Комментари хушас

16 Нарăс, 2016

Янтти Кайăкпа ăнман Йытă

Николай ИШЕНТЕЙ
Юптару
 
Янтти Кайăкпа ăнман Йытă
«Эп кам? Çунатлăскер! Влаç чысĕ эпĕ!
Мана пур Тӳресен Тӳри шанатăп терĕ», -
Каппайнă тет пĕр Кайăк.
Мухтаннăшăн кам тутăр айăп?
Инкек - урăххинче:
Кун-çул çаврăмĕнче
Ăсне-мĕнне пĕлмесĕрех ăна лартаççĕ пуçлăха:
«Çунатлă тăк - çĕкле кайри хуçалăха!»
 
Вĕр-çĕнĕ пуçлăх хушнипе ĕç вĕреме пуçлать -
Мĕн урлă выртаканĕ тăрăх çаврăнать.
Хĕрӳ сăмах янрарĕ уççăн:
«Шӳт мар ку - революци!»
 
Ертӳçĕ пуласси те парне мар.
Пĕри ĕçлет вăйран кайса, тепри ханттар.
Йыша кура тыт кашăк-çăпала,
Анчах «влаç чысĕн» мелĕ урăхла:
Пĕрремĕш вырăнта - пуш параппан!
Çавна пула пĕр чĕптĕм улшăну пулман,
Ĕç-пуç та малалла кайман.
 
Çапах та пуçлăх манас çук хăйне:
Пуçтахланса мул-пурлăха куçарнă йăвине.
Йытта тăратнă хурала вăл сых ятне.
 
Пурне те йăлт курса пĕлен Тӳре,
Пур шанăçа кăларманран тӳрре,
Хăтарнă Кайăка ăш вырăнтан -
Пайти сахал шоуменран!
Ертӳçĕ мар ку – Çум çакки,
Пуш параппан тӳнкки.
 
Камитçĕ парăнман,
Пăнтăртатмашкăн чарăнман.
«Çӳлти хуçа, сана вĕçсе кăтартăп-ха кĕçех
Çут уйăхран та çӳлерех.
Тӳре-и эсĕ - хыт пăрçа!?
Ман пур санран пин хут пуян хуçа,
Шевле сарри вăл тăхăнтартĕ ман пуçа», -
Тесе вăрт çаврăннă тет Кайăк тӳнтерле
Тӳре енне кӳренĕçле.
 
Ай хĕсĕннĕ хӳри хуралçă Йыттăн,
Ӳксе çуланă Кайăка, тархаслăн ыйтнă:
«Эх, ырă кум! Эп хуралта
Пĕр саншăн куç хупмарăм, тупата.
Тăванăм, ан пăрах мана.
Эп кирлĕ пулăп-ха сана!».
 
Анчах леш юплемен,
Йытта пĕрле илмен.
«Хăть курăк ан шăттăр çĕрте.
Янтти ман пур çӳлте», -
Тесе кĕç сурнă анчăкĕ çине.
Кайран - Тӳре çине.
... Ăçтан чухлатăр йĕксĕк чыс мĕнне?
Ун хаклă ĕмĕт пур – янтти!
Çакна ăнланчĕ-ши йытти?
 
Ĕмĕтсĕре мĕскер кĕтет?
Турри те пилсĕре пӳлет.
Тӳре вара - тӳрех,
Вăл шарт сикмест тӳрех.
***
Чиксессĕн те пуçа чап шерепи айне
Никам та пытараймĕ çылăхне.
 
Редакцирен. Хисеплĕ вулакан! Кунашкал камитçĕсене кашни ял-хуларах курма пулать. Çавăнпа та юптарури геройсене палласа илтĕн-тĕк – тӳрех пӳрнепе тĕллеме ан васка. Вĕсене пĕтĕмлетӳллĕ сăнарсем тесе хакламалла.
А. Плеханов ӳкерчĕкĕ
Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.