Вĕренÿ

Кăçал Республика кунĕ Шупашкарта пурăнакан çынсен асĕнче чылайлăха юлĕ. Уявра икĕ ача сачĕ уçăлĕ.

Пĕри — «Çĕнĕ хула» микрорайонта, унта 160 шăпăрлан валли вырăн пулĕ. «Садовый» микрорайонти çĕнĕ садике вара 240 ача çÿреме тытăнĕ. Ку кăна мар, Хула кунĕнче те çĕнĕ садиксем хăйсен алăкĕсене уçĕç. Ку савăнăç «Радужный» микрорайонта тата Алкеш поселокĕнче пурăнакансене пырса тивĕ.

Çăва тухрăмăр. Шкул ачисен чи вăрăм каникул пуçланчĕ. Шкул ÿсĕмне çитмен ачасем те ку вăхăтра аслăрах тусĕсене кура килте е аслашшĕ- асламăшĕ, кукашшĕ-кукамăшĕ патĕнче канасшăн. Çавна май садиксем те çулла çурма пушă. Юсав ĕçĕсем ирттерме шăпах меллĕ кун пек чухне. Юсав тени вара юлашки вăхăтра шкул-садик ертÿлĕхĕпе ĕçченĕсене кăна мар, ашшĕ-амăшне те пырса тивет.

Пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан шкулсенче тăххăрмĕш тата вунпĕрмĕш классенче вĕренекенсемшĕн яваплă кунсем пуçланаççĕ — патшалăхăн пĕтĕмлетÿллĕ аттестацийĕ витĕр тухмалла. Тăххăрмĕшсен пĕрремĕш экзаменĕ — çу уйăхĕн 25-мĕшĕнче, вăтам шкул пĕтерекенсен — çу уйăхĕн 29-мĕшĕнче. Патшалăх экзаменĕсен кăçалхи кампанийĕнче мĕнле çĕнĕлĕхсемпе уйрăмлăхсем пулассине паян Чăваш Республикин вĕренÿпе çамрăксен политикин министерствинче иртнĕ пресс-конференцире сÿтсе яврĕç.

Паян Чăваш патшалăх гуманитари ăслăлăхĕсен институтĕнче "Пĕтĕм чăваш диктанчĕ - 2017" акцин йĕркелÿ комитечĕн ларăвĕ иртрĕ. Унта диктант текстне палăртрĕç. Кăçалхи тĕрĕслеве хутшăнакансем Геннадий Волков этнопедагогăн хайлавĕсенчен пĕрне (ячĕ хальлĕхе вăрттăнлăх пултăр) суйларĕç. Сăмах май, гуманитари ăслăлăхĕсен институчĕн ертсе пыракан ăслăлăх ĕçтешĕ Геннадий Дегтярев тепĕр текст та - Андриян Николаев космонавт хăйĕн хĕрне, Аленăна, пиллесе каланине - сĕнчĕ. Анчах пунктуаципе орфографи тĕлĕшĕнчен ансат тесе ăна илес темерĕç.

Pages

Subscribe to Вĕренÿ