Archive - 16 Нарăс, 2016 - Хыпар

16 Нарăс, 2016

«Капкăн» журналăн кăçалхи 2-мĕш номерĕ кун çути курчĕ

«Капкăн» журналăн кăçалхи 2-мĕш номерĕ кун çути курчĕ. Хуплашкана Николай Никифоровăн «Ĕç çынни çулталăкĕ!» карикатурипе илемлетнĕ. Иккĕмĕш страницăра илемлĕ ÿкерчĕк тата "Хыпар-хăнар, сас-хура" кулăш ярăмĕ пур. Виççĕмĕш страницăра - "Кулăшпи тухтăр канашĕсем".

"Çар çыннисем шÿтлеççĕ" ярăм салтак кулăшĕпе савăнтарать. Номерте Николай Ишентейĕн "Янтти Кайăкпа ăнман Йытă" юптарăвĕ тата Вениамин Смеловăн "Наоборотла поэт" кулăшĕ вырăн тупнă.

"Пурнăç ÿкерчĕкĕсем", "Савăнма сăлтав кирлĕ", "Те кулмалла, те йĕмелле" рубрикăсенче сире интереслĕ материалсем кĕтеççĕ.

Çавăн пекех кунта Л. Саринен "Ăслă путек" тĕрленчĕкне вырăн панă. Кроссворд тата илемлĕ ÿкерчĕксем пур.

16 Нарăс, 2016

Янтти Кайăкпа ăнман Йытă

Николай ИШЕНТЕЙ
Юптару
 
Янтти Кайăкпа ăнман Йытă
«Эп кам? Çунатлăскер! Влаç чысĕ эпĕ!
Мана пур Тӳресен Тӳри шанатăп терĕ», -
Каппайнă тет пĕр Кайăк.
Мухтаннăшăн кам тутăр айăп?
Инкек - урăххинче:
Кун-çул çаврăмĕнче
Ăсне-мĕнне пĕлмесĕрех ăна лартаççĕ пуçлăха:
«Çунатлă тăк - çĕкле кайри хуçалăха!»

16 Нарăс, 2016

«Хыпар» 21-22 (26931-26932) №№. 16.02.2016

16 Нарăс, 2016

Ватти те, вĕтти те йĕлтĕрпе чупрĕç

Республикипе старта 56 пин çын тухрĕ Вырсарникун пĕтĕм çĕршывĕпе «Раççей йĕлтĕр йĕрĕ» ăмăрту иртрĕ. Чăваш Енре пурăнакансем те йĕлтĕр çине тăчĕç.

ЧР Спорт министерствин пресс-служби пĕлтернĕ тăрăх - чупăва 26 районпа хулара 56 пин йĕлтĕрçĕ хутшăннă.

16 Нарăс, 2016

«Эсир республика мăнаçлăхĕ...»

2016 çула Чăваш Енре Ĕç çыннине халалланă май республика ертÿлĕхĕ тĕрлĕ отрасльте тăрăшакан чăн-чăн профессионалсене çулталăк тăршшĕпе чыслама палăртать.

16 Нарăс, 2016

«Паянхи каччăсем сирĕн паттăрлăхăрпа хавхаланаççĕ»

Вунă çула тăсăлнă вăрçă вĕсемшĕн 1989 çулхи нарăс уйăхĕн 15-мĕшĕнче вĕçленнĕ: çав кун совет çарĕсен юлашки ушкăнĕ тулли экипировкăпа, техникăпа патшалăх ялавĕ айĕнче Афганистан чикки урлă каçса тăван çĕре кĕнĕ. Колонна хыçĕнче çар командующийĕ Борис Громов генерал-майор машини пынă.

16 Нарăс, 2016

Кăтартусене лайăхлатма вăхăт

ЧР ял хуçалăх министрĕ Сергей Артамонов, Патшалăх Канашĕн депутачĕ Владимир Свешников, юстици министрĕн заместителĕ Ирина Семенова Йĕпреç тăрăхне çитсе курчĕç. Вырăнти çăкăр завочĕн производствипе, районăн социаллă пурнăçĕпе экономика аталанăвĕн 2015 çулхи пĕтĕмлетĕвĕпе тата кăçалхи тĕллевĕсемпе паллашрĕç.

16 Нарăс, 2016

Çичĕ пăхаттире ÿстерме 17-шер çăкăр пĕçернĕ

Комсомольски районĕнчи Çĕнĕ Мăратра пурăнакан Павловсем эпĕ çитнĕ тĕле килти хушма хуçалăхри ĕçсене пуçтарнăччĕ ĕнтĕ. Выльăх-чĕрлĕхе апатлантарнă, тислĕк тасатнă, ĕнесене сунă... Çемье пуçĕ Василий Федорович çĕнĕ хыпарсемпе паллашас тĕллевпе хаçат тытнăччĕ, кил хуçи хĕрарăмĕ Зинаида Ивановна тĕпелте кĕштĕртететчĕ.

Pages