Çĕрпÿ çĕрĕ ĕçчен çынсемпе тĕреклĕ

16 Нарăс, 2016

Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Çĕрпÿ районĕнче ĕçлĕ çулçÿревре пулчĕ.

"Авангард" обществăн "Çĕрпÿ беконĕ" филиалĕ ăнăçлă аталанса пырать. Предприяти 3000 гектар çинче тĕштырă тата пăрçа йышши культурăсем туса илет. Вăтам тухăç - 30,3 гектар. Николай Курчаткин генеральнăй директор каланă тăрăх - лаптăксене тата та ÿстересшĕн, кÿршĕ районсенчи пушă выртакан çĕрсене пусă çаврăнăшне кĕртесшĕн.

"Çуракине тухма техникăна Çĕнĕ çулчченех хатĕрлесе çитернĕ, - терĕ Николай Курчаткин. - Вăрлăх та çителĕклĕ". Юсавлă ял хуçалăх техники, чăнах та, речĕпе тăрать, тракторсем халь тесен халь хире тухма хатĕр. Механизаторсен те кăмăлĕ çĕкленÿллĕ. Предприятире ĕç условийĕсем пысăк пахалăхлă, шалăва вăхăтра тÿлеççĕ.

Хальхи вăхăтра республикăри районсенче муниципалитетсен иртнĕ çулхи ĕç-хĕлне пĕтĕмлетессине тата тĕллевсене палăртассине халалланă пухусем иртеççĕ. Республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Çĕрпÿ районĕнчи анлă канашлăва хутшăнчĕ.

"Çакнашкал тĕлпулусем халăхпа çыхăну йĕркелеме пулăшаççĕ, республикăри пурнăç пахалăхне лайăхлатас тĕллевлĕ йышăнусем тунă чухне йăнăшасран сыхлаççĕ", - терĕ Михаил Васильевич ларăва уçнă май.

Республика ертÿçи палăртнă тăрăх - Чăваш Ен Правительстви федераци влаçĕн органĕсемпе тачă çыхăнса ĕçлени регион бюджетне хушма укçа-тенкĕ илсе килме май парать. Акă нумаях пулмасть РФ Правительстви республикăн выльăх-чĕрлĕх отрасльне аталантармалли инвесткредитсен процент тăкакĕсене саплаштарма 217 млн тенкĕ уйăрма йышăннă. Михаил Игнатьев çавăн пекех кăткăс технологиллĕ инноваци проекчĕсене пурнăçа кĕртекен пĕчĕк тата вăтам предпринимательлĕх субћекчĕсене малашне те пулăшса пырасси çинчен пĕлтерчĕ.

Çĕрпÿ районĕн 2015 çулхи социаллă пурнăçĕпе тата экономика аталанăвĕпе райадминистраци пуçлăхĕ Александр Казаков паллаштарчĕ. Пĕлтĕр районта ял хуçалăх продукцийĕ туса илесси ÿснĕ. Агропромышленноç комплексĕнче ултă инвестици проектне пурнăçа кĕртнĕ. "Районта пĕрремĕш класа каякан ачасен шучĕ ÿснĕ. Спорт секцийĕсене çÿрекенсем те йышланнă. Виçĕ çултан иртнĕ ачасене пурне те садиксене вырнаçтарнă. 2015 çулта виçĕ ФАП хута янă, район больницинче тĕпрен юсанă хыççăн ача-пăча уйрăмĕ уçăлнă. Ĕçсĕррисем те, республикăри вăтам кăтартупа танлаштарсан, сахалрах. Шел те, районта медицина ĕçченĕсем, педагогсем çитмеççĕ", - пĕлтерчĕ муниципалитет пуçлăхĕ.

Доклада итленĕ хыççăн Михаил Игнатьев Çĕрпÿ районĕ граждансене авариллĕ çурт-йĕр фондĕнчен куçарас тĕлĕшпе республикăра малта пынине палăртрĕ. Çав вăхăтрах Çĕрпÿсем капиталлă юсав тÿлевĕсене пуçтарассипе кайра иккен. Канашлу ĕçне пĕтĕмлетнĕ хыççăн Чăваш Ен Пуçлăхĕ ĕçре тата вĕренÿре пысăк çитĕнÿ тунисене патшалăх наградисемпе чысларĕ.

"Кулленхи ĕçĕпе тăван республика аталанăвне тÿпе хывакансене эпир яланах хисепленĕ. Ĕç çыннин çулталăкĕнче тĕрлĕ професси çыннисене тав сăмахĕ калама сăлтав çителĕклех пулĕ. Профессионалсем мĕн тери пысăк çитĕнÿ тума пултарнине çамрăксем хăйсен куçĕпе курса ĕненĕç. Ĕç династийĕсен ырă тĕслĕхĕ вĕсемшĕн пурнăçра тĕрĕс çул кăтартакан паллă пулса тăма тивĕç", - терĕ Михаил Васильевич ял хуçалăхĕнче нумай çул тата йышлăн ĕçлекен çемьесемпе тĕл пулсан.

Çĕрпÿ районĕнче тÿрĕ кăмăлпа хăйсен тивĕçне пурнăçлакан çемье сахал мар. Тĕслĕхрен, виçĕ ăруран тăракан Атмановсен /Филипповсен/ пĕтĕмĕшле ĕç стажĕ - 436 çул. Анисимовсем пурте пĕрле ял хуçалăхĕнче 628 çул ĕçлеççĕ. Смирновсен стажĕ - 618 çул. Вĕсем хăйсен çемйисем çинчен каласа кăтартрĕç, ĕç биографийĕсемпе паллаштарчĕç.

Валентина БАГАДЕРОВА

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.