Иосиф ДМИТРИЕВ-ТРЕР: «Сывлăш çитмест, аннеçĕм. Мĕн тăвас?»

16 Нарăс, 2016

Чăваш Енри паллă темиçе çыннăн кашни сăмахне журналистăн кун кĕнекине çырса пыма пулать. Тикĕт пичкинчи тин юхтарнă пыл тумламĕ пек вĕсем, çумкурăк евĕр ашкăрса ÿсекен Америка вĕренин ятарласа лартман вăрманĕнчи çÿл тÿпенелле тăлăххăн кармашакан лаштра юман евĕр. Ят-сумлисенчен те ят-сумлисен йышĕнче - Чăваш Республикин искусствăсен тава тивĕçлĕ деятелĕ, Çамрăксен театрĕн тĕп режиссерĕ Иосиф Дмитриев-Трер. Тĕрĕссипе, тĕлпулусенче, «çавра сĕтелсенче» вăл каланă тарăн шухăшсене эпĕ çырса та пынă. «...Сăмахăм Çăвар уçма хăйман самантсенче Мăйран пăвать, Чарма пăхсан хирĕç тăрса Хама çапать...» Иосиф Александровичăн поэзийĕ шухăшсен вĕçĕ-хĕррисĕр авăрне путарнине ăнланма çак пилĕк йĕрке те çителĕклĕ. Вăл лартнă постановкăсенче уявран уява кăкăр çапса ĕнентерекенсен суя чăвашлăхĕ мар, чăн-чăнни тапса тăнине чунпа туйма «Ама кайăк çулĕпе», «Чĕрĕ сăмах» спектакльсене курниех тулли май парать. Киноактер пултарулăхне вара вăл иртнĕ ĕмĕрĕн 70-мĕш çулĕсен пуçламăшĕнчех кăтартнă - «Çеçпĕл» фильмра тĕп сăнара ĕнентерÿллĕн калăпланă... Çĕрпÿ районĕнчи Йÿçкассинче çуралса ÿснĕ артист, режиссер, драматург, поэт «Хыпар» тĕпелĕнче ыйтусене паян та яланхиллех уççăн хуравлама килĕшрĕ.

 

Хăшпĕр кадра фильма кĕртмен

- Канашри педагогика училищинчен вĕренсе тухсан эсир Ленинград патшалăх театр, музыка тата кинематографи институтĕнче ăс пухнă. Эпĕ пĕрре мар илтнĕ: хăвăрăн, чăвашсен ытти поэчĕн сăввисене пач урăхла туйăмпа пăхмасăр калатăр. Студент çулĕсенчех эсир сăвă вулакансен çĕршыв шайĕнчи конкурсĕсенче çĕнтернĕ. Сăпкара выртнă чухнех сăвăсем вĕреннĕ-им?

- Тен, эпĕ пурнăçра çак çулпа каймастăм та? Лайăх вĕреннĕшĕн 5-мĕш класра-и, 6-мĕшĕнче-и - «Чăваш календарĕ» пачĕç, унта республикăри ят-сумлă çынсемпе паллă пулăмсем пирки çырса кăтартнăччĕ. Пире 4-мĕш класс хыççăн чăвашла пачах вĕрентмен, çавăнпа эпĕ тăван литература, театр енне туртăнмасан та пултарнă. Шăпах çак кĕнеке алла лекнĕрен нумай пулăмпа интереслентĕм. Артиста вĕренес килчĕ. Музыка театрпа çыхăннине шанса Метикасси шкулĕнче 8 класс пĕтерсен Канашри педучилищĕне кайрăм. Юрлама пĕлни - пĕрре, музыка теорине, инструменчĕсене, кĕвве туйма хăнăхни мана мĕн ĕмĕр тăршшĕпех пулăшса пырать. Училищĕре чăвашла вĕрентменни мана шутсăр тĕлĕнтеретчĕ, çавăнпах пĕр педагогран кун пирки ыйтнăччĕ, вăл нимĕн те шарламарĕ - хурав пама аптăрарĕ ахăртнех. Музыкăпа поэзи пĕр-пĕринпе тачă çыхăннă, çавăнпа-ши - хам та сăвăсем çыркалама тытăнтăм. Анчах ыттисенни евĕрлех пулса тухнăскерсене манăн тесе çирĕплетме çуккине каярахпа кăна ăнлантăм. Аслă пĕлÿ илнĕ чухне те çыркаланă ĕнтĕ, классиксен сăввисене ăса хывнă.

- Институтра вĕреннĕ вăхăтра эсир сăвă каласа кăна мар, кинофильмра ÿкерĕнсе те палăрнă. «Çеçпĕл» картинăри Иосиф Дмитриев - каснă лартнă чăваш поэзийĕн классикĕ. Çеçпĕл сирĕн кумир пулнă-и? Фильмра ÿкерĕннĕ чухне кăсăклă самант пайтах тупăннă ĕнтĕ, хальччен никама та каласа кăтартманни юлнă-и?

- Çеçпĕл Мишши, паллах, кумир. Унăн позийĕн янăравлăхĕ, кĕвĕлĕхĕ кирек камăн чунне те хускатать, сăвăçăн тарăн шухăшне çын ăнланмасан та: «Катаран каç килсен каçхи кунăн мĕлки...» 1970 çулта «Çеçпĕл» фильм ÿкересси пирки сăмах тухрĕ. Кастингра мана, вăрăм çÿçлĕскере, суйласа илчĕç. Идеологи тĕллевĕсене тĕпе хурса ÿкернĕ пулин те фильмра чăвашлăх пур, çавăнпа мана ку ĕçшĕн паян намăс мар. Хальхи саманара ÿкернĕ пулсан, ахăртнех, унта çавăн чухлĕ чăвашлăх курăнмĕччĕ е суя чăвашлăх йăлтах хупласа хурĕччĕ. «Çеçпĕл» картинăн ÿкерÿ лапамĕнче кулăшли те, чуна ыраттараканни те пулнă. Эпĕ шÿт пуçтарса çÿрекен çын мар, çавăнпа вĕсене аса илмĕп. Çеçпĕл Мишши хырсен хушшинче чĕркуçленсе Турра кĕлтунине, пурнăçран пÿкле вилĕмпе уйрăлас шухăш патне мĕншĕн çитнине сăнланă кадрсене коммунизм тапхăрĕнче, паллах, фильма кĕртмен. Çакă кăштах пăшăрхантарать.

- Çартан таврăнсан эсир Мускаври ГИТИСра вĕреннĕ, çемье çавăрнăскере мăшăр чармарĕ-и?

- Пачах тепĕр май: режиссера вĕренме вăл мана хăй хăваласах кăларса ячĕ. «Кайран мана «пурнăçăма пăсрăн, пĕлÿ илме май памарăн» тесе пуçа çийĕн, кай», - терĕ. Ыран - экзаменсем тытмалла, эпĕ инçе çула тухмастăп тесе билет туянманччĕ. Мăшăр хистенипе чукун çул вокзалне кайрăм. Теме пула пуйăс вунă минут кая юлнă, кассăра билет та пур. Ăраскалĕ çапла çырнă-ши - Мускавра тепĕр пилĕк çул вĕрентĕм вара.

 

«Ку спектакль - ферма хĕрĕсем валли мар»

- Чăваш театрĕсен сцени çинче «Кĕре кĕрсен», «Пĕчĕк хула камичĕсем», «Ялта» спектакльсем лартнă хыççăн ăслăлăх ĕçне кÿлĕнме мĕн хистерĕ?

- ГИТИСра пĕлÿ илнĕ вăхăтра виçĕ уйăхлăх практикăра пултăм. Ку тапхăрта спектакль лартсан та, лартмасан та юратчĕ. Эпĕ хатĕрлерĕм. «Кĕре кĕрсен» постановкăна аслă ăрури артистсем паянхи кун та астăваççĕ. Анчах хăшĕ-пĕри ăна «Ферма хĕрĕсем валли мар ку» тесе тиркерĕ. Каярахпа куракансен умне «Пĕчĕк хула камичĕсем» кăлартăм. Спектакле çулталăк та лартмарĕç - репертуартан кăларчĕç. «Ку совет саманине хирĕçле ĕç», - тенĕ имĕш пĕри. Федор Павловăн «Ялта» драмине Çамрăксен театрĕнче лартрăм. Мĕн ĕлĕкренпех чăваш чухăн курăнасран хăранă, хăна килсен те юлашки сурăхне пусса сăйланă. Турра хисеплесе йĕркеленĕ уявсене, вăййа чăваш хĕрĕ çÿçне-пуçне тирпейлемесĕр, капăрлăх çакмасăр, чыслă тум тăхăнмасăр хутшăнман. Пушмаксăр, тухьясăр пикене хисеплемен. Çăпатапа уйра тырă вырма меллĕ, анчах уява кайма мар. Сцена çине çăпаталлă пĕр çынна та кăларман эпĕ. Театртан каясси акă мĕнле пулса тухрĕ: музыка училищинче ĕçленĕ Виктор Романов ăнсăртран вилчĕ. Ун вырăнне çамрăксене вĕрентме тытăнтăм. Ăслăлăх кăсăклантарнăран аспиратурăна кĕме Ленинграда тухса кайрăм. Тăван халăх йăли-йĕркине çине тăрсах тĕпчерĕм. Чăваш патшалăх гуманитари ăслăлăхĕсен институтне ĕçе вырнаçрăм. Савăк кăмăлпа аса илетĕп çав тапхăра, мĕншĕн тесен пуян архивпа çывăх паллашни мана тата ытларах чăваш пулма май пачĕ. Паха материалсене çур çĕрчченех шĕкĕлчеттĕм. Экспедицисене тухса çÿресе çăваç пулса тăтăм. Авалхи тĕне пăхăнса пурăнакан чăвашсен йăли-йĕрки кăткăсрах, православи тĕнĕнчи пек мар. Вĕсем тин çуралнă ача тутине çу сĕрсе пыл хыптарни, «Чĕлхÿ пыл пек пылак, çу пек çăвак пултăр», - тени кăна мĕне тăрать! «Чăваш пĕтсен - тĕнче пĕтет», - теççĕ. Эпĕ шухăшласа кăларнă каларăш мар ку. «Ылтăн хĕвел, ылтăн уйăх, ылтăн çăлтăр, тав сире пире çутатнăшăн, çĕре тăрантнăшăн, вăрмана ăшăтнăшăн, шыва тасатнăшăн... Пехил, пехил, пехил» кĕлĕ пур. Ăна чăвашăн ку тĕнчерен кайиччен пĕрре те пулин каламаллах.

- 1996 çулта эсир Чăваш Енрен тухса кайнă. Казахстанри Вырăс драма театрĕнче тата музыка училищинче ĕçленĕ. Пĕлетĕп: инçе çула ахальтен тухман эсир. Каяс умĕн: «Эпĕ кунти театрта хам кирлине туймастăп», - тенĕ. Çав териех хĕсĕрлесе çитернĕ-и сире ун чухне?

- Вăл вăхăтра кофĕпе пирус туянма та укçа çитми пулчĕ. Халь каласан никам та ĕненмест: чарăнусенче пирус тĕпĕсене пуçтарса çÿреттĕм. Казахстанра та ун чухне пăтăрмахсем пуçланнă: вырăс режиссерĕсем, преподавателĕсем Раççее куçса килнĕ. Кадрсем çитменнипе вĕренекенĕм Валерий Тарасов Шупашкара килсе мана Астанана илсе кайрĕ. Чăнах та, Чăваш Енрен чăваша хăвалакан вăйсем пирĕн уйсенче капмаррăн çĕкленчĕç ун чухне. Ку сăмахсене мĕншĕн каланин сăлтавĕсене çÿлерех асăнтăм.

- «Чăваш тĕнĕ пĕтсен чăваш пĕтет», - тенĕччĕ эсир пĕр тĕлпулура. Авалхи тĕне нумай тĕпчетĕр, чăвашсене çутçанталăка пуççапма чĕнсе калатăр. Пĕр вăхăтра сире куншăн Вырăс православи чиркĕвĕ те тапăннă. «Тĕне кĕменнисен ушкăнĕн лидерĕ те тупăннă - наци драмтеатрĕн режиссерĕ Иосиф Дмитриев. Çак ĕçе пăрахса вăл язычествăна чĕртсе тăратма, тĕпрен илсен - улăштарма, пикеннĕ. Ун валли канон йышăнмаллине палăртнă...» - çырнă православи социологĕ Александр Щипков «Дружба народов» журналта. Илия Карлинов пачăшкăпа радиодебатсене те хутшăннă эсир. Чăваш пĕтсе пынине вăл хăйĕн авалхи тĕнне маннипех çыхăнтармалла-ши?

- Америкăри йăхсемпе сахал йышлă чылай халăх католиксем килсе тĕпленсен пĕтнĕ, мĕншĕн тесен вĕсем мăн аслашшĕсен тĕнне маннă. Хăйĕн туррине, киреметне чунран-асран кăларнă халăх та çĕр çинчен çухалатех. Çухалас мар тесен унăн хайĕн тĕнне çĕнĕрен чĕртсе тăратмалла. Çапах шанатăп: пирĕнтен кашнинчех тĕнчене кĕвĕлесе-çураçтарса тăракан Хăват пур, апла пулсан шанчăк пĕтмен-ха. Хăй вăхăтĕнче сумлă журналта çырса кăтартнăшăн пачах вĕчĕрхенмерĕм, чăваш тĕнĕ пирки тĕнче шайĕнче сăмах хускатнăшăн савăнтăм çеç.

 

Унта ирĕклĕ, никам та чăрмантармасть

- Казахстан - Раççейрен уйрăлса кайнă патшалăх. Эсир унта çĕнĕ саманара ĕçленĕ. Театр искусстви Казахстанра тата Чăваш Енре /Раççейре/ пĕр танах аталанса пырать-и е уйрăмлăхсем çапах та пур?

- Режиссера унта ĕçлеме чылай ирĕклĕрех. Вырăс, тĕнче драматургийĕнчи кирек мĕнле спектакле суйласа илсе ларт - никам та чăрмантармасть. Эсхил, Софокл, Эврипид, Расин, Корнель ячĕсем Казахстанри театрсенче паллă. Наци литератури те маларах аталанма ĕлкĕрейнĕ. Абай Кунанбаевпа Шакарим Кудайбердиев халăх ăс-тăнне тытса тăнă. Вĕсен миф-халап драматургийĕ те çуралса çĕкленнĕ. Шел те, чăваш çыравçисенчен чылайăшне патша вăхăтĕнче, совет тапхăрĕнче хунавлах хăртнă. Паянхи социаллă политика, самана ыйтăвĕсене пула эпир сцена искусствине шоу шайне антарса лартрăмăр. Чăваш Енре Эврипид пьесисене лартасси пирки сăмах хускатакан режиссера айван вырăннех хума пултараççĕ. Акă 2011 çулта Чăваш Ене таврăнсан театрта Мĕтри Юманăн хам тахçанах вуласа паллашнă «Укăлча касси» пьесине вуласа патăм. Эпĕ республикăра пулман тапхăрта кунти сывлăш палламалла мар улшăннă иккен - итлекенсем драмăна ăнланмарĕç, тĕп шухăшне тытаймарĕç. Тĕрĕссипе, ăна 1990 çулсенчех лартмалла пулнă. Ун чухне вăл кĕрлесе тăрĕччĕ. Халĕ артистсен пуçĕнче кăна мар, халăхăннинче те пач урăхла ăнлавсем. Театрăн куракана лăпкамалли, ачашламалли, çав вăхăтрах шухăшлаттармалли пирки, унăн халăхран пĕр утăм маларах пымалли çинчен калатчĕç пире хăй вăхăтĕнче. Апла пулсан искусство çыннисен зала çитес вăхăтрах мĕн кирлĕ пулассине сисмелле. Телее, чăваш эстради çĕкленчĕ. Ăна чылайăшĕ хурлать пулин те эпĕ япăх сăмах каламастăп. «Çиларман» ушкăн, Владимир Янтуш кăмăла каяççĕ... Е Елена Иовлева тата. Оперăра юрламалăх сасси çук пулсан та çынпа калаçма пуян чунĕ пур. Эстрада концертĕнче те вăл хăй пирки каласа кăтартса çынсене куççульлентерме пултарать. Чăваш юрăçисен пултарулăхне курма халăх мĕншĕн çÿрет? Хуравĕ паллă: ăна унта ачашлаççĕ, култараççĕ... Вăрçă вăхăтĕнче чуна лăпкама опереттăсем лартнă, халĕ те, çăмăл мар тапхăрта, çын хăй çăмăллине шырать. Шел, чăваш драматургийĕ уйрăммăн аталанман, унăн нимĕнле хăйнеевĕрлĕх те çук, вăл совет, вырăс драматургийĕн йĕрĕпе утать. Хăй вăхăтĕнче литературăна кĕрсе юлнă суя пулăмсем паян пире ура хураççĕ.

- Тăван республикăран аякра чухне чăвашлăхшăн тунсăхларăр-и? Мĕнпе асра юлчĕ Чăваш Енрен инçетре ирттернĕ 15 çул?

- Эпир ушкăнсене пайланма юрататпăр. 90-мĕш çулсенче те интеллигенци çыннисем пĕр-пĕрне кÿрентерсе темĕн те калани чуна варалатчĕ. Тĕлĕнмелле гени Геннадий Айхи пирки те сас-хура çÿретрĕç те, «еврее сутăннă чăваш» имĕш вăл. Казахстанра та пурнăç çăмăл марччĕ, анчах Астанара та, Кокшетаура та унашкал килĕшÿсĕрлĕхе асăрхаман эпĕ. Чăвашсен хушшинчи çĕрĕк чунлă çынсем çуккипе унти сывлăш тасарах пек туйăнатчĕ. Каялла таврăнтăм та - сывлăш каллех пыра чăмакка ларнăн пÿлĕнтерме пуçларĕ. Пĕрле ĕçлесе пурăннă, пĕр сĕтел хушшине ларса апат çинĕ ентешсем Пăлхар патшалăхĕ пулнине пĕлменнине мĕнле ăнлантармалла тата? Çавăнпах «Сывлăш çитмест, аннеçĕм. Мĕн тăвас?..» сăвă та çырăнчĕ.

- Чăваш çамрăкне паян пултарулăхра хăйне тупма çăмăл-и?

- Йывăр. Эпир çут тĕнчене килекенĕн чунĕнчи-юнĕнчи чăвашлăхне сăпкаран пĕтерсе пыратпăр. Лозунгсем çырма эпир пурте ăста: «Чăваш пулмалла, ачасене мĕн пĕчĕкрен чăвашла вĕрентмелле». Çав сăмахсене, ир тăрсан кĕлĕ каланă евĕр, уявран уява калатпăр. Кĕлĕ вуланă хыççăн çын чунĕ лăпланать. Кунта та çаплах: хăватлăн шапăлтататпăр та тухса калаçмалли тепĕр самантчен манатпăр.

- 2010 çулта сире Казахстанăн культурăн тава тивĕçлĕ деятелĕн ятне панă. Ку çĕршывра 14 çул ĕçленĕ хыççăнах. Кÿршĕ тутарсем те пултарулăх çыннисене хисеплĕ ятсемпе çамрăклах чыслаççĕ, Пĕрремĕш каналăн «Голос» проектне хутшăнса палăрнăшăнах сумлаççĕ. Чăваш Енре ку енĕпе хавхалантарасси хавшакрах пек туйăнмасть-и сире?

- Патшалăхран паян нимĕн те кĕтсе лармалла мар. Хăй вăхăтĕнче чăвашсен вĕрÿ-суруçисем чирленĕ ачана пĕр çăмартапах, сăмса тутрилĕх пир татăкĕпех сыватнă, апла пулсан пирĕн те çапла ĕçлемелле. Кĕтсе ларсан вăхăт та, талант та çухалать.

Театр ÿтне суранлатса хăварнă

- Сирĕн пирки çырнă чухне эсир поэт, публицист, драматург, режиссер, преподаватель тесе палăртаççĕ. Çак ретре куçаруçă пек çанă тавăрса ĕçленине те кăтартас килет. Эсир студент çулĕсенчех пьесăсене акăлчан чĕлхинчен тÿрех чăвашла куçарнă-çке. Халĕ мĕнле хайлавсене Ухсай Яккăвĕн чĕлхипе янăраттарма хатĕрленетĕр?

- Вырăсларан, акăлчанран, латышларан, венгрларан, шведларан пьесăсемпе сăвăсем куçартăм. 2000 çулта Швецие кайсан мана унти лăпкă халăх питĕ килĕшрĕ. Пирĕн тăрăхра, уйрăмах кĕрекере саркаланнă чухне, пĕр-пĕрне темтепĕр туса пама шантараççĕ, унта вара çынсем ыранхи кун килессе пĕлсе сăмах параççĕ. Микаэль Нюдаль хăй юратнă сăвăçин поэмине куçарма сĕнчĕ. Геннадий Айхи Харри Мартинсонăн «Аниара» поэмине чăвашлатма грант çĕнсе илчĕ. Ăна ушкăнпа куçартăмăр. Малтан эпĕ ют чĕлхе грамматикине вĕренетĕп, ăна ăса хывма мана икĕ эрне кирлĕ. Тин çеç Дмитрий Воробьев Лундбергăн «Ярданне» вырăсла куçарчĕ, кăрлач вĕçĕнче ун кĕнекин презентацийĕ пулчĕ. Эпĕ те повеçе шведларан чăвашла куçартăм, Интернета туллин вырнаçтартăм. Халĕ ăна юсаса илемлететĕп.

- Шупашкара таврăнса Çамрăксен театрĕнче ĕçлеме тытăнсанах Александр Пăрттан «Кирек ăçта та пĕр хĕвел» пьеси тăрăх спектакль хатĕрлерĕр. Çĕнĕ варкăш пек туйăнчĕ вăл мана. Анастасия Арефьева критик та «Хапа тĕлĕшĕнчен те, содержани енĕпе те Европа шайĕнчи постановка», - тенĕ ăна хак панă май. Спектакльте калас тенине пĕтĕмпех калама май килчĕ-и?

- Александр Пăртта ку пьесăна чăваш ачи пиркиех шухăшласа çырнă, экологи ыйтăвне мала кăларнă. Драматургпа пĕр-пĕрне ăнланса ĕçлерĕмĕр, эпĕ хушни-кĕскетнине хирĕç пулмарĕ вăл. Чăваш философийĕн тарăнăшне спектакль кĕлĕсенче тупрĕ тесе шухăшлатăп. Актерсем те пуçарулăх кăтартрĕç. Акă, сăмахран, Дмитрий Петров туй сценине урама кăларма сĕнчĕ те - шута илтĕмĕр.

- Юлашки уйăхсенче сăнатăп та - сирĕн театр репертуарĕнче чăвашла спектакльсене шутлама хăрах алăри пÿрнесем те çитеççĕ. ЧР тава тивĕçлĕ артистки Ольга Почалкина пирĕнтен вăхăтсăр уйрăлса кайнипе, унăн ролĕсене урăх артистсене шанса пама май çуккипе çыхăннă-им çакă?

- Ача вилсен - ашшĕ-амăшĕшĕн, амăшĕ пурнăçран уйрăлсан ывăлĕ-хĕрĕшĕн пĕтĕм тĕнче пушанса юлать. Артист ку тĕнчерен кайсан вара театршăн тĕнче пушанать, инкек театр ÿтне суранлатса хăварать. Ольга Почалкина вырăнне никам та тăраймĕ. Ку вăл кăна пултаруллă пулнине çирĕплетни мар, кашни артист - хăйĕн вырăнĕнче, кашниех театршăн - ылтăн пĕрчи евĕр.

- Пасар саманинче театрсен пурнăçĕ пĕрре те çăмăл мар. Çавăнпах ача-пăча спектаклĕсем çине куçрăр-и? Репертуара çак сăлтавпа вырăслатрăр-и?

- Уйăх çинчисен ыйтăвĕ ку. Интернетра та çак ыйтăва тăтăшах хускатаççĕ, анчах эпир ăçта пурăннине пĕлмеççĕ-ши вĕсем? Çакăн пирки театр ĕçченĕсенчен мар, влаçрисенчен ыйтмалла. Çамрăксен театрĕ Шупашкарта вырнаçнă, кунта ачасем чăвашла вĕренсе-калаçса ÿсмеççĕ, çавăнпа çăкăр çимелĕх те пулин укçа ĕçлесе илес тесе спектакльсене вырăсла лартма тытăнтăмăр. Паллах, ку пулăма ырламастăп эпĕ. Театр культурăпа чĕлхе политикине хăй тĕллĕн тума пултараймасть, çавна çеç шута илме ыйтатăп.

- Çамрăксен театрĕн уйрăм çурт çукки иртнĕ ĕмĕртенпех пăшăрхантарать. Чуна ыраттарса калаçнине, хут çине çырнине пĕрле пухас-тăк Ашмаринăн 17 томлă словарĕ чухлĕ информаци пухăнать-тĕр.

- Çапла, 83 çул кил-çуртсăр çапкаланса çÿретпĕр. Бомжсем эпир. Апла пулин те ĕçлес туртăм-хăват пур. Чăвашлăха та аталантарас килет, çавăнпа çулталăкне пĕр-икĕ чăваш спектаклĕ те пулин лартатпăрах.

 

Турăран ыйтса илнĕ ывăл

- Эсир хушма ята та ыттисенчен расна суйланă. Эпĕ пĕлнĕ тăрăх, Тĕрер - аннĕр çуралса ÿснĕ ял. Хушма ят вăрттăнлăхĕ çавăнта пытаннă-и?

- Ку ĕç-пуç 2000 çулта пулчĕ. Геннадий Айхи шăнкăравларĕ. «Санăн Швецие каймалла, анчах ят-сумлă мероприятие Дмитриев хушаматпа хутшăнни вырăнлах мар. Псевдоним туп», - терĕ. Эпĕ анне сăнарне яланах чĕрере упратăп. Çакна шута илсе вăл çуралнă ял ятне суйларăм: Тĕрер. Çапах вырăсла çырма меллĕ пултăр тесе Трер хăвартăм.

- Пĕр интервьюра аннĕр сире Турăран ыйтса илни пирки асăннăччĕ. Паянхи вулакан вăл çав тери вăйлă та хăватлă хĕрарăм пулнине, ахăртнех, пĕлмест те.

- Аннем пирки роман çырмалла. Тĕрĕссипе, пирĕн çыравçăсем валли калав-повеç хайлама сюжет питĕ нумай, анчах çав сюжет урлă мĕн каламаллине пĕлместпĕр эпир. «Йывăç лартрăм пахчана кайăк çĕре ларасран, ÿссе çитсе çын пултăм хуйхă çĕре ÿкесрен», - сăвăласа çыру çырса ячĕ аннем ман пата Ленинградра вĕреннĕ чухне. Питĕ йывăр шăпаллă, çав тери ăслă хĕрарăмччĕ вăл. Унăн мăшăрĕ Михали Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче 1942 çулта вилнĕ, аннене хăйне ялта асса пурăннă Иван Яковлевич председатель сăмакун паманшăн, кусарпа хăваласа кăларса янăшăн спекулянт тесе айăплаттарса çичĕ çуллăха тĕрмене хуптарнă. Телее, тăхăр уйăх ларнă хыççăн виçĕ ача амăшĕ йĕплĕ пралук леш енчен тĕлĕнмелле майпа хăтăлса тухнă. Савнă мăшăрĕ çапăçу хирĕнче выртса юлнăран вăрçă чарăннă кун пĕтĕм халăх умĕнче анне: «Михали, сан ятупа ывăл çурататăпах», - тесе кăшкăрнă. Çапла майпа 1947 çулта эпĕ, ял халăхĕшĕн - вĕлтĕрен кайăкĕ, аннешĕн - Турă аллинчен туртса илнĕ ывăл, çуралнă. Чăн атте кам иккенне пĕлетĕп эпĕ, анчах анне ыйтнăран ку хыпара нихăçан та, никама та каламăп. Маншăн тăван атте - вăрçăра пуç хунă Михали.

- Эсир те, мăшăрăр та - икĕ аслă пĕлÿллĕ. Искусство, чăвашлăх ыйтăвĕсем тавра арăмăрпа тавлашатăр-и?

- Чĕрре кĕрсе тавлашмастпăр, анчах вăл мана чĕлхене чарманшăн, ытла ирĕклĕ калаçнăшăн яланах сăмах лектерет.

- Чăваш театрĕ упранса юлтăр тесен мĕн тумалла?

- Пĕррехинче Ольга Почалкина Мускава кайса килчĕ те: «Иосиф Александрович, эпир мĕншĕн çавăн пек чаплă спектакльсем лартмастпăр?» - терĕ. Пире ĕçлеме çын, специалист çитмест. Пĕр тĕслĕх кăна: Наталья Шамбулина Ричард Бахăн «Чайка по имени Джонатан Ливингстон» повеçĕ тăрăх спектакль лартасшăнччĕ, анчах ăна ÿт-пĕве вылянтарма хăнăхтаракан педагогсăр куракан умне кăлараймăн. Пысăк хуласенчи театрсенче пластика режиссерĕсем те пур, пирĕн вара...

- Ĕмĕтĕрсемпе кĕскен те пулин паллаштарсамăр пирĕн вулакансене.

- «Укăлча касси» спектакле лартма килĕшмерĕç. Унтанпа манăн нимĕнле ĕмĕт те çук. Шоу шайĕнчи спектальсене, мюзиклсене эпĕ тĕллевсĕрех лартма пултаратăп. Анчах вăл пушă ĕç кăна...

Дмитрий МОИСЕЕВ

 

Кĕскен: Çичĕ ыйту

1. - Иосиф Александрович, паянхи чăваша мĕн ура хурать?
- Чухăнлăх.
2. - Чăвашăн ăмсану туйăмĕ юнра-и?
- Ăмсану туйăмĕ чухăн та нишлĕ çынра çеç.
3. - Паянхи чăваша мĕнле куратăр?
- Чăвашсене виçĕ пая уйăратăп. Çăваç - хамăр тĕне пăхăнса пурăнакан чăваш* чăваш - чĕлхене пĕлнĕрен патшалăх тытăмĕнче ĕçлесе укçа илсе пурăнакан чăваш* чебраш - Шупашкарта пурăнса вырăсланнă чăваш.
4. - Чăваш хаçачĕсене вулатăр-и?
- «Çамрăксен хаçатне» çырăнса илетĕп. Малашне «Хыпар» та вулăп.
5. - Хăвăр хисеплекен драматург Вильям Шекспир сăмахĕсемпе килĕшетĕр-и: «Пĕтĕм пурнăç - театр, çынсем - унти актерсем».
- Пурнăçра эпир нумай вылятпăр. Анчах мĕн вылять пирĕнте: хăват-и, ырă-и, усал-и?
6. - «Вылять» сăмаха йышăнмастăп. Картла, шашкăлла выляма пулать. Сцена çинче вара пурăнмалла», - тенĕ Фаина Раневская. Паянхи артистсем сцена çинче пурăнаççĕ-и?
- Сцена çинче те виçĕ тĕрлĕ артист. Пĕри - пĕр хăват пуррине пĕлекен çăваç, тепри - актер ĕçне пурнăçлакан çын, виççĕмĕшĕ - ниçта та ĕçлеме çуккипе театра килсе çакланнă этем.
7. - «Театр - пурнăç ыйтăвĕсене татса памалли чи аслă орган», - тенĕ Александр Герцен. Сирĕншĕн вара?
- Пурнăçа тасатакан орган пулмалла унăн.

 

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.