40 çулта Раççейре çĕнĕ пурнăç пуçланă

16 Нарăс, 2016

Жан-Мишель Коснюо Раççее Парижран 90-мĕш çулсен варринче килнĕ - çывăх çыннине çухатнă хыççăн 40 çулта çĕнĕрен пурнăç пуçлама: «Мария Нью-Йоркран Парижа таврăннă, вĕсен самолечĕ Атлантика çийĕн ÿкнĕ. Марийăпа эпĕ 5 çул телейлĕ пурăнтăм. Вăл вырăс хĕрарăмĕччĕ. Çавăнпах пулĕ Раççее кайма шухăшларăм. Ку вăл пĕр енне илнĕ билет çеç пулчĕ».

Вырăсла пĕр сăмах пĕлмесĕрех Жан-Мишель Раççее килнĕ. Мускавра пĕчĕк бар уçнă, ун хыççăн - тата 16 бар, ресторансем, çĕрлехи клубсем. Пĕрисен - хуçи, теприсен дизайнерĕ пулнă.

Православи тĕнне йышăннă

2001 çулта черетлĕ проектпа ĕçленĕ май Жан-Мишель Алина ятлă дизайнерпа паллашнă. Марийăна çухатнă хыççăн пуçласа пĕр-пĕрне алă панипех чĕри хыттăн тапма тытăннă. Хăй килĕштерекен хĕрарăмшăн арçын нимĕн те хĕрхенмен. Мăшăр тĕрлĕ çĕршывра курса çÿренĕ, чи чаплă хăна çурчĕсенче чарăннă. Патрисия Каас тата ыттисен пултарулăхĕпе паллашнă. Алина Жан-Мишель пуян çемьерен пулнине пĕлнĕ.

«Жан-Мишель манăн ĕмĕтсене пурнăçа кĕртрĕ, - тет Алина /хăй вăл юлашки 6 çулта Иваново облаçĕнчи пысăках мар Златоуст ялĕнчен ниçтах та тухса çÿремест/. - Нумаях пулмасть мана кÿршĕсене пулăшма тиврĕ - фермăра пĕр эрне 70 качакана пăхрăм. Вĕсене суса ирхине тата каçхине 3-шер сехет ирттереттĕм. Качака сунă вăхăтра иртнĕ хаваслă, пĕр шухăшсăр пурнăçа аса илтĕм». Тепĕр тесен, пĕр шухăшсăрах иртмен Алинăн пурнăçĕ. «Алина парнесем илме килĕшместчĕ. Çапла калатчĕ: «Тата тепĕр кĕпе, тата тепĕр эреш пулĕ ĕнтĕ манăн. Мĕн тума? Çак укçана нушаллă çынсене парар, - каласа кăтартать Жан-Мишель. - Çапла вара эпир ватăсене пулăшма шухăшларăмăр: вĕсене тÿлевсĕр апат çитереттĕмĕр, апат-çимĕç параттăмăр. Çак тĕллевпе кашни уйăхра 5-6 тонна апат-çимĕç туянаттăмăр. Апата Мускаври православи прихучĕсем урлă валеçеттĕмĕр».

2005 çулта Алина, тутар-мăсăльмансен çемйинче ÿснĕскер, тата çамрăк чухне иезуитсен шкулĕнче вĕреннĕ Жан-Мишель православи тĕнне йышăнма шутланă. Тĕне кĕрсен Алина - Алевтина, Жан-Мишель Михаил пулса тăнă.

«Тĕне кĕнĕ хыççăн эпир хамăра çав тери хавхалануллă туйрăмăр. Манăн пĕр çулталăк çакнашкал туйăм пулчĕ, - тет Алина. - Кайран савăнăç сĕвĕрĕлчĕ. Нимĕн те тăвас килми пулчĕ. Эпĕ сывмарланса пытăм. Паллакан хĕрарăм Иваново облаçне мăнастире çитсе килме сĕнчĕ, вăл хăй те унта пулнă иккен. Мăнастирте çĕнĕрен чĕрĕлтĕм».

2009 çулта 29 çулти Алина мăнастире кайнă, çавăнтанпа клирос çинче юрлать, вырăнти пачăшкăна Алексей иероманаха вырăнти тĕрмесене çÿренĕ чухне пулăшать. Жан-Мишель Алина ирĕкĕнчен иртмен: «Эпĕ мăнастирпе юнашар çурт турăм, унта Алина пурăнать, унпа эпир пиччĕшĕпе йăмăкĕ пек». 12 пÿлĕмрен Жан-Мишель хăйĕн валли чи пĕчĕккине суйласа илнĕ, ыттисенче Украинăран тарса килнисем тата Турра ĕненекенсем пурăнаççĕ.

«Хальлĕхе эпĕ манашка пулма хатĕр мар-ха. Анчах мăнастирсĕр те мĕнле пурăнмаллине пĕлместĕп, - шухăшне пĕлтерет Алина. - Килте ĕçлетĕп, пирĕн пысăках мар хуçалăх пур».

«Эпир пурăнакан Златоуст ялĕ майĕпен-майĕпен лайăх енне улшăнса пырать, - тет Жан-Мишель. - Революци хыççăн коммунистсем аркатнă авалхи чиркĕве юсаса çĕнететпĕр. Эпĕ вырăнта пурăнакансене, манашкăсене питĕ юрататăп. Эпир пĕр пысăк çемье пек. Шăпах кунта чун-чĕререн киленсе канатăп. Раççейре чăн-чăн, шухăшласа кăларман пурнăç. Францире тулашран пăхма пурте илемлĕ, шалтан - вилĕ темелле. Раççейре пачах урăхла.

90-мĕш çулсенче çынсемшĕн укçа ĕçлесе илесси тĕп вырăнтаччĕ. Кайран вĕсем хăйсен тымарĕсем çинчен аса илчĕç, вырăс юлташăмсенчен нумайăшĕ ĕненÿ патне пырса тухрĕç. Камсемшĕн пурлăх тĕп вырăнта, питĕ пуян пурăнсан та - телейсĕр. Çавăнпа эрех енне туртăнаççĕ те вĕсем».

Хăйĕн юн ракĕ пулнине пĕлтернĕ хыççăн Жан-Мишель пысăк çемйи пулăшнине уйрăмах лайăх туйса илнĕ. «Эпĕ сиплентĕм. Çапах та матăшкăсемпе Алина кĕлĕ туни ытларах пулăшрĕç пулмалла. Вĕсен юратăвне туйса тăтăм. Юрату вара тĕлĕнтермĕшсем тăвать. Мухтав Турра, чире çĕнтертĕм».

«Кунти çынна сутăн илеймĕн»

Жан-Мишелĕн 86 çулти амăшĕ Парижра пурăнать, ывăлĕ ун патĕнче час-часах пулать. «Унччен манăн социаллă сетьре хамăн страница пулман, Раççее хирĕç информаци вăрçи пынине ăнлансан Фейсбукра регистрацилентĕм. Акăлчанла тата французла çыратăп. Çынсене Раççей çинчен чăннине каласа кăтартма тăрăшатăп. Раççей - Америкăри Пĕрлешÿллĕ Штатсенчен ирĕклĕрех, демократиллĕрех çĕршыв. Раççей çĕнелсе, вăй илсе пырать. Паллах, кунта та укçана пуринчен те ытларах юратакансем пур. Çапах та ытларахăшне сутăн илеймĕн».

Жан-Мишель 60 çула çывхарать. Малтанхи мăшăрĕнчен çуралнă хĕрĕ мăшăрĕпе тата 4 çулти мăнукĕпе Гонконгра пурăнаççĕ. «Эпĕ вĕсен патĕнче пулатăп. Анчах та çакна ăнланса илтĕм: Раççейсĕр пуçне ниçта та пурăнас килмест».

 

М.ПОЗДНЯКОВА.

/"Собеседник"/.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.