Космонавт пулмасан та патриот... пулмаллах!

9 Нарăс, 2016

Сĕнтĕрвăрри районĕнчи Шуршăл ялне пырса кĕмессерен икĕ туйăм тыткăнне лекетĕп. Пĕри - çак тăрăхра чăвашсене тĕнчипе чапа кăларнă мухтавлă ентешĕмĕрпе Андриян Николаевпа мăнаçланни. Тепри - республика çыннисемшĕн Мекка евĕр пулмалли хутлăх, хăйĕн ĕмĕрĕнче таçти кĕтесрен те хăнасене йышăннăскер, чăвашсен ытти нумай ялĕнчен нимĕнпех те уйрăлса тăманнинчен тĕлĕнни. Кунта пурăнакансем сăпайлăхĕпе, тараватлăхĕпе, тăван кĕтесе чунтан юратнипе вара чăннипех те уйрăлса тăнине пĕрре мар сиснĕ. Çакăн пирки хăйсене каласан Шуршăлти А.Г.Николаев ячĕллĕ вăтам шкул директорĕн воспитани енĕпе ĕçлекен заместителĕ Нина Николаевна Львова: "Урăхла пулма та пултараймасть: эпир - Шуршăлсем вĕт. Пире пăхса пĕтĕм чăваша хаклаççĕ", - тенĕччĕ. Нумаях пулмасть шкулпа паллашнă май çакнашкал каланин тĕрĕслĕхĕ пирки темиçе хутчен те шухăшласа илтĕм.

Куçран пăхса ăнлансан

Паллă çын çуралнă тăрăха республикăра пурăнакансем кăна мар, çĕршывăн тĕрлĕ хутлăхĕнче тĕпленнĕ граждансем те сăнасах тăраççĕ. Çавăнпах Шуршăл шкулĕнче вĕрентекенсемпе вĕренекенсем те самана таппипе тан пыма, кирек хăçан та, кирек ăçта та пуçаруллă пулма ăнтăлаççĕ. Республикăри вĕренÿ тытăмĕнчи хыпарсемпе Интернет уçлăхĕнче паллашсах тăнă май Шуршăлсен ятне асăннине час-час асăрхатăп.

Хамăн сăмаха çирĕплетекен тĕслĕх-и? Акă ЧР Вĕренÿпе çамрăксен политикин министерстви 2016 çулта Чăваш Республикин Пуçлăхĕн стипендиачĕ пулса тăнисен списокне сетьре вырнаçтарчĕ. Шуршăл вăтам шкулĕнче вĕренекенсем харăсах виççĕн çав списокра: Александр Комаров, Максим Отиков, Михаил Иванов. Вунпĕрмĕш класра пĕлÿ пухакан каччăсем вĕренÿре, ăслăлăх-тĕпчев ĕçĕнче, спортпа общество пурнăçĕнче хастар пулнипе çакнашкал чыса тивĕçнĕ те ĕнтĕ.

Чăн та, ачасен пултарулăхĕ аталансах пырасси шкулта условисем пуррипе тÿрремĕнех çыхăннă. Пĕлÿ паракан учрежденин пурлăхпа техника никĕсĕ пуянни - пĕрре, çапах пуринчен ытла вĕренÿ предмечĕсене тарăннăн ăса хывма учительсен профессионаллăхĕ витĕм кÿрет. Ку ретре чи малтан квалификаци аслă категориллĕ педагогсене асăнмалла: шкулăн хальхи ертÿçи, биологи вĕрентекенĕ Елена Егорова, физикăпа пĕлÿ паракан Эльвира Карпова, вырăс чĕлхи учителĕ Альбина Алексеева. Вĕсем хăйсем те пĕлĕвне тарăнлатсах пырассишĕн çунаççĕ, çамрăк вĕрентекенсемшĕн ырă тĕслĕх пулса тăраççĕ.

Çамрăксем тенĕрен, кадрсен йышĕнче вĕсем те сахалах мар. Ăсталăх туптас енĕпе çине тăни хăйĕн "çимĕçне" паратех. Пĕлтĕрхи ППЭ кампанийĕн кăтартăвĕсем вырăс чĕлхипе тата литературипе иртнĕ экзаменра выпускниксен хушшинче 90-92 балл пухнисем пулни çинчен çирĕплетеççĕ. Çакăн пек çитĕнÿре Ольга Ефимовăн, вырăс чĕлхипе литературин çамрăк вĕрентекенĕн /хĕр амăшĕн Галина Порфирьевнăн професси çулĕпех утать/ тÿпи пысăкки иккĕленÿсĕрех паллă. Шкул ертÿлĕхĕ географи предметне тăрăшса вĕрентекен Анастасия Тарасова ĕçĕпе те кăмăллă. Асăннă предмет космонавт ячĕллĕ шкулта самай пĕлтерĕшлĕ вырăнта тăни куçкĕрет.

 

10 çулта - 5 çăлтăр!

Уроксем, паллах, кирек хăш вĕренÿ организацийĕнчи пекех - тĕп вырăнта, анчах Шуршăл шкулĕ республикăра класс тулашĕнчи пурнăçĕпе ытларах палăрса тăрать. Хушма занятисенче ачасен хăйсен çутçанталăк панă пултарулăхне амалантарма май пур. Çак тĕллевпе шкулта темиçе тĕрлĕ кружок, спорт секцийĕсем ĕçлеççĕ. Космонавтикăпа çыхăнни те пур: авиамоделировани ушкăнне технологипе ÿкерÿ предмечĕсен вĕрентекенĕ Николай Семенов ертсе пырать.

Республикăра темиçе шкулта çамрăк космонавтсен отрячĕ ĕçлет. Вĕсенчен чи малтан йĕркеленнисен йышĕнче - Шуршăл шкулĕн отрячĕ. Шкул ятне çÿле çĕклекен маттурсем пурте - унта.

- 2005 çулта республикăра пуçласа çамрăк космонавтсен отрячĕсен фестивальне ирттерме шухăшларĕç. Çав тери нумай çынна йышăнтăмăр хамăр пата. Çакнашкал яваплă массăллă мероприятисенче шкул коллективĕ тата çирĕпленет. Хаклă сумлă хăнасем мĕн чухлĕн килеççĕ - пурне те пăхмалла вĕт. Айккинче пăрăнса юлни килĕшÿллĕ мар, çакна пирĕн учительсемпе вĕренекенсем ăнланаççĕ. Пĕрремĕш фестиваль вăхăтĕнчех 4 ăсталăх класĕ ирттерме мехел çитертĕмĕр. Конкурссем йĕркелерĕмĕр, вĕсене пăхса-сăнаса отрядсене хакларĕç. Сăмах май, фестиваль пĕтĕмлетĕвĕ тăрăх отрядсене 4 категорипе хаклаççĕ. Чи нумай балл пухнă отряд "Çăлтăра" тивĕçет. Çапла вунă фестиваль витĕр тухса Шуршăлсен "Восток" отрячĕ "Çăлтăр" ятне 5 хутчен илме пултарчĕ. Çамрăк космонавтсен ушкăнĕнче çак тапхăрта пурĕ 300 ача пулчĕ. Вĕсем космоса çул хывакансем пулса тăмĕçин, анчах хăйсен умне тĕллев лартса ăна пурнăçлама ăнтăлакан, çĕршыва юратакан граждансем пулса çитĕнесси пирки пĕртте иккĕленместĕп, - шкул ертÿçин воспитани енĕпе ĕçлекен заместителĕ Нина Львова каласа панинчен Сĕнтĕрвăрри районĕн асăннă тăрăхĕнче патриотлăх тивĕçлĕ вырăнта пулни сисĕнет.

Шкулти кружоксен хушшинче авиамодельсем ăсталама вĕрентекенни - курăмлă вырăнта. Унта çÿрекенсем вĕренÿ çулĕ тăршшĕпех вĕçекен кÿлепесем янтăлаççĕ - чи ансаттисенчен пуçласа кăткăс та капашлисем таранчченех. Ăнăçлă модельсене республикăри конкурссене тăратаççĕ, малти вырăнсене йышăнаççĕ. Пĕлтерĕшлĕ çак саманта та асăрхаса хăварам: кăсăк кружока теветкеллĕх ушкăнĕнчи е кăткăс лару-тăрури çемьере çитĕнекен ачасене явăçтарма тăрăшаççĕ. Нина Николаевна шухăшĕпе, вĕрентекен вĕсен чĕрине чĕртме пултарчĕ-тĕк - çитĕнÿ пулатех. Вăл сăнанă тăрăх, шăпах тимлĕхрен вĕçертме юраман ачасен ĕçĕсем ăнăçлăрах та пулаççĕ-мĕн.

 

Чунпа яланах вĕçевре

Çамрăк космонавтсен отрядне йĕркеленĕ май ачасен пĕлÿ шайне - физикăпа, астрономипе - ÿстересси те тĕп ыйтусен ретĕнче пулнă. Ку енĕпе çак предметсен вĕрентекенĕн Эльвира Карповăн тÿпи пысăк пулнине палăртрĕ шкул ертÿлĕхĕ. "Восток" отрядăн ертÿçине те ахальтен мар ăнах суйланă. Республикăри çакнашкал отрядсем хăйсен борт журналне çырса пыраççĕ, Шуршăлсен вăл яланах - чи лайăххи!

- Кирек мĕнле çĕнĕ пуçарăва пурнăçа кĕртме пикеннĕ чухне те коллективра пĕр-пĕрне ăнланса пыни пулăшать. Ачасем аслисен сăмахне хисепе хуни хавхалантарать. Шутласан - пĕрле аталанса, чăрмавсене парăнтарса пыратпăр вĕт. Мĕн чухлĕ мероприяти йĕркелетпĕр вĕренÿ çулĕ тăршшĕнче! Пĕри ăнăçлă иртсен теприне пысăк хастарлăхпа хатĕрленме тытăнатпăр. Вăхăт шунине сисместпĕр те. Ачасем çав хушăра хăйсен умне тĕллев лартса ăна пурнăçлама ăнтăлмашкăн хăнăхаççĕ. Воспитани тенин пĕлтерĕшĕ çакăнта ĕнтĕ вăл, - чăн-чăн педагогăн Нина Львовăн калаçăвне итлесе тăранаймăн.

Ачасен çитĕнĕвĕсем тенĕрен, вĕсем шăпах хăйсен профессине чунпа парăннă вĕрентекенсем çул çитменнисем тĕлĕшпе пĕрчĕн-пĕрчĕн ăс, пултарулăх хывса пынипе пулаççĕ мар-и? Кăçалхи стипендиатсенчен пĕри Саша Комаров, тĕслĕхрен, хăй тĕллĕн талпăннипех 2015 çулта Раççей шайĕнчи "Дорога в космос" проекта хутшăнма мехел çитерĕччĕ-и? Пултаруллă ачасем валли Мускав çывăхĕнче йĕркеленĕ çуллахи шкул йышĕнче пулни кĕç-вĕç аттестат илекен çамрăкăн тавракурăмне тата анлăлататех, малашлăх çулне суйласси пирки шухăш-кăмăлне çирĕплетме витĕм кÿретех. Вăл аслă пĕлÿ илме хăй ĕмĕтленнĕ заведени алăкне уçрĕ-тĕк унăн савăнăçне шкулти миçе вĕрентекенĕ пĕрле пайлĕ! Чăн вĕрентÿçĕн чунĕ çапла: вĕренекенĕн ÿсĕмĕсемпе хавхаланса вĕçет вăл.

Ирина ПУШКИНА

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.