Archive - 2 Нарăс, 2016 - Хыпар

2 Нарăс, 2016

«Хыпар» 13-14 (26923-26924) №№. 2.02.2016

2 Нарăс, 2016

Ĕмĕт-тĕллев Олимп çÿллĕшне те çĕклĕ

Ĕмĕчĕ пурнăçланасса хытă шанакансене, ăна çывхартма куллен çине тăракансене çитĕнÿ кĕттерместех. Мускавра тăлăхсене пулăшас йÿтĕмпе йĕркеленнĕ «Ырăлăх арифметики» фонд пуçарăвĕпе ÿкернĕ фильмсен ярăмне пысăк экран çин­че курнă май çак чăнлăх черетлĕ хут пуçа кĕчĕ. «Ăнăçуллă тăлăхсем: пурнăç кĕрешĕвĕнче» - çакăн пек янăрать документлă фильмсем хатĕрлессипе çыхăннă проект.

2 Нарăс, 2016

Киберултав серепи, е Ăслă технологисен ырлăхĕпе... хăрушлăхĕ

Шупашкарта пурăнакан Анна Михайлова иртнĕ çулхи раштав вĕçĕнче хăйĕн банк карточки çинчи укçа куçнине ĕнентерекен СМС-пĕлтерÿсем илме пăрахнă. Телефон йĕркеллех ĕçлет - мĕн амакĕ? Кайран вара вăл карточка çинче укçа çухалнине пĕлнĕ...

Банк: пирĕн айăп çук!

2 Нарăс, 2016

Трактор вырăнне ĕçлеттересшĕн...

Унччен вăл пирĕн редакцире ĕçлетчĕ - водительте, пăрахса кайрĕ те - халь икĕ алла пĕр ĕç тупнă иккен: дворнике вырнаçнă - тĕп хулари Гладков урамĕнчи нумай хутлă пĕр çурт таврашне тирпейлет. Çав пĕлĕшĕме тĕл пултăм.  арăхăвне пытармасть: управляющи компани ертÿçисем ĕçрен кăларса ярассипе хăратаççĕ иккен. Мĕншĕн?

2 Нарăс, 2016

Виççĕмĕш хут шанчĕç

Владимир Николаев Канаш районĕнчи Çĕнĕ Шелттем ял тăрăхĕн пуçлăхĕнче ĕçлеме пуçланăранпа кăрлач уйăхĕнче 12 çул çитрĕ. Çак ялтах çитĕнсе тымар янăскерне вырăнти халăх лайăх пĕлет, унăн ырă та пархатарлă ĕçне пысăка хурса хаклать. 2005, 2010 çулсенчи суйлавра ял тăрăхне кĕрекен Çĕнĕ Шелттемре, Маякра, Çĕнĕ Вăрăмпуçра, Кашкăрçырминче, Кивĕ Шелттемре пурăнакансем уншăн пĕр шухăш-кăмăлпа хăйсен сассине пачĕç. Пĕлтĕр те çак чыса вăлах тивĕçрĕ.

2 Нарăс, 2016

“Профессие улăштарассăм çук”

Канаш районĕнчи выльăх чирĕпе кĕрешекен станци коллективĕ юлашки çулсенче палăрмаллах çамрăкланчĕ. 28 ветврачран 4-шĕ /14%/ 30 çула çитмен. Шел те, йышра каччăсем çук.

2 Нарăс, 2016

Предприяти аталанăвĕпе мăнаçланаççĕ

Хуçалăх ÿсĕ­мĕ коллективри тăрăшуллă та пуçаруллă çынсен хастарлăхĕнчен нумай килет. Кадрсене пула пĕтĕм ыйту татăлать тесе ахальтен каламан ĕнтĕ.

Pages