Вĕренÿ: «Кĕме юрамасть. Карантин»

31 Кăрлач, 2020

Паян республикăри катастрофа медицинин тата васкавлă медпулăшу центрĕн специалисчĕсем коронавирус ернĕ пациента пулăшу парас тĕлĕшпе вĕренÿ ирттерчĕç.

Шупашкарти 1-мĕш клиника больницине пĕр «пациент» сипленме пынă. Унăн ÿт температури ÿснĕ тата вăл хытă ÿсĕрнĕ. Терапевт йышăннă хыççăн вăл нумаях пулмасть Китайри Ухань хулинчен таврăнни паллă пулнă. Çивĕч лару-тăрăва шута илсе специалист медицина катастрофисен тата васкавлă медицина пулăшăвĕн центрĕнчен оперативлă ушкăна чĕнсе илет. «Пациента» пирĕн умра ятарлă наççилккăпа тата ятарлă автомобилпе васкавлă медицина пулăшăвĕн больницине уйрăм палатăна илсе кайрĕç. Хулан 1-мĕш клиника больницинчи пÿлĕмсене тасатма пикенчĕç. Вĕренÿ вăхăтĕнче чирлисене поликлинкăна кĕме чарчĕç. «Кĕме юрамасть. Карантин», - тесе çырса çапрĕç. Вĕренÿ вĕçленсен больница йăлана кĕнĕ йĕркипе ĕçлерĕ. Телее, паян Раççейре коронавируспа чирлекенсене шута илмен. Сыхланни вара чармасть.

www.hypar.ru

Роза ВЛАСОВА. Автор сăн ÿкерчĕкĕсем.

Рубрика: 

Комментари хушас