Çамрăксем тăван тăрăхрах юлччăр

10 Çĕртме, 2019

Çамрăксене хăйсем çуралса ÿснĕ регионтах хăварас тесен мĕн тумалла? Шăпах çак ыйтăва сÿтсе яврĕç паян И.Н. Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетĕнче.

Асăннă темăпа йĕркеленĕ дискуссин эксперчĕсем федерацин Çамрăксен ĕçĕсен агентствин ертÿçи Александр Бугаев, Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев, Чăваш Енри аслă шкулсен ректорĕсен канашĕн председателĕ, ЧПУ ректорĕ Андрей Александров пулчĕç. Ертсе пыраканĕ — РФ Патшалăх Думин депутачĕ Алена Аршинова.

Сумлă хăнасем малтан аслă шкулпа паллашрĕç. Спорт залне кĕрсе курчĕç. Хĕрарăмсен «ЧГУ-Атланта» баскетбол командин тата ЧПУн чирлидинг енĕпе «Power» пĕрлештернĕ командин кăтартуллă номерĕсене пăхрĕç. «ЧГУ-Атланта» Раççейри чи вăйлă студентсен командисен йышне кĕрет. «Power» Раççей шайĕнчи ăмăртусенче пĕр хутчен çеç мар чемпион ятне тивĕçнĕ.

Унтан хăнасем аслă шкулăн Физика-математика пĕчĕк факультетĕн аудиторийĕнче пулчĕç. Ăна «Илме май пур хушма пĕлÿ парасси» приоритетлă проектпа килĕшÿллĕн РФ Вĕрентÿпе наука министерствин федераци гранчĕн укçипе-тенкипе усă курса уçнă. Физикăпа тата математикăпа кăсăкланакан ачасем кунта канмалли кунсенче çÿреççĕ, пĕлĕвне тарăнлатаççĕ. Вĕсен шучĕ çулран-çул ÿссе пырать.

Чăваш патшалăх университетĕнче вĕренекен студентсем вĕренÿре те маттур, общество пурнăçне те хастар хутшăнаççĕ. Вĕсем хатĕрленĕ 15 проект Пĕтĕм Раççейри çамрăксен проекчĕсен конкурсĕнче палăрнă, гранта тивĕçнĕ. Проект командисен хастарĕсем хăнасене хăйсен ĕçĕсемпе кĕскен паллаштарчĕç: «Донор юнĕ пурнăç парнелет», «Çăлмашкăн кашниех пултарать», «Тавах эсĕ пурришĕн!», «Вожатăйăн пĕлмелле» тата ытти те. «Тавах сире пирĕн проектсене пурнăçа кĕртме пулăшнăшăн!» — терĕ 2018 çулта федерацин Çамрăксен ĕçĕсен агентствин грант пулăшăвне тивĕçнĕ «Эпир пĕрле!» проектăн авторĕ Елена Федорова. Александр Бугаев вара студентсене кăсăклă проектсемшĕн тав турĕ, пушă вăхăтне усăллă ирттернине ырларĕ. «Эсир ыттисене ырă тĕслĕх кăтартатăр, хавхалантаратăр», — терĕ.

Дискусси онлайн мелĕпе — федерацин Çамрăксен ĕçĕсен агентствин тата Чăваш патшалăх университечĕн «Контактра» социаллă сетьри ушкăнĕсене трансляцилесе — иртрĕ, çавна май унта ытти регионти çамрăксем те хутшăнма, экспертсене ыйтусем пама пултарчĕç. «Росстат кăтартăвĕсем вунă çулта Раççейре шалти миграци хăвăртлăхĕ икĕ хут ÿснине çирĕплетеççĕ: 2006 çулта 1,9 миллион çын пурăнмалли вырăна улăштарнă пулсан, 2011 çулта — 3 миллион, 2016 çулта — 4,2 миллион. Ытларах чухне çамрăксем пысăк хуласене туртăнаççĕ. Вĕсене хăйсен тăван регионĕнчех хăварас тесен мĕн тумалла? Паян çак ыйтăва сÿтсе явăпăр», — пĕлтерчĕ Алена Аршинова модератор калаçăва пуçланă май.

Александр Бугаев çамрăксенчен нумайăшĕ пысăк хуласене вĕренме кайнине, специальноç илсен вара унтах юлма тăрăшнине палăртрĕ. Халĕ интернетпа çыхăннă çĕнĕ профессисем тата специальноçсем «çурални», çавна май тĕнчен кирек хăш кĕтесĕнчен те ĕçлеме май пурри, малашне ĕç рынокĕ те улшăнасси çинче чарăнса тăчĕ.

«Ку тема влаç органĕсемшĕн те, çамрăксемшĕн хăйсемшĕн те актуаллă. Хĕрсемпе яшсен пысăк пайĕ урăх çĕре кайса вĕренме хирĕç мар. Çав хушăрах республикăри аслă шкулсенчи условисем те лайăхланса пыраççĕ, вĕсене хальхи йышши оборудованипе пуянлатаççĕ, çакна шута илсех аслă пĕлÿ кунтах илес текен те сахал мар», — терĕ Чăваш Ен Пуçлăхĕ.

Çак сăмахсене Пĕтĕм тĕнчери XXIX хĕллехи Универсиада чемпионки Лана Прусакова та çирĕплетрĕ: «Эпĕ Чăваш патшалăх университетĕнче вĕренетĕп. Кунта килĕшет мана, пĕлĕве тарăнлатма кирлĕ пĕтĕм услови пур. Манăн тренер та кунтах. Çавăнпа пысăк хуласене каяс теместĕп». «Раççей студентсен пики» ята 2018 çулта çĕнсе илнĕ Полина Яковлева та ку шухăшпа килĕшет.

Экспертсене зала пухăннисем тĕрлĕ ыйту пачĕç. Унсăр пуçне ыйтусем Чулхула облаçĕнчен тата Уссурийск хулинчен пулчĕç. «Яланах хальхи пекех хастар пулăр! Хамăрăн юратнă çĕршыва лайăхлатма тăрăшăр!» — терĕ çамрăксене сыв пуллашнă май Александр Бугаев.

www.hypar.ru

Рубрика: 

Комментари хушас