Виçĕ юлташ - шкул чысĕпе мухтавĕ
Кĕçĕн Кипек шкулĕнче вĕренекен Никита Александров кунсерен Вăрнара васкать, инçе çул та шиклентермест ăна. Ахальтен мар паллах: 9-мĕш класс ачи спорт шкулне çÿресе ăсталăха аталантарать.
«Малтан эпĕ карате секцине çÿрерĕм, каярахпа кикбоксинг уйрăмне куçрăм. Тĕрĕссипе, мана иккĕшĕ те кăмăла каяççĕ», - пĕлтерчĕ çамрăк спортсмен. 5-мĕш класранпах ăна ашшĕ хавхалантарса пырать. Спорт шкулĕнче вĕренме тытăнсанах ăна Шупашкара ăмăртăва илсе кайнă, ун чухне вăл киле бронза медальпе таврăннă. Çав çулах Никита тепĕр турнирта çĕнтернĕ. Юлашки çулсенче Чăваш Ен чемпионĕ çĕршыв ăмăртăвĕсенче те лайăх кăтартусемпе палăрма ĕлкĕрчĕ. Калăпăр, 2014 çулта Пĕтĕм Раççейри ачасемпе çамрăксен «Ылтăн перчетке» турнирĕнче ылтăн медаль çĕнсе илчĕ. Мускав облаçĕнчи Балашиха хулинче иртнĕ тупăшура Геннадий Егоровăн вĕренекенĕ 36 килограмлă кикбоксерсен ушкăнĕнче фулл-контакт енĕпе пĕрремĕш вырăн йышăнчĕ. Анапăра иртнĕ Пĕтĕм Раççейри ачасен вăййисенче те пьедесталăн пĕрремĕш картлашки çине хăпарнă вăл. Çамрăк каратист çĕршыв кубокĕсемпе чемпионачĕсенче те темиçе хут призер пулнă.
Пултаруллă шкул ачин ăсталăхне ЧР кикбоксинг федерацийĕн ертÿçи Алексей Соловьев та пысăк хак панă. «Никита çамрăк пулин те питĕ маттур. Тăрăшуллă та хастар çын кăна çакнашкал çитĕнÿсем тума пултарать. Унăн малашлăхĕ пысăк», - тенĕ паллă спортсмен.
Никитăн пурнăçĕнче спорт пысăк вырăн йышăнать пулин те вăл шкулта та ĕлкĕрсе пыма тăрăшать. Географи предметне килĕштерет. Тĕрлĕ çĕршывпа хулана ытларах кайса курас ĕмĕт-шухăш пур унăн. Челябинскпа Анапăран çунатланса таврăннă-çке вăл.
Никита Александровăн юлташĕсем те спортпа туслă. 11-мĕш класра вĕренекен Вадим Иванов та кикбоксингпа кăсăкланать. Кĕмĕл Ямаш ачи пĕлтĕр Чăваш Ен чемпионатĕнче /яшсен ушкăнĕнче/ пĕрремĕш вырăн йышăннă. Унччен ирĕклĕ мелпе кĕрешекенсен секцине çÿренĕскер 2014 çулта та республика турнирĕнче ылтăн медаль çĕнсе илнĕ. Хăйĕн пурнăçне полици ĕçĕ-хĕлĕпе çыхăнтарма тĕллев тытнă çамрăкшăн спортпа туслă пулни пĕлтерĕшлĕ паллах. «Манăн шухăшпа - çар е шалти ĕçсен тытăмĕнче вăй хуракан кашни çыннăн сывă та тĕреклĕ пулмалла. Халех хатĕрленсен ĕçре те çăмăл пулĕ. Шкул хыççăн эпĕ ятарлă аслă шкулта пĕлÿ илес тетĕп», - пĕлтерчĕ 16-ри каччă.
Мулакассинчи Ваня Иванов вара - çăмăл атлет. Вăтам дистанцисене чупассипе шкулта ăна çитекенни çук. Район чемпионĕн ятне темиçе хут тивĕçнĕскер республика турнирĕсене хутшăнать. Вăл маттур футболист та. Ытти яшпа пĕрле тĕрлĕ ăмăртура шкул чысне хÿтĕлет. «Манăн пиччепе шăллăм та çăмăл атлетикăпа туслă. Çавăнпа тренировкăсене час-часах пĕрле ирттеретпĕр, пĕр-пĕринпе тупăшсах ăмăртусенче малти вырăнсене тухатпăр», - терĕ 9-мĕш класс хыççăн Олимп резервĕсен училищине вĕренме кĕмешкĕн ĕмĕтленекен Мулакасси ачи.
Çак виçĕ пăхаттирпе Кĕçĕн Кипек шкулĕн вĕрентекенĕ Николай Павлов та мухтанать. «Вĕсем - пирĕн тĕрев, спорт шанăçĕ. Яшсем пирĕн шкул, ял тата район ятне çÿле çĕклеççĕ. Вĕсем хастар пулнипех эпир спорт мероприятийĕсенчен парнесемпе килетпĕр.
Андрей МИХАЙЛОВ.
Автор сăнÿкерчĕкĕ.
Комментари хушас