывăрлăха пăхмасăр 2008 çулта Чехире туса кăларнă хăмла татакан ПТ-15 çĕнĕ комбайн туяннă. Вăл ĕçе хăвăртлатать, çухатусăр пухса илме май парать. Пĕлтĕр Çĕрпÿ районĕнчи Чăваш ял хуçалăх ăслăлăх-тĕпчев институчĕ 11,29 гектар çинчен 21 тонна типĕ продукци илнĕ, тухăçĕ те аван, Европăри çĕршывсенчен лайăхрах. Тата 8 ял хуçалăх предприятийĕн хăмла пахчи хуçасăр. Нумай çул пăхманран чир-чĕр ерет, хурт-кăпшанкă ĕрчет. Тăпрана лайăх сыватмалла. Пысăк тухăç паракан паха сортлă калча çеç лартмалла. Унсăрăн ĕçе пуçăннин усси çук.

Пĕтĕмĕшле илсен лару-тăру юлашки 20 çулта йывăрланнă. Лаптăк - 5, продукци калăпăшĕ 9 хут чакнă. Тухăç калама çук пĕчĕкленнĕ. Пахалăх пирки каламалли те çук. Сăра завочĕсем гранулăпа е экстрактпа усă кураççĕ. Чăваш хăмли вара рынока хăй хальлĕн тата пресланă таварпа тухать. Республикăра 2 предприяти кăна, çитменнине пĕчĕк калăпăшпа, гранула хатĕрлет. Экстракт тума вĕренмен-ха. Хăмлана Комсомольски районĕнчи пысăках мар "Кооператор" сăра завочĕ туянать. Ыттисем, çĕршыври пысăк предприятисем пекех, - чикĕ леш енчен.

Отрасле кризисран кăларас ыйту патшалăхри пысăк пуçлăхсене те шухăшлаттарать. 3 çул каялла ЧР Патшалăх Канашĕн ларăвĕнче чĕртавара тирпейлесе çеç /гранула, экстракт/ сутма сĕннĕ. Хресченсем капланнă ыйтăва патшалăх влаçĕн органĕсем хутшăнмасăр, тĕллевлĕ программа йышăнмасăр хăйсем тĕллĕнех татса параймĕç. Тĕрĕссипе, ЧР Ял хуçалăх министерстви "симĕс ылтăн" çитĕнтерекен предприятисене пулăшас тĕллевпе 2013-2016 çулсем валли ятарлă программа йышăннă. Ăна пула кăтартусем палăрмаллах ÿсмелле пек те, финанс йывăрлăхне пула палăртнин пысăк пайĕ хут çинче юлас хăрушлăх пур.

Раççей хăмлин 90: Чăваш Енре туса илнине, пулăшу кирлине РФ Ял хуçалăх министерствинче лайăх пĕлеççĕ. Пĕлтĕр юпа уйăхĕн 30-мĕшĕнче "Шупашкар-Арена" пăр керменте республикăри хăмла ăстисен анлă канашлăвĕ иртрĕ. Унта Мускав хăнисем те хушăнчĕç, "симĕс ылтăн" çитĕнтерекенсене пулăшма шантарчĕç. Пăр тапранчĕ темелле. Çулталăкрах улшăнусем пулаймĕç-ха, анчах 3-5 çул хушшинче отрасль кăштах та пулин çĕкленессе шанас килет.

Ларăва хутшăннисен шухăшĕпе, республикăра чи малтан хăмла туса илекенсен кластерне туса хумалла. Ăна бизнес представителĕсен, ăслăлăх пĕрлĕхĕн, влаçпа эксперт канашĕн ертсе пымалла. Кластера аталантарма Раççейре, тĕнчере пухăннă паха опытпа анлă усă курмалла.

Валентин ГРИГОРЬЕВ

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.